Аннем чĕри тапать ман кăкăрта
Аннем чĕри тапать ман кăкăрта,
Тасалăхĕ ун — ăшă кăмăлта,
Эп саврăм унпала этемлĕхе, —
Мухтав сана, анне, ĕмĕрлĕхе!
Атте чĕри тапать ман кăкăрта,
Вăл харсăр арăслан та, кăйкăр та,
Вĕрентрĕ вăл мана тĕрĕслĕхе, —
Мухтав сана, атте, ĕмĕрлĕхе!
Туссен чĕри тапать ман кăкăрта,
Вăл нихăçан сӳнми шĕл кăвартан,
Ун ăшшинче упрарăм пĕрлĕхе —
Мухтав сана, туссем, ĕмĕрлĕхе!
Савни чĕри тапать ман кăкăрта,
Чуна чĕм кĕртекен хевти пуртан
Вăл чĕртрĕ туйăмри хĕрӳлĕхе, —
Мухтав сана, савни ĕмĕрлĕхе!
Çĕршыв чĕри тапать ман кăкăрта:
Мĕльюн чĕре, юнташлă йыш пуртан,
Упрать ытарайми ирĕклĕхе, —
Мухтав сана, Çĕршыв, ĕмĕрлĕхе!
Пур сивĕнми чĕре ман кăкăрта:
Вăл — халăхăн, хăрми тĕп тымартан
Вăй-хал парать вăл вилĕмсĕрлĕхе...
Тав, халăхăм, сана ĕмĕрлĕхе!
Шухăшсем
Get esports predictions backed by data, ...
Get esports predictions, CS2 predictions...
Get esports predictions, CS2 predictions...
Get esports predictions backed by data, ...
1...
6...
6...
1...
Think of Vantovo as a scout working your...
Why keep throwing money at paid ads that...