Тинĕсре
Тинĕс, кала-ха мана:
Эс хумусен айĕнче
Ĕнтĕ мĕн чухлĕ çынна
Урăх кăтартрăн тĕнче?
Манăн çав чĕмсĕр йыша
Пач та кĕрес шутăм çук.
Çирĕм çулхи шухăша
Ан лапчăт эс, мăлатук.
Тинĕс — ялти пĕве мар,
Вăл — улăпла çăпала:
Тек пăтратать васкавар,
Тек пăтранать хăй çапла.
Тен, кăларасшăн ăсса
Вăл ылтăн пулă пĕрре?
Тен, çут-кĕрен парăса
Вăл кăтартасшăн пире?
Илĕртмĕше ан ĕнен,
Ан çывăхлан унпала:
Е мĕкĕрет вăл ĕнен,
Е ӳхĕрет упалла...
Эй, аслă шыв, ăçталла
Халĕ карапăн шăвас?
Эсĕ пин-пин Атăла
Шăнăçтарма та хавас.
Ĕлĕк каланă пĕри,
Петĕр патша ятлăскер:
Тинĕс — тĕнче кĕперри,
Çӳрĕр ун тăрăх чипер.
Эччĕ те çав, çамрăка
Мĕншĕн ытла хĕн кӳрес?
Тинĕс — е хăтлă сăпка,
Е — шутсăр йывăр хĕрес.
Тинĕс, куççуль те пайтах,
Хăсăк та, юн — сан çинче,
Пурпĕр санран тасарах
Вырăн туман-ха тĕнче.
Юратмалли пур чухне
Тарăхтарма эс хастар,
Тарăхаканĕн чунне
Эс çав-çавах юраттар.
Эй, тинĕсри çын шăпи!
Тӳсĕмлисен тӳсмелле...
Ӳкĕп-и, йынăшăп-и,
Куçăм — çыран еннелле.
Шухăшсем
En ny rebus til skarpe hjerner — https...
Prakticke triky do domacnosti — https:...
En losning uden besv?r — https://www.....
Descubra um novo truque para sua rotin...
Ideje za brže i bolje rezultate — http...
Attract high-quality visitors to your si...
Ever thought how chuvash...
Idei inteligente pentru via?a moderna ...
Poboljsaj svoju rutinu uz jednostavan ...
What if chuvash...