Тĕшмĕш чăпти
Ирхи хĕвел Ухливан тути çине хуллен шуса пычĕ те лап хупласа лартрĕ. Ухливан мучи хăй çумĕнче çывăрса выртакан карчăкне хĕнеме пуçларĕ. Чышать те чышать хăйен мăн чышкисемпе арăмне сулахай аяк пĕрчинчен. Çилленсех чышать. Арăмĕ кăртах сиксе вăранса кайрĕ.
— Ай, мĕн пулчех, Ухливан? Ай-уй, тăна кĕр! Мĕн ухмахланса выртатăн? Тилпĕрен çирĕн-и-мĕн?! Мĕн турăм эп сана? — тесе уласах йĕрсе ячĕ.
Ухливан нимĕн те илтмест, — чышать те чышать. Укахви стена çумнех лăпчăнса выртрĕ.
«Мĕн... усал ерчĕ-и-мĕн куна? Тур çырлахах! Микул турă, мăн турă амăшĕ, хута кĕрсемех!..»
Ухливанăн куçĕ хупă, тутисемпе вăл темĕскер мăкăртатать, кĕлетки кăрт-карт туртăнкаласа илет.
— Ухливан, мĕн хăтланатăн? Тăр-ха, тăр! Турруна асăн, — тет карчăк, упăшкинĕ силлесе. — Тăр, тетĕп!
Ухливан вăранать, йăлт-ялт пăхкалать, куçĕсемпе такама шырать, лăчах хура тара ӳкнĕ хăй, ларнă çĕртех сăхсăхма тытăнать. Карчăкĕ хуллен ыйтать:
— Мĕн пулчĕ ара сана, Ухливан? Усал хăратрĕ-и-мĕн? Выртнă чухне турруна пуççапма маннă, çавăнпа вăл. Пĕркунне эпĕ те, çавăн пек, турра пуççапмасăрах çывăрса кайнă та çĕрĕпех асапланса выртрăм.
— Тĕлĕк куртăм... Упрампа иккĕн сĕм вăрманта çӳретпĕр пек. Вăрманти йывăçсем шултра, темиçе хăлаçлисем те пур. Хăшĕн-хăшĕн тăррисем пĕлĕт патнех çитеççĕ. Пĕчĕк утма çулпа кайсан-кайсан симĕс уçланка тухрăмăр. Уçланкă варринче шап-шурă, вĕр-çĕнĕ пӳрт ларать пек. Алăкĕсем уçă. Кĕтĕмĕр. Пăхатпăр — эпир трактире кĕрсе тăнă!.. Трактир хуçи, тачка ӳтлĕ çын, пире курсан: «Килĕрех, хăтасем! Çĕнĕ пурт лартнă ятпа сире укçасăрах ĕçтеретĕп. Ман эрех нумай. Ĕçессе ĕçĕр, анчах çĕре ан тăкăр, пĕр тумлам тăксанах, шăрттан тăвап сиртĕн», — терĕ, пӳрнипе юнаса.
Упрампа иксĕмĕр сĕтел хушшине кĕрсе лартăмăр. Ĕçме тытăнтăмăр.
— Тĕлĕкре эрех ĕçсен, хуйхă пулать, — терĕ арăмĕ йывăррăн.
— Эрехне ĕçеймерĕм çав, — мăкăртатса илчĕ Ухливан. — Черккине тута патне илсе пырса, ялт! йăвантарса хутăм. Ман эрех çăвара мар, пĕтĕмпех хĕве юхса анчĕ. Ку тĕлĕк виле пулассине систерет пулас. Тĕлĕкре шурă пӳрт курсан, кил-йыш катăласса, теççĕ. Çитменнине, тĕлĕкре трактир хуçи мана пуçран пачĕ. «Э-э, эсĕ манăн эрехе тăкма», — тесе пĕрех çутăлтарса ячĕ. Тĕлĕкре çын хĕнесен, тĕлĕк кураканни чирлет, теççĕ.
— Иртнĕ эрнере шăшисем ман çăматта çиме пуçланăччĕ, — хушса хучĕ арăмĕ. — Шăши тумтир таврашне çисен, каллех ырра мар. Иртнĕ тунтикун каç Хĕлипĕн хĕрлĕ йытти пирĕн еннелле пăхса уласа выртрĕ...
— Паян суда каймалла, çав пуçран тухмасть-ха. Вăрăмуйри анана Павăла памалла тусан...
Ухливан умне çав Вăрăмуйри анана тара панă кунсем тухса тăчĕç. Хырçă тӳлемеллеччĕ. Çавăншăн сарă сăнлă, сулахай енчен хĕç, сылтăм енчен кӳпшек револьвер çакнă, капăр атти кĕлисем çине шпорсем тăхăннă стражник саламатпа çапса ыраттарни... «Ыранах тӳлетĕп» тесе, старостăпа стражник умне чĕркуçленсе ларса йăлăнни... Кăрлик Павăлĕ патне ана тара пама чупни тата ыттисем те аса килеççĕ.
— Усалăн ури саккăр, теççĕ çав. Икĕ çуллăх панă анана ĕмĕрлĕхе сутнă тăвасшăн. Епле вăл хамăн ура айĕнчи çĕре туртса илесшĕн... Ĕмĕтсĕр! — тет Ухливан, урисене вырăн çинчен çĕрелле ярса. — Чи малтан сылтăм ура çине тăрас-ха, унсăрăн кунĕпе ятлаçса çӳремелле пулĕ.
Чӳречерен кĕрекен ирхи хĕвел пайăркисем хура урайне çутатаççĕ. Чӳрече умĕнче салакайăксем чĕвĕлтетни илтĕнет. Кăвакарчăнсем кăлтăртатса ачашланаççĕ. Сурăхсем макăраççĕ, «кĕтĕве каясшăн пулмалла», тет вĕсен хуçи Ухливан, сăмси тăррине хыçса.
— Сăмса тăрри кĕçтет-и-мĕн? — сехри хăпса тухнă сасăпа ыйтрĕ Укахви. — Ай, Ухливан, сăмса тăрри кĕçĕтсен, вилет, теççĕ вĕт. Мĕнле эсĕ хăвна ху шеллеместĕн? Кĕçĕтсен те, хыçмалла марччĕ. Сăмсу пиркиех пуçна çиетĕн!
Урине сырса пĕтерсен, Ухливан çăпата кантри хыçалтан çыхăннине курать.
— Эй, çуламан пăру! — тет вăл хăйне хăй. — Ваттисем каланă тăрăх, çула кайнă чух çапата кантри малалла çыхăнсан — телей пуласса, хыçалтан çыхăнсан — ĕмĕтленни пулаймасть, теççĕ. Манăн хыçалтан çыхăнчĕ. Тьфу!
Салтма тытăнать. Сылтăм уринчи çăпата кантри пăртакçă кĕскерех пулнă-мĕн, ниепле те çыхăнаймасть малалла. Пĕр-икĕ вершук çеç вăрăмрах явмалла пулнă-мĕн те. Туртать-туртать Ухливан кантрисене, ниепле те çитереймест. Акă вăл, кĕрçиппи шырама тесе, хăрах аллипе тăлисене тытса, кĕтеселле каять. Тупрĕ. Çăмхине сӳткелесе, çиппине шăлпа татса илчĕ, сыпрĕ, çăпата кантрисем малтан çыхăнчĕç. Халĕ ĕнтĕ çула тухма та хăрамалла мар.
Ухливан çăвара шыв сыпса лаххан умĕнче питне-куçне çуса тăнă хушăра маччаран пĕр таракан Ухливаи пуçĕ çине çат! татăлса ӳкрĕ.
— Эх, эсрелĕ! — терĕ Ухливан, маччаналла пăхса. — Темле таракансем хунаса кайрĕç кăçал? Ку каллех ырра мар. Вут-кăвар пуласса вăл. Çунса кайсан, чĕрĕллех тупăка кĕрсе выртас пулать вара.
Тулта Укахви сурăхсене кĕтĕве хăвалани илтĕнет. Пăтара çакăнса тăракан йĕпе алшăллие илсе шăлăннă хушăра Ухливан пӳрне чĕрни çине шурă тухнине асăрхарĕ, шухăша кайрĕ.
«Пуç пӳрнен чĕрни çине шурă тухсан, мĕне систерет, тетчĕç-ха? Э, телей пуласса, теççĕ. Ку — хуйхă пуласса, теместчĕç-и çав? Тепĕр алăри кача иӳрне чĕрни те шуралнă: юратни пуррине пĕлтерет. Ăçтан ман, ватăскерĕн, юратни пулма пултарать? Ак тата сылтăм хăлха янăрать. Ку — ырă сăмах илтессе».
Тусанланса ларнă турăш умне кĕлтума тăчĕ. Чӳречерен ăна кĕтӳ ярса килекен арăмĕ ывăçи айĕпе инçетелле пăхни курăнать.
«Мĕне асăрхарĕ-ши ку? — тесе шухăшласа илчĕ те Ухливан каллех турă умĕнче мăкăртатма тытăнчĕ. Вĕçĕмсĕр сăхсăхать. Паян суд пуласса аса илсен, чĕркуçленсех ларчĕ.
Пуççапнă вăхăтра арăмĕ тип çăкăр касса хунă, тултан уйран илсе кĕнĕ.
Çиме ларчĕç. Шăп. Нимĕн те чĕнмеççĕ. Иккĕш те тĕлĕк çинчен, вилĕм çинчен тата паян пулас суд çинчен шухăшлаççĕ.
— Калас мар терĕм те, — терĕ Ухливан карчăкĕ, — ĕнер эпĕ ирех чăх-чĕпсене апат пама тухрăм. Пăхатăп, пĕр чăххин хӳри вĕçне улăм пĕрчи çыпăçнă. Çын вилессе вăл.
— Виличчен Павăл айне пулас марччĕ. Суда лашапах каяс тетĕп. Лаша пур çинчен мĕншĕн çуран çӳремелле. Çисе тăрансан, мĕн кирлисене хатĕрле-ха эсĕ.
Карчăкпа старик çиме ларнă чухне ваттисене асăнма манса кайнă.
— Ара, — терĕ карчăкĕ, сĕтел хушшинчен тăрса, — эпир ваттисене манса кайнă-иç. Ăçтан телей пулĕ-ха капла пире?
Пĕççисене шарт! çапрĕ. Пуçне сулкаласах тапратрĕ карчăк васкаса çăкăр касма. Пĕр чĕл касса илчĕ те ăна уйран ăшне чиксе кăларчĕ. Унтан, темскер мăкăртаткаласа, çав чĕлле алăк патне, çӳп-çап ăшне кайса пăрахрĕ.
— Çийĕрех, ваттисем...
Карчăк пыр ярăннипе июк! текелесе илет. Ухливан сăхманне тăхăннă, çĕтĕк калпакне шырать.
— Ай-уй! — терĕ карчăк. — Ухливан, мĕнле эсĕ? Ара, сан сăхман арки таврăнса кайнă-çке. Кампа вăрçасшăн эсĕ? Манпа вăрçасшăн-и?..
Ухливан, айăпа тухнă çын пек пулса, сăхман аркисене тӳрлетет.
— Ну, эппин, эпĕ лашине кайса кӳлем-ха. Эсĕ кирлисене хатĕрле, — терĕ те Ухливан васкасах алăкне уçса ячĕ.
Алăк урлă каçнă чух сылтăм ури алăк хушшине пулчĕ.
— Ку — çын килессе пĕлтерет. Ах, ку çынсемпе, — чăрмантарса кăна çӳреççĕ. Мĕн тăвас вĕсемпе?
Хĕвел ирхи апат вăхăтне çитрĕ. Уяр... Пĕр пĕлĕт татăкĕ те çук. Кураксем крак-крак! тесе пĕр-пĕринпе калаçаççĕ. Ухливан мучин ват йăмрисем çинче кашни çулах курак йăви нумай пулаканччĕ. Кăçал темме курак йăви сахалрах. Çуркунне Ухливан уншăн хуйха ӳкнĕччĕ... Кураксем кил-çуртран писсен, телей тарать, теççĕ. Халĕ ĕнтĕ вăл ун çинчен шухăшлама пăрахнă. Чĕкеçсем явăнса çӳреççĕ. Вĕсем Ухливантан хăрамаççĕ те, Ухливан пуçĕ çинченех вĕçсе иртсе каяççĕ. Салакайăксем, чĕлик-чĕлик тесе, йăлт-ялт сиккелеççĕ. Пур чĕрĕ чун та савăнать. Чĕрĕ чун савăнни Ухливан мучи кăмăлне каймасть. Ав, урамра пускил çыннин хура йытти ăшă çанталăк пулнăшăн савăннипе йăлт-ялт йăванкаласа илет. Ухливан: «Ку йытă çумăра йăванать-ха. Мĕн тăвас халĕ çумăрпа? Калчасене çитĕнме уяр çанталăкĕ те кирлĕ пулать, яланах çумăрпа мар...» — тет шăмарса. Çавăнтах тата çураллă сысна, çурисене чĕнсе, нăриклетсе çӳрет.
Ухливан шухăшĕпе, çав сысна нăриклетни те пустуя мар, сысна вăл çанталăк сивĕтессе систерет.
Картаран лашине çавăтса тухрĕ. Лаши, тăрса йăлăхнăскер, тухсанах карăнса илчĕ. — Уçă сывлăша тухнăшăн хĕпĕртерĕ пулмалла. Ухливан кунта та тĕшмĕш тупрĕ.
— Инкек хыççăн синкек пуласса кĕтсех тăр. Мĕн карăнатăн, вăрра каясшăн-и-мĕн? — тесе, çат тутарчĕ чĕлпĕрĕпе янаххинчен.
Лаши, мĕншĕн çапнине туйса илеймесĕр, тулхăрса илчĕ. Ухливан шучĕпе, лаша тулхăрсан, çумăр пулмалла.
* * *
Аран-аран килтен тухса кайрĕ. Арăмĕ хапха алăкне хупса юлчĕ. Лашийĕ малтанах чупасшăн мар. Ухливан пушăпа çат! çапать. Лаши хӳрине çавăрса илет те, лăпăс-лăпăс чупкаласан, каллех чарăнать. Ухливан: «Каясшăнах мар ман лаша, усала сисет-и-мĕн», — тет. Хапха çывăхĕнчех пĕчĕк тиха, амăшĕ тавра чупса, йăлт-ялт сиккелет. Ухливана ку та килĕшмест: çумăр пуласса ку тет. Ула курак вăрăммăн кăшкăрса краклатать, — каллех ку çумăр пулассине пĕлтерет. Çумăрччен кайса килесчĕ-ха тесе, Ухливан лашине хытăрах хăвалать. Çанталăк лайăх. Ыраш уйĕ сип-симĕс ларать.
Йăрансенче тата çул тăрăх ешĕл курăксем хавасланса пăхса лараççĕ, хăшĕ-хăшĕ чечексем те кăларма пуçланă. Лашапа пынине илтсен, симĕс ыраш ани хĕррисенчен путенесем, вăрр! вĕçсе тухса, аяккалла вĕçсе каяççĕ. Тăрисем пуç тăрринче, «чи-чи-чи», «тăрри-тăррин» тесе юрласа, сывлăшра вĕçсе тăраççĕ. Пĕр кайăкĕ, темле кайăк вăл, — ĕçле-ĕçле çи, тесе юрлать. Илемлĕ çанталăк Ухливан чĕрине те хускатрĕ. Пуçне усса хуйхăрса çӳрекенскер, вăл та савăнăçлăрах пăхма пуçларĕ — хуйхи-суйхине те манса кайрĕ. Сасартăк пĕри:
— Тытсам лашуна! Мĕн улпут пек ларса пыратăн, — терĕ.
Ухливан кăртах сикрĕ. Тăрантаспа пыраççĕ. Мужикĕ — ларкăч çинче, пупĕ хыçалта сĕвенсе пырать.
Иртсе кайма çул хĕсĕк. Ухливан, калчана нумаях таптамалла ан пултăр тесе, лашине пăртак пăрчĕ те, лешсем иртсе кайреç. Хирĕç пулнисен лашийĕ... лаши мар, кĕсрийĕ, Ухливантан иртсе кайсассăн, утăмпа каясшăн пулчĕ. Мужик ăна шур патакпа çат тутарчĕ. Ухливан çакна курчĕ те:
— Ма çапан кĕсрӳне шур патакпа, — хĕсĕр пулать вĕт! — тесе кăшкăрса ячĕ чăтаймасăр. Анчах лешсем илтеймерĕç, — вĕçтерчĕç малалла.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...