Çавраçил
Çу уйăхин çирĕм тăваттăмĕш кунне,
Сап-сарă хĕвел хĕртсе пăхнă чух,
Хамăн кирлĕ çăмăлпа1
Каймалла пулчĕ пĕр яла,
Калама çук пĕр пит пысăк яла.
Яла çитсе кĕнĕ чух
Курăнкалатчĕç хура пĕлĕтсем
Унта-кунта пĕр саплăк,
Çумăр пĕлĕчĕ те мар —
Ахаль хура, хыт пĕлĕт.
Лăпкă, ăшă, уяр çил
Хумхататчĕ майĕпе
Шурă хурăн тăррине.
Унта çунатлă çил арманĕ
Авăратчĕ савăнса
Пĕри тĕшпе хура тулă.
Эпĕ хамăн çăмăлпа
Çитес çĕре çиткелесе
Часах тухма пулмарĕ.
Эпĕ ялтан тухнă чух
Паçăрхи саплăк пĕлĕтсем,
Пурте хуп-хура хуралса,
Паçăрхи хĕртсе пăхакан хĕвеле,
Çутатса тăракан çутă пĕлĕте
Хăй айне хупланă,
Пĕтĕм тĕнчене сарăлса.
Майĕпе хумханакан шурă хурăнсем
Авăнаççĕ уласа,
Пуçне çĕре тивертес пек.
Ял çывăхĕнчи çил арманĕ,
Çавăрнать ултă çуначĕ,
Армана çавăрса ярас пек,
Пĕтĕм тĕнчери юрра юрласа.
Чĕтрет арман кăшкарĕ
Ултă çуначĕ çуннипе,
Кĕрлет арманĕ ăшĕнче
Хăрушă аслати алтнă2 пек.
Сĕлĕ çăнăхне вĕçтерсе,
Тухса тарас пек çавăрнать
Шап-шурă пысăк чул.
Хуçи тухрĕ тулалла,
Ватă пуçĕпе васкаса,
Такăнса ӳкес пек хыпаланса;
Пуçне çӳлелле каçăртса,
Унта-кунта чупкалать.
Пĕр пысăк кашта илчĕ те,
Пуçне вĕрен çыхрĕ те,
Лашапа çитес çук,
Арманĕ йĕри-тавра чупкалать
Унччен те пулмарĕ —
Килчĕ хуп-хура хуралса
Çил те мар — темĕскер,
Пуçларĕ çĕмĕрме,
Арман çунатне сирпĕтме
Пĕр çунат та хăвармиччен.
Хуçа хăранă вилес пек,
Тарса кĕчĕ армана,
Хурчăка хăваланă кайăк пек;
Пĕр чĕнмесĕр тăрать-çке,
Чĕлхесĕрпе пĕрех пек.
Тăвăл иртсе кайсассăн,
Ялтан çынсем пычĕç те
«Аллах» та «аллах» тиеççĕ.
Эпĕ унтан тухса килнĕ чух
Пуçтарăнчĕç пулĕ тутарсем,
Çĕртен нумаях та кая мар.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...