Идеологилле йĕм
Çĕнĕкассем çĕнĕ пусă чаврĕç те тараса лартрĕç, витре çакрĕç. Тараси çине пуртăпа касса «1950-мĕш çул» тесе çырса хунă. Манасран ĕнтĕ. Шывне питĕ мухтарĕç: чее лайăх кăларать, çемçе, теççĕ.
Пĕр ирхине, кĕтӳ хăваланă хыççăн, çĕнĕ пусă патĕнче хĕрарăмсем хытах шавлаççĕ.
— Илтрĕр-и-ха, учитлĕсене йĕм параççĕ, тет — ыйтать пĕри.
— Йĕм тетĕн-и? Ма вара ăна учитлĕсене кăна параççĕ-ши? Учитлĕсем камсем вара вĕсем? Ав, ĕнер кăна-ха хамăрăн парти секретарĕ Ярмук вĕсене хытах асăрхаттарчĕ. Çĕр пĕтĕмпех колхозăн. Учитлĕсен çĕр çук. Вĕсен выльăхсене кĕтĕве яма мар, урама кăларма та прависем çук, терĕ. Йĕм... Пирĕн мĕн тăхăнмалла? — çапла каларĕ те Дуня аппа вараланса пĕтнĕ кĕпи аркине кăвапа таранах çавăрса хучĕ. — Улăштарса тăхăнмалли çук, — терĕ, çĕтĕлсе пĕтнĕ пир йĕмне кăтартса.
— Арку вăрăм, аптрамăн-ха, — ал сулчĕ виççĕмĕшĕ. — Ярмук çапла каланине хам та илтрĕм. Ухмах вăл.
— Партине кĕриччен чăнах тэ тăрпалтайччĕ. Халь акă кĕсйине билет чикнĕ те пĕтĕм яла вĕрентет, — терĕ пĕрремĕшĕ.
— Учитлĕсене йĕм панишĕн вĕчĕхме кирлĕ мар. Вĕсен мĕн, кăтартса çӳреччĕр-им? — те тăрăхпаса, те хĕрхенсе, татса хучĕ виççĕмĕшĕ...
Картишĕнче чĕпсем çитерекен Ульяна çэк калаçăва илтрĕ те васкасах пӳртне кĕчĕ.
— Трахвин, тĕрĕсех-и вăл: учитлĕсене йĕм параççĕ, тет, — терĕ упăшкине вăратса. — Йĕме йĕм кăна мар-тăр-ха вăл, шăлаварах пуль. Сана параççĕ-ши?
— Пĕлместĕп, — мăкăртатрĕ леш, тепĕр май çаврăнса.
— Санах сиктерсе хăвармĕç-ха. Эсĕ вĕт передовик. Уроксем хыççăн та киле тăват-пилĕк сехетсĕр таврăнаймастăн, çур кун обществăллă ĕçре ирттеретĕн: унта лекци, лере кружок, тепĕр тĕлте — калаçу...
— Пачах пĕлместеп, — тарăхсах каларĕ Трофим Петрович. Вара вăя часах тăрса çăвăнчĕ те тетрадьсем тĕрĕслеме ларчĕ.
Çак калаçу хыççăн виççĕмĕш кунне Трофим уроксем хыççăн тӳрех килне таврăнчĕ. Хăвăрт кăна апатланчĕ те:
— Района машина каять, манăн ронона çитмелле. Ĕç вăраха тăсăлмасан, каçпа та пулин таврăнатăп, — терĕ арăмне.
— Каларăм вĕт сана сиктерсе хăвармаççĕ тесе, — савăнчĕ Ульяна.
— Тен, ĕçре малта пыракансене ытти япаласем те параççĕ? Мĕн парсан та — ил. Чыса тăхăнма манăн та пĕртен-кĕпе, унăн та чавсисем çăтĕлес патнех çитнĕ. Памаççĕ пулсан, ыйт, вăтанса ан тăр! Укçалла илетĕн.
Трофим арăмĕн сĕнĕвĕсенĕ хирĕç пуçĕпе çеç сĕлтет. Пĕтĕмпех эс хушнă пек пулĕ тенине пĕлтерет ĕнтĕ ку.
— Аялтан тăхăнмаллисем санăн йăлтах çĕтĕлсе пĕтрĕç, нускийӳ те пĕр мăшăр кăна, халь тăхăнаканни. Тен, ботинкăсем пулмаççĕ-и? Ил.
— Сан шутпа, эпĕ чăнласах ылтăн çупах тытнă пек-и? — ыйтрĕ Трофим.
Иккĕшĕ те кулса ячăç.
Трофим Петрович кайма йăлтах пуçтарăнса çитнĕччĕ ĕнтĕ.
Ульянэ тĕпелтен тухрĕ те:
— Çак çĕнĕ костюмупах каятăн-и? Кунăн икĕ саплăк кăна, тăхăн теприне, унăн тăваттă. Пиншакĕн çанни вĕçĕсене чиперех каркаласа тухнă, темле çĕтĕкех мар. Курччăр, мĕн вăтанмалла. Çĕтĕк-çурăк юлнисем пĕр эпир кăна мар.
— Çук! — татсах каларĕ Трофим. — Хама мĕскĕне хывма пултараймастăп. Эпĕ тислĕк тасатма мар, района каятăп; ман çире чăн лайăх тум пултăр.
Шкулта вăтăр учитель çинче çичĕ арçын кăна, вĕсенчен те иккĕшне çеç шăлавар памалла тунă. Ку ыйтăва парторганизаци секретарĕ, профком председателĕ шкул директорĕпе пĕрле ĕнер кăна пăхса тухнă. Кун çинчен директор Трофим Петровича хăй кабинетне чĕнтерсе пĕлтерчĕ. Тепĕр шăлаварне физкультурăпа вĕрентекен çамрăк учителе, халĕрех авланнăскере, памалла тунă. Анчах та вăл ку хушăра больницăра выртать — урине амантнă.
Трофим Петрович хăйие çапла çынсенчен уйрăм хисепленипе килĕшесшĕн пулмарĕ.
— Эпĕ çи-пуç енчен аптрамастăп. Ман вырăнта Семен Ивановича кĕртĕр, вăл мĕнле çӳренине хăвăр куратăр. Çемйи те унăн пирĕнинчен виçĕ хут пысăкрах, — сĕнчĕ пуçлăха.
— Юрамасть, — тавăрчĕ лешĕ, — обществăлла ĕçе сахал хутшăнать, патшалăха выльăх-чĕрлĕх продукчĕ парас енĕпе те кайра тăрать.
— Хăй вăрçă инваличĕ, хуçалăхĕнче пĕр качака та кăштах чăх-чĕп пур. Ăçтан мĕн илсе парайтăр-ха вăл?
— Юрĕ, — пӳлчĕ директор. — Йĕм ыйтăвне комиссипе пăхса тухнă. Ун çинчен урăх калаçу пулма пултараймасть. Ку çын çинче калаçмалли япала мар.
Ронора халăх йышлах пулмасан та, ĕçĕ вăш-вашах пулмарĕ. Роно заведующийĕ Трофим Петровича виçĕ экземпляр анкета çырма хушрĕ. Унта вунă ыйту çине татăклă ответ пама лекрĕ. Еç укçи, кил-йыш çинчен ыйтнисĕр пуçне, ыттисем пĕтĕмпех идеологи енĕпе: çулталăкне миçе лекци ирттернĕ, комсомол тата парти йышне ӳстерес тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем туни тата ытти те.
Вăхăт пиллĕкмĕш сехет çине кайсан, юлашки экземплярне çырса пĕтерчĕ те Трофим: «Ай-вай-вай! — тесе, хăй тĕллĕн мăкăртатрĕ, çамки çинчи тарне шăлчĕ. — Директор тĕрĕсех каларĕ çав, Семен Иванч ку ыйтусем урлă шăлавар патне ниепле те сиксе каçаймастчĕ.
Анкети пĕри ронора юлать пулĕ, тепри райкома каять пулсан, виççĕмĕш ăçта, кама валли-ши? Çыраканни ăна пĕлеймерĕ.
Мĕнле кăткăс пулсан та, раймага хупиччен Трофим шăлавар илсе елкĕрчĕ. Машинăсем пулман пирки килне çурçĕр çитеспе тин таврăнчĕ. Вăрман хăлхаллă, уй куçлă, ял чĕлхеллĕ, теççĕ. Темĕнле пытарса хăтлансан та, йĕм енĕпе кам ăраскаллă пулнине коллективра çав кунах пĕлнĕ, анчах та нимĕнле шăв-шав та пулмарĕ.
Тепĕр кунне Трофим Петрович шкула хăйĕн тăтăш тăхăнакан костюмĕпех пырсан, нумайăшĕ пуçĕсене пăркаласа илчĕç.
— Паман, — пăшăлтатрĕ вăрăм чĕлхеллĕ Ирина Игнатьевна хăйпе юнашар ларакан юлташне.
Куккăшĕ нимĕçсем патĕнче тыткăнра пулнă, теççĕ. Халь тĕрмере ларать, тет. Çавăнпа пуль, — ассăн сывларĕ лешĕ...
Вĕренӳ çулĕ вĕçленнĕ май Семен Ивановича пенсие ăсатма шкулта вечер пуçтарăнчĕ. Пилĕк-ултă çын сăмах каларĕ. Мухтарĕç, ырларĕç, сывлăх сунчĕç, çирĕм пилĕк тенкĕлĕх радиоприемник парнелерĕç.
— Телейлĕ ватăлăх сунатăп сире, Семен Иванович, сывлăхлă пулăр, — терĕ чăн юлашкинчен тăрса Трофим Петрович, — темĕнле идеологилле пулсан та çак парне, эсир ăна тивĕçлĕ. — Хултуйи çине таяннă ватă учителе вăл кăвак çитсăран çĕленĕ çĕнĕ шăлавар тыттарчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...