Кушак шăшие мĕншĕн хăвалать?
Пĕр уйра шăши çури пурăннă. Тусĕсем пулман пирки вăл пĕчченех уй тăрăх чупнă, никампа та хутшăнман.
Пĕррехинче çакскер тус шырама кайнă. Уй хĕррипе утсан-утсан пĕр пысăк хапха умне çитнĕ. Кил хуçи шăпах урама тухнă иккен.
— Эсĕ кам? — тĕлĕнсе ыйтнă шăши. Çын малтанах нимĕн те асăрхаман.
— Эсĕ кам? — каллех ыйтнă шăши.
Виççĕмĕш хут чĕнсен çеç этем шăши çурине асăрханă.
— Эпĕ этем, эсĕ ху кам?
— Эпĕ шăши çури, тус шырама тухрăм. Эпĕ санăн тусу пулам-и?
— Юрать, пулах. Юлташ пурри пăсмасть.
Вĕсем пĕрле пурăнма пуçланă. Шăшие кунта питĕ килĕшнĕ. Кунĕн-çĕрĕн чупса çӳренĕ вăл, çĕнĕрен-çĕнĕ шăтăксем тунă, кĕçех кил хуçин тырă миххисене те шăтарма пуçланă, Кил хуçи çывăрма выртсанах шăши калла-малла чупнă, тырă вăрласа çинĕ. Çакă этеме килĕшмен, питĕ тарăхтарнă. Вăл шăшие хăйĕн килĕнчен хăваласа янă. Вăл каялла таврăнасран кушака хурал тăма хушнă, хăйма çитерме шантарнă.
Шăпах çакăнтан кушак шăшие хăвалама пуçланă.
* * *
Кушак ним тума аптранипе тус шырама тухрĕ тет. Йытă патне çитсен, ăна юрласа пама ыйтать. Вăл юрланине килĕштермест. Йытă тарăхсах каять, кушака хăваласа ярать.
Çул — сысна патне. Сысна юрлама пуçласан, тӳрех чарать: «Питĕ нĕрсĕр юрлатăн». Илтес килменнипе тухса тарать. Шăшие тĕл пулать.
— Юрла, юрла, шăши тус, — тет кушак. Шăши çинçе сассипе юрлама пуçлать. Шăши калать: «Ну мĕнле юрларăм?» «Питĕ лайăх», — тет те кушак, шăши çине сиксе ларса ăна çисе ярать. Шăпах çавăнтанпа йытăпа кушак тăшмансем пулса тăраççĕ, шăпах çавăнтанпа кушак шăшисене килĕштерет те.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...