Тăванлăх
Тăван тени мĕн тени?.. Чуна çывăх çын тени! Чунпа юнăн пĕрлĕхне палăртакан сăнарлăх шăпах пулать тăванлăх. Чăваш тĕрлĕ ятпала палăртать çак туртăма — пархатарлă туйăма. Ахальтен мар халăхра тăванлăхăн шайлăхне кăтартакан паллăсем чи авалхи ăнлавсем, шучĕпе те йышлисем. Çакă мĕне пĕлтерет, мĕскер çинчен систерет? Хуравĕ кунта пĕрре — тăван-пĕлĕш сумлăхĕ халăхăмăр хушшинче, çакна пĕлтĕр пур тĕнче, авалтанпах хисепре!
Тăван тăвана сумлать, хисеплесе пуç таять. Ыр хунавлă, ятлă йăх, е урлхла каласан, пĕр тымартан вăй илен тăванлăх-хурăнташлăх пире пухать пĕр çыхха — инкек хуçайми йыша. Савнăçа та, хурлăха та этем пайлать тăванпа, чун саван хурăнташпа. Халăхăмăр хушшинчи ниме евĕр ыр йăла, тĕрлĕ уяв-праçниксем, туй-çуй йăли-йĕркисем сĕм авалхи тапхăртан тивĕçлипе упранса, йăхран йăха тăсăлса ĕçчен, харсăр пур чуна çыхать туслă кăшăла.
Çав кăшăлăн никĕсне, тăванлăхăн паллине, йăх пуçĕнчен пуçласа çичĕ сыпăк таранччен ăру тымар вуллине компьютерсăр-мĕнсĕрех пирĕн мăн асаттесем пĕлсе тăнă пит лайăх. Мĕншĕн тесен пурнăçра, çавăн пекех хурлăхра пĕр-пĕрне чăн пулăшма, ал тăсса тĕрек пама пултарать пĕр кăк-йăхри шанчăклă тус-йыш кăна.
Ку ăслăлăхăн вăйне, ун шутсăр пĕлтерĕшне нумай иртнĕ ĕмĕрсем пăрахăçлайман халĕ те. Шухăшласа пăхар та çапла вара палăртар, чăваш вăйĕ — туслăхра, пĕрлĕхе хăват паран хурăнташ-тăванлăхра!
Шухăшсем
Discover the beauty waiting just for you...
Ready to drive targeted visitors to your...
Tired of low website traffic? This video...
Our AI-optimized solution sends targeted...
Our AI-powered traffic solution delivers...
Is your Chuvash Org website missing out ...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...