Юрату юрлаттарать...
Света пĕчĕкренех кĕнеке вулама юратса ӳсрĕ, çавăнпа вăтам шкултан вĕренсе тухсан малалла ăс пухма тăван литературăпа чĕлхе уйрăмне суйласа илчĕ. Ача чухне ырă юмахсем кăмăллаканскер çитĕннĕ май хастар рыцарьсем çинчен юптаракан хайлавсене ытларах кăмăлларĕ. Кĕçех хĕр хăй тĕлне те пĕр-пĕр рыцарь килсе тухасса кĕтме тытăнчĕ. Анчах ĕмĕчĕ ниепле те пурнăçланаймасть — ăна куç хывакан студентсем хушшинче кĕнекери пек паттăр тупăнмасть те тупăнмасть.
Костя та ав, пулас инженер, нимĕнпе те илĕртмест ăна: ыттисенчен уйрăлса тăмасть вăл. Каччă вара хĕре хытах юратса пăрахрĕ. Света кăмăлне çавăраймасăр тĕмсĕлет апăрша.
— Кăлăхах вăхăтна сая ан яр-ха, — лăплантараççĕ ăна тусĕсем. — Сан валли урăх хĕр çук-им? Света вĕт ытла мăн кăмăллă, пĕр-пĕр принц тупăнасса шанать мар-и? Вăл — хула хĕрĕ, эс — ялтан.
Костя тантăшне пĕрле уçăлса çӳреме чĕнсен хĕр килĕшкелет. Кинона та кайкаласа курчĕç, театрта темиçе пулчĕç, Светăн чунĕ вара çав-çавах. Пĕррехинче каччă пĕр-пĕринпе чун уçса калаçма сĕнчĕ те, хĕр пытарса тăмарĕ мĕн шутланине.
— Каçар та, эс ман хыççăн ахалех чупатăн. Хăв пекки кирлĕ сана, ансатраххи, — терĕ.
Костьăшăн ку çупса янă пекех туйăнчĕ, анчах хирĕç шарламарĕ. Пĕр эрне сас памарĕ вăл, алă сулса пăрăнса утас вĕçнех çитрĕ, анчах юрату серепи ăна ниепле те вĕçертмерĕ. Каччă хĕр кăмăлне йăпатма юрăхлă мел шырарĕ. Чечек парнелесе куркаланă-ха вăл — усси пулмарĕ, çуралнă кун ячĕпе саламласа хĕр пурăнакан çурт умĕнчи тарăн юра таптаса «Света, эпĕ сана юрататăп!» тесе те çырса пăхнăччĕ — тĕлĕнтереймерĕ...
Ентешĕпе, Культура институтĕнче вĕренекен Сашăпа, тĕл пулчĕ Костя ăнсăртран. Канмалли кун тăван ялне таврăнсан. Клуба Культура институтĕнче вĕренекенсем концерт лартма килнине пĕлчĕ те ятарласа курма кайрĕ. Саша унран пĕр çул аслăрах, музыкант. Юрлама та, ташлама та, кĕвĕ калама та ăста. Алла гитара тытсан вара кирек кам чунне тыткăнлĕ пултарулăхĕпе.
Концерт хыççăн клубран иккĕшĕ пĕрле тухрĕç. Студентсемшĕн пĕр чĕлхе тупасси кăткăс-и? Сӳтсе явмалли темĕн чухлех.
— Костя, эс хăв та гитара калаттăнччĕ-иç. Пăрахмарăн пуль? — интересленчĕ Саша. — Пирĕн патра гитаристсен кружокĕ ĕçлет, пырса çӳрес кăмăлу çук-и? Уяв каçĕсем те пит хаваслă иртеççĕ.
— Сана итлерĕм те паян, тек алла гитара тытса намăсланма пăрахмалла пуль тетĕп, — хуравларĕ Костя. — Уявсем вара... Эпир хамăр та ирттеретпĕр. Пĕр-пĕрин патне ма çӳрес мар?
— Пĕр-пĕр хĕрпе паллаштарăп, — илĕртрĕ Саша.
— Пур-ха ман... Тупрăм хам валли... Тепĕр чух пăрахса тарас килет...
— Ма ун пекех тата? — тĕлĕнсе пăхрĕ Саша. Хĕрсемшĕн чунне ыраттарса курман вăл: хăйсем ун хыççăн чупаççĕ. Пит ансат майпа тыткăнлать вĕсене — гитарине тытать те янратса ярать пĕр-пĕр серенада е романс... — Вĕрен манран, тен, усси пулĕ?
Саша сăмахне Костя малтан ăша илменччĕ, анчах пĕррехинче Светăна тусĕпе паллаштарчĕ те хĕре каччă романсĕсемпе серенадисем самантрах тыткăнланине туйса илчĕ.
«Пĕрре те шӳтлемест иккен Саша: авă еплерех иккен вĕсем, хĕрсем. Юрама пĕлмелле-мĕн вĕсене. Эп пултараймастăп-и?» — тĕв турĕ те Костя
Саша патне çӳресе гитара калас ăсталăхне ӳстерме пикенчĕ. Тăрăшсах тĕрлĕ романс вĕренчĕ.
Хĕр пуçне çавăрма меллĕ вăхăт килсе тухасса кĕтрĕ Костя. Анчах ăна тĕлĕнтерме юрăхлă май тупăнмарĕ-ха. Асаилсех кайрĕ: кĕнекесенчи рыцарьсем пикесене вĕсен чӳречи айĕнче юрласа тыткăна илеççĕ-çке.
Каçхине, тĕттĕмленсен, Костя Светăсен балконĕ айне çитсе тăчĕ. Малтан хĕр килте пуррине телефонпа ыйтса пĕлчĕ. Каччă Сашăран илнĕ гитарăна майласа тытрĕ те хăй вĕреннĕ романссене черетпе юрлама тытăнчĕ. Иккĕмĕш хутри балкон чӳречи уçăлчĕ те, хĕр курăнса кайрĕ. Каçхи музыкант малалла юрларĕ. Хĕр романссем кăмăла кайнине пытараймарĕ, алă çупса ячĕ.
— Кама халаллатăр вара эсир ку юрăсене? — чĕнмесĕр тӳсеймерĕ Света.
— Сире, — терĕ те каччă çутă вырăна тухса тăчĕ.
— Эсĕ-и ку? — тĕлĕнсе çăварне карса пăрахрĕ хĕр. — Эсех-и? Эп Саша тесе...
— Эп çав... — хăюсăррăн хуравларĕ Костя — Эс Сашăна кĕтнĕччĕ-и?
— Çук-ха. Никама та кĕтменччĕ... — балкон чӳречине шалт хупса çухалчĕ хĕр.
Костя гитарине хул хушшине хĕстерчĕ те троллейбус чарăнăвне уттарчĕ.
— Айван, — ятларĕ хăйне хăй. — Рыцаре тухас терĕн, эппин... Рыцарьсен ĕмĕрне каялла тавăрас терĕн-и? Ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ ваттисем çын хыççăн кайса вакка сикетĕн тесе...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...