Кам айăплă-ши?
Çамрăклăх, ачалăх пур çыншăн та асра юлакан, чи идемлĕ пурнăç тапхăрĕсем. Кашни çыннăн çак тапхăрпа çыхăннă асаилмеллисем нумай.
Çуркунне. Тавралăх хĕллехи тумтирне хывса ăшă сывлăшпа тарăннăн сывлама пуçлать. Илемлĕх пурнăçра паллă вырăн йышăнать. Çамрăксем те чăтса тăраймаççĕ, хут купăспа вăййа тухаççĕ, вăйă-кулăпа киленеççĕ. Хĕрсемпе каччăсем пĕр-пĕринпе тĕл пулса мăшăр кăвакарчăнсем пек вăркаççĕ.
Вера кăçал саккăрмĕш класра вĕренет. Çак çуркунне уншăн темле асамлăрах та илĕртӳллĕрех туйăнать. Мĕн пулчĕ-ши вунпилĕк çулхи хĕр чĕрине? Мĕншĕн кӳршĕре пурăнакан Толяна курсанах чĕри хăвăрт-хăвăрт тапма пуçлать-ши унăн? Хальлĕхе çакна хĕр ăнланаймарĕ.
Ака уйăхĕн пуçламăшĕнче Вера çуралнă кунне паллă турĕ. Ашшĕпе амăшĕ ирĕк панипе хăйпе пĕрле вĕренекен икĕ хĕрпе икĕ каччăна тата купăспа калама тесе кӳрше каччине Толяна чĕнчĕ.
Толя Верăран тăватă çул аслă. Вăл шкул пĕтернĕ, техникумра вĕренет ĕнтĕ. Канмалли кун пулнипе яла таврăннă. Юрларĕç, ташларĕç çамрăксем, Верăна саламларĕç те килĕсене саланчĕç. Хĕрĕн чĕрине çавах темен канăç памарĕ, унăн Толяран уйрăлас килмерĕ. «Толя халь клуба тухса кайĕ, унта ытти хĕрсемпе ташлĕ, купăспа вылĕ, ăна купăс каланă çĕрте хĕрсем пыра-пыра такмаксем калĕç», — кĕвĕçсе шухăшларĕ вăл. Мĕнле юратмăн-ха Толяна? Ялти хĕрсем те ун çине кăна пăхаççĕ. Вера чăтса тăраймарĕ. Толясем патне тухса чупрĕ. Каччăн йăмăкĕпе юлташлă вĕсем, пĕрне-пĕри «тусăм» тесе ченеççĕ.
Толя ăна хĕр юратса пăрахнине ăнланмарĕ, хĕр куçĕсем те ăна нимĕн çинчен те каламарĕç. Вăл пĕр шухăшсăр клуба тухса кайрĕ. Вера вара чĕрине ыраттарса пăхса тăрса юлчĕ.
Кунсем иртсе пычĕç. Çуркунне хăйĕн правине çирĕппĕн алла илчĕ. Çĕмĕрт шап-шурă çеçкере ларчĕ, каçсерен кайăксем хăйсен илемлĕ юррисене шăрантарчĕç. Пĕр Верăн çеç йĕресси килчĕ. Вăл каччăна юратни çинчен ниепле те пĕлтереймерĕ. Юлашкинчен пĕр шухăш вĕçне çитрĕ: «Тытатăп та калатăп тусăма тетĕшне юратни çинчен. Каласа патăр ăна.» Çапла турĕ. Йăмăкĕн сăмахне илтсен Толя тӳрех ĕненмерĕ, хĕрсем шӳтлеççĕ пуль терĕ. «Мĕнле-ха çамрăкскер çапла калама вăтанман? Ашшĕ-амăшĕсем те çак пулăма ырлас çук», — шухăшларĕ каччă. Çапах та каç пулсан клуба васкамарĕ. Хăйĕн кас хĕрĕсемпе купăспа юрă шăрантарчĕ, ташă ташлаттарчĕ. Хĕрачасем килĕсене салансан купăсне йăмăкне пачĕ те Вера хыççăн урам урлă каçрĕ.
Çу иртсе кайрĕ. Телейлĕ çамрăксем час-часах тĕл пулчĕç: мотоциклпа ярăнчĕç, шыва кĕме çӳрерĕç. Кĕтмен-çĕртен асар-писер çил-тăвăл сиксе тухман пулсан, тен, Веран шăпи те урăхла пулĕччĕ.
Верăн ашшĕ-амăшĕ хĕрпе каччăн юратăвĕ çинчен кĕçĕн йăмăкĕ урлă пĕлчĕç те чăн-чăн çил-тăвăл кăларчĕç килте, «Урăх урама тухмастăн, тусу патне каймастăн кăна мар, урăх унăн ятне те асаилместĕн», — хыттăн каласа хучĕ амăшĕ. Хĕре питĕрнĕ пек усрарĕç. Толя çаплах каçсерен çӳрерĕ, шăхăрса та йыхăрчĕ хĕре, анчах усси пулмарĕ. Верăна урама кăлармарĕç.
Çапла кĕркунне çитрĕ. Толя хулана вĕренме тухса кайрĕ.
Канмалли кунсенче яла килсен те Верăна курмарĕ вăл. Кашни кунах клуба тухрĕ, урама çӳрерĕ. Часах урăх кас хĕрачипе паллашрĕ. Кăнтăрла ăнсăртран Верăна курсан калаçма пикенчĕ каччă, анчах хĕр амăшĕнчен хăраса калаçуран пăранчĕ, амăшĕ хытă вăрçнине пытараймарĕ. «Мĕн тума кирлĕ вăл сана, санран ăслăрахскер тата купăспа калать. Купăспа вылякансем эрехе юратакан пулаççĕ. Тата пĕвĕпе те пысăк мар вĕт», — нăйларĕ час-час амăшĕ. Çак сăмахсем хăлхине кĕрсен Толя Верăран сивĕнчĕ. «Мĕн тăвас ман унпа. Лешкасри Лена та сăн-питрен те пĕвĕпе те килĕшӳллĕ тăпăл-тăпăл хĕр», — шухăшларĕ вăл.
Раштав уйăхĕнче Толяна салтака илсе кайрĕç. Вера тунсăхласа макăрчĕ, Толяран çыру кĕтрĕ, çук, кĕтсе илеймерĕ. Кайран хăй çырса ячĕ. Толя хирĕç хурав пачĕ, анчах юлташла, юрату çинчен пĕр сăмах та çырмарĕ. Вера çапах салтакран килсен каллех тĕл пуласса ĕмĕтленчĕ. Ĕмĕтленни кăлăхах пулчĕ. Юрату сăмахĕсене Толя кӳршĕ касри Лена патне çырчĕ.
Сисĕнмесĕрех икĕ çул иртрĕ. Акă Толя салтак тумĕпе килне çитрĕ. Тӳрех тухса чупрĕ Вера салтак курма. Ашше-амăшĕ те чармарĕ ăна. Кăнтăр иртсен хăйсем те салтак курмалла хăнана пычĕç. Толяшăн савăнчĕç. Мĕнле савăнмăн. Пăх-ха, епле паттăр салтак пулса килнĕ вăл инçет Хĕвелтухăçĕнчен?! Мĕнле хистесен те пĕр черкке эрех те ĕçмерĕ вăл. Каç пулсан вара Лена патне васкарĕ.
Веран чĕрине çеçĕпе сĕрнĕ пекех пулчĕ ку. Вăл хурланса макăрчĕ. Толяна мĕнле юратсан та ĕлĕкхине каялла тавраймарĕ. Салтакран килсен нумай çӳретмерĕç Толяна, часах авлантарма шутларĕç. Хĕл варринче пурпĕр вĕренме каяс çук. Лена та икĕ çул ниçта тухмасăр кĕтнĕ каччăна. «Хура кушак каçса кайиччен авлантарас», — терĕç вĕсем килĕшӳллĕн. Шутланă-тунă. Сельсоветра хут пĕтермесĕрех хĕрсе туя хатĕрленчĕç икĕ енчен те.
Вера çакна чăтса ирттереймесрен хăраса кӳршĕ яла тухса тарчĕ. «Куç ан куртăр вĕсен туйне, хăлха ан илттĕр. Çилленнипе ак хам та каччă тупса таврăнатăп. Унсăрăн чăтма çук. Анне патĕнчен мĕнле те пулин тухса каясчĕ», — терĕ вăл.
Кĕçех кӳршĕ ялтан Верана та çураçма килчĕç. Каччи вара пĕчĕкскер, купăспа калама мар, ташлама та пĕлмерĕ. Килĕшрĕç, çураçрĕç, туй турĕç.
Нумай та пурăнаймарĕ Вера çĕнĕ çемьере, амăшĕ патне йĕрсе килчĕ: «Анне, эп уйрăлатăп. Вăл усал, хĕнет мана, эрех ĕçет тата эпĕ ăна юратмастăп», — куççуль витĕр каласа пачĕ вăл. «Кай каялла. Сассу урăх ан тухнă пултăр. Ху тупса килтĕн, эпе тупса паман. Манăн сансăр пуçне тата тăватă ача. Урăх ман пата ан кил. Чăт», — тесе амăшĕ хĕрне каялла çавăрса ячĕ. Ачи пуличчен тата темиçе хут та килсе кайрĕ Вера. Амăшĕ ăна итлемерĕ, ӳкĕте кĕмерĕ. Вера хăй айăпĕпе тата амăшĕ чарнипе юратăвне çухатрĕ. Телейсĕр пулчĕ.
Çулсем иртсе пычĕç. Вера кӳршĕ ялтах юлчĕ. Фермăра ĕçлерĕ. Çине-çине ача çуратрĕ. Юрату туйăмне çапах чĕрен шалти кĕтесĕнче упраса пурăнчĕ.
Толя пĕр поселока пурăнма куçса кайрĕ. Техникум хыççăн институт пĕтерчĕ. Ĕçĕпе чапа тухрĕ, хисеплĕ çын пулчĕ. Купăспа та каларĕ, эрехне те ĕçме вĕренмерĕ.
Верăн амăшĕ те хăйĕн йăнăшне анланчĕ, анчах та чавса çывăх та çыртма çук çав.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...