Малтан йăмăх, кайран...
Ашшĕпе амăшĕ уйрăлнине Оля астумасть — виççĕре çеçчĕ ун чухне. Анчах çитĕнсе пынăçемĕн хăйне тантăшĕсенчен катăкрах пек туйма пуçларĕ, амăшне шеллеме тытăнчĕ. Темрен ытла арçынсен уявне — февралĕн 23-мĕшне — кăмăлламасăр ӳсрĕ: çав кун саламламашкăн уншăн çывăх çын тупăнмарĕ.
Улттăмĕш класа куçсан Оля хăйĕн амăшĕ Вера тăрук улшăнма тытăннине сисрĕ. Хĕрарăм ĕç хыççăн каярах юлса таврăнма пуçларĕ, ывăнса килсен те кăмăлĕ пăсăлни туйăнмарĕ, хаваслăрах тыткаларĕ хăйне. Кĕçех вĕсем патне хăнана Юра — амăшĕнчен виçĕ-тăватă çул аслăрах арçын — килкелеме тытăнчĕ. Пĕррехинче вара çĕр каçмах юлчĕ.
Анчах та сасартăк Ольăсем патне темĕнле хĕрарăм телефонпа шăнкăравлама пикенчĕ. Пĕр-икĕ хут чăрмантарнипе çырлахмарĕ хайхискер, шăнкăравламассерен хаярланса пычĕ вăл, хĕрачапа ун амăшне тавăрассипе хăратрĕ. Пĕррехинче хваттере килсе кĕчĕ. Верăпа Юра тата кĕтмен хăна кухньăра хытах шавларĕç. Хĕрарăм макăрса, Юрăна усал сăмахсемпе хăртса хăварчĕ.
— Тек пырса ан курăн, ывăлу патне ура ярса ан пус! — арçынна чышкипе юнаса тухса кайрĕ вăл.
Ăнланса илчĕ Оля: ку Юрăн арăмĕ.
Арçын тек Верăран уйрăлмарĕ, вĕсем иккĕшĕ пĕрле пурăнма тытăнчĕç. Оля Юрăна хăнăхса пычĕ, пурăна киле ăна «атте» теме тытăнчĕ.
Шкул пĕтерсен Оля института вĕренме кĕчĕ. Виççĕмĕш курсра Тольăпа, пиллĕкмĕш курс студенчĕпе, паллашрĕ. Кĕçех вĕсем пĕр-пĕрне юратнине систерчĕç, кунсерен ытларах та ытларах çывăхланса пычĕç.
Оля диплом илнĕ-илмен пĕрлешме калаçса килĕшрĕ икĕ савни. Каччă лайăх ĕçре тымар янăччĕ ĕнтĕ, çемйине тытса тăмалăх вăй пухнăччĕ. Пурте йĕркеллĕ, савăнса пурăнмалла кăна...
Толя юратнă хĕрне амăшĕпе, Анна Максимовнăпа, паллаштарма хатĕрленчĕ, канмалли кун ăна килне чĕнчĕ. Ашшĕ вĕсене тахçанах пăрахнине каччă малтанах пĕлтернĕччĕ.
Анна Максимовна пулас кинне хапăл туса йышăнчĕ. Ольăна хăйсем патне туйчченех куçма сĕнчĕ.
— Каçарăр та, аттерен ирĕк ыйтмалла. Анне хирĕçлеме пултарать, — иккĕленчĕ хĕр.
Калаçса ларнăçемĕн хĕрарăм сасси таçта илтнĕскер пек туйăнма тытăнчĕ, кăштахран Оля ун сăнне те темиçе çул каялла курнине аса илех кайрĕ. Тахçан-тахçан вĕсем патне пырса амăшне ылханса хăварнăскер мар-и, ара? Мĕнле вăй çитерчĕ-ши хĕр — палăртмарĕ кăмăлĕ хуçăлнине, хĕрарăма палланине систермерĕ. Урама тухсан вара хăйне ăсатакан Юрăна вăрттăнлăхне уçса пачĕ.
Чылайччен ларчĕ йывăрлăха кĕрсе ӳкнĕ мăшăр йывăç айĕнчи сак çинче. Куççульне шăла-шăла макăрчĕ хĕр. Юра ашшĕне çак таранччен кураймасăр пурăннине каласа пачĕ. Оля, ашшĕне çак таранччен юратса çитĕннĕскер, ăна хӳтĕлесе пĕр сăмах та хушаймарĕ.
Тертлĕ кунсем пуçланчĕç Юрăпа Ольăшăн. Мĕн тумаллине пĕлмерĕç вĕсем. Упăшкипе арăмĕ пек çывăхланса ĕлкĕрнĕрен пушшех асапланчĕç, пĕр-пĕринчен уйрăлас пирки сăмах та хушмарĕç.
— Юрĕ, пĕтĕмпех хам çине илетĕп, — хĕре лăплантарма пăхса çирĕп шухăш тытрĕ Юра.
Ашшĕпе тĕл пулма хăюлăх çитерчĕ вăл. Ăна урама чĕнтерсе кăларчĕ. Чылайччен калаçрĕ икĕ арçын. Ашшĕ темиçе хутчен каçару ыйтрĕ ывăлĕнчен, хăйĕн айăпне йышăнчĕ.
— Пĕтĕмпех санран килет. Пĕр-пĕрне юрататăр пулсан чĕрӳ хушнине ту, — терĕ вăл.
Оля амăшĕ вара хĕрĕ ун упăшкин ывăлне качча тухма хатĕрленнине пĕлсен минренинчен ытларах урса кайрĕ:
— Юрамасть капла тума, юрамасть! Аçун малтанхи арăмĕпе тăванлаштарасшăн-и эс пире? Эс мана сутасшăн-и? Ямастăп сана ниçта та, памастăп вĕсене!
Темиçе кун та иртрĕ, Оля амăшĕ кăмăлне улăштармарĕ. Ашшĕ вара тăтăшах унпа юнашар пулма тăрăшрĕ, ăна та, арăмне те лăплантарма пăхрĕ.
— Пире итлĕр те, хăвăр мĕнле тăвас тетĕр, çавнашкал тăвăр. Пирĕн йăнăшсемшĕн сирĕн хур курмалла мар. Манран чару çук, сире иксĕре те телейлĕ тăвас килет, çавă çеç, — терĕ пил панăн хăйшĕн пĕрешкел хаклă икĕ чуна.
Ольăпа Юра тепĕр уйăхран çырăнчĕç. Туя çын йышлă пухмарĕç, тусĕсене кăна чĕнчĕç. Вĕсен амăшĕсем пĕри те загса та, уяв каçне те пымарĕç. Ашшĕ вара ир пуçласа каçченех çамрăк мăшăрпа юнашар пулчĕ.
Вăлах ывăлĕпе кинне малтанлăха пурăнма хваттер тупса пачĕ. Арăмĕсен кăмăлĕ çаврăнасса шанать вăл. Шаннăран йăпатать Ольăпа Юрăна:
— Мăнук çуралтăр çеç, пĕр харăс чупса пырĕç, кашниех сире хăй патне таврăнма ӳкĕтлĕ...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...