Сурансăр ырату
1.
Урăххине чунна парса
Эс юрататтăн. Эп пĕлеттĕм.
Хам туйăма путлантарса
Асаплăхра çеç тĕмсĕлеттĕм.
Хама эп уçмăп нихăçан,
Вăхăт иртсен йăлтах лăпланĕ.
Пĕлетĕп, санăн пурнăçа
Кĕреймĕ манăн чун сывламĕ.
2.
«Ыт-тĕкел» тесе шутлаттăм
Мăн пусма картлашкине,
Хăварса ик шит пушмакăн
Йĕррине вĕсем çине.
«Ыт» тухсассăн — манăн мар эс,
Картлашки «тĕкел» пулсан —
Вăрттăн шанчăкăм каларĕ:
Чăнласах та эпĕ сан!
Те «ыттиччĕ» те «тĕкелччĕ» —
Хутăшрăм вĕçне çитсен:
Икĕ куçăм тĕксемленчĕ
Иксĕрĕн сасса илтсен.
3.
Савăл хĕснĕ яшсем хушшинче
Куçсемпе туссене эп шырарăм.
Сехет чанĕ вуникĕ хутчен
Янрасан çеç сана асăрхарăм.
Хăйманскер ташлама халиччен
Вăтанмасăр тӳрех пырса чĕнтĕм.
Ман ташласчĕ санпа çут ирччен —
Кĕçĕр куç хупăнаймĕ пĕр чĕптĕм.
Çак самант эс пĕччен пĕр тĕнче,
Анчах ĕмĕтĕм ман ик телейлĕ!
Манăн шанчăк чĕрӳ айĕнче
Ялана вырнаçса йăл илеймĕ.
Пурпĕр пулмăп эп халĕ пĕччен —
Савăнмалăх ман пур Çĕн Çул каçĕ!
Мĕн пулсан та, çак çул пĕтиччен
Çак каçсем асăнмалăх юлаççĕ.
4.
Пĕлместĕп, мĕншĕн эп сана
Ытла ачашшăн килĕштертĕм,
Çут сăн илемĕшĕн кăна
Çуралчĕ-ши ман пысăк тертĕм?
Пĕлместĕп, мĕншĕн халиччен
Эп шутламан та ун çинчен...
Йĕкĕтленетчĕ ăмăртса
Саншăн мĕнпур яш кӳршĕ-аршă,
Çавра сăмах, куçран вăлтса,
Парнелеетчĕç аршăн-аршăн...
Тантăшсене кура кăна
Эп кăмăларăм-ши сана?
5.
Тем кĕтетĕн, темрен шикленетĕн,
Каламастăн уçса шухăша.
Эпĕ чĕмсĕр пирки кӳренетĕн,
Эп вара уçаймастăп ăша.
Тем çитмест çав пире, тупа туршăн,
Ăнланмастпăр эпир хамăра.
Кушак каçнă пек иксĕмĕр хушă
Сив çилпе вылянса сарăлать.
Сан мăнаçлăх та манăн мăн кăмăл
Ăнланман туйăмсем кăларать.
Пире кирлĕ пуль çиçĕм те тăвăл
Палăрман кăмăла палăртма.
6.
Чечек мар, çăлкуç мар,
хĕвелпе уйăх мар!
Эп паллатăп сана —
эс Эльвира анчах!
Чечен сăнлă, тăп-тăп,
куçусем, ай, кăвар!
Çутă çивĕтлĕскер,
Хăтлăскер. Хĕрача.
7.
Ют каччăпа сана курсассăн
Эп кӳлешеттĕм, кĕвĕçеттĕм,
Вара, хам чуншăн ют тăвасшăн,
«Пуш çăмăлчах вĕт вăл» тееттĕм.
Анчах санах хам пĕр сăмахсăр
Юратнинчен çеç тĕлĕнеттĕм.
Мана асаплă туйăм, ахăр,
Пиллерĕ шанчăксăр тивлетĕм.
8.
Ăнланатăп пулсан чунна пĕр сăмахсăр,
Чăнах юрататăп пулсан эп сана
Кама мĕне кирлĕ ман кĕлмĕçĕ сасă? —
Хурав эпĕ тупăп куçран пăхсанах.
Сан телей вучахне урăххи вут хурасшăн,
Ăна сӳнтерме ĕмĕрне ан пырам.
Пурах тĕнчере — туйăнать тупăнассăн —
Телей шăратма манăн хамăн хуран.
9.
Алла-аллăн тытнă, кайрĕç иккĕн
Мăшăр кăлтăр кăвакарчăн пек.
Урасем утăмласа пĕчиккĕн
Йĕр хăварчĕç сĕлкĕш юр çине.
Ан ăмсан çав ик йĕре курсассăн,
Ан тапта илемлĕ йĕрсене —
Кĕвĕçсен палăракан усал сăн
Чыс кӳмен нихçан та çынсене.
Кайрĕç иккĕн, турă çырнисем-тăр.
Пĕлме çук, тен, ĕмĕрлĕх пĕрле...
Кам телейĕ юлĕ-ши хуравсăр? —
Вăхăт çеç ку вăрттăна пĕлет.
10.
Ăнланăттăн эс ун чухне
Куç айĕн курсанах
Сана чунпа юратнине,
Каçса кайса ăмсаннине...
Пĕрремĕш хут çак кĕркунне
Курсаттăм эп сана.
Хитре? Хитре те мар-и, тен?
Анчах та тап-тасан
Сăну çеç хĕмленетчĕ тек,
Кĕске кĕпе кĕрен тĕспе
Сăрлатчĕ сăн-пите.
Хура куçсемччĕ сан.
Эс юрă евĕрли çинчен
Параймăп каласа,
Сана çав юрă сассинче
Упрарăм халиччен.
Асапланмасăр ун çинчен
Илеймĕп халь аса.
Çырмастăп лекцисем темччен
Сана сăна-сăна...
Тен, пулмĕччĕ мана кичем,
Тен, юлмăттăм та эп пĕччен
Санпа варли ман тус, енчен,
Пулман пулсассăнах.
11.
Кĕрен те çулăмлă сăнпа
Кĕрхи чечек çунать япшаррăн,
Анчах алран тытса санпа
Эп çеçенхир çеçки пухмарăм.
Тӳпе вылять куç хупмалла,
Çăлтăр тĕнчи кăвак та тарăн.
Вăл сан куç евĕрли паллах —
Çапах эп ним те шарламарăм.
Юхать шеп юрă таврана,
Юрă пулса эс ху юрларăн,
Калассине ку тарана
Çитсе те ĕнтĕ калаймарăм.
Эс чĕнтĕн — хирĕç пĕлтерме
Хурав сăмахĕ тупаймарăм:
Юратнăран хам чĕмсĕрне
Чĕмсĕр пирки палăртаймарăм.
12.
Пĕр каçра вуник сăвă çырмастăп,
Юрламастăп шух юрă çĕрле:
Юрататăн-и, çук-и — ыйтмастăп,
Хăнăхман йăлăнма кĕлмĕçле.
Эп пĕлетĕп: хĕрӳ юрату вăл
Пайланмасть вак-тĕвеклĕх çине.
Эс ăна, хăть çунтартăр вут-тăвăл,
Параймастăн ял-ял ачине.
Хĕр чĕри çăмах мар теççĕ халĕ,
Салатмаççĕ ăна вĕтетсе.
Çавăнпа та ыйтмастăп ку халлĕн
Пĕртик çеç юратсамччĕ тесе.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...