Шавлы патне
(Уçă çыру)
Итле, Стихванăм,
Итлесем, юлташăм,
Саниала
Бараев калаçать.
Çулсăр пырсан,
Чăнах та юр ашăн,
Сырнă ура та
Салтăнать.
Эс лайăх пĕлетĕн,
Эп хам та аташрăм,
Сăвăсем тăкăнмаççĕ
Маччаран.
Эпир пурнăçра
Кашниех аваншăн,
Никам та ырламасть
Начара.
Анчах, тепĕр чух,
Ытлах ашкăнатпăр:
«Чаплă ят»
Чĕрене кăтăклать.
«Пĕтĕм тĕнчипех»
Сиксе кăшкăратпăр, —
Виç-таватă «орден»
Кăкăра çутатать.
«Чĕрере градуссем
Виçшер пин çуллăх»,
«Канатран та хулăн
Юн тымарĕ». —
Çаксене кăмăлпа
Кам савса вулĕ,
Кам чĕри хаваспа
Вырăн парĕ?!.
Уссăр фантазин
Хăмпи карăнать те,
Палăк лартнăнах
Туйăнать!
Ят хыççăн хушатпăр:
«Хисеплĕ редактор!
Çакна
Талант
Çырать».
. . . . . . . . . . . . . . . . . .
...Çапла эпĕ хам
Хăлаçланнă...
(Сăрара пулсан,
Ан чĕн те!):
«Ман ятăм
Улăп пек капланĕ,
Эп —
Пĕтĕм поэзи, —
Эп—пĕтĕм тĕнче!!!»
. . . . . . . . . . . . . . . . . .
Ак, паян Атăлпа
Эп пыратăп,
Йер юлать —
Йăванса,
Капланса.
Ик енĕ
Сап-сарă, хура та,
Чуна кантармашкăн
Ансат.
Ăçтан (вăхăта
Тиркейсĕр ирттеретĕн? —
Кунсем
Çиçмелĕх çиçкĕнеççĕ.—
«Чăн çын пулас тесен, —
Ĕçлес пулать, — терĕн, —
Ĕçкĕпе çын хакне
Кĕреймеççĕ!».
Тĕрĕс, Стихванăм,
Пит те чăн, юлташăм,
Тăп-тăрă пуçпалах
Ăнланатăп.
Çулсăр пырсассăн,
Чăнах та, юр ашăн,
Утма та киревсĕр
Хăть кама та.
Хуçăк кăмăлпа
Тĕксĕмĕн, айванăн,
Пĕччен çĕтĕхсе
Çуйăхан-тăк, —
Нихçан та малалла,
Инçете каяймăн,
Саншăн ун чух
Шăтăк янтă.
Çавăнпа пурнăçа
Витĕрех кĕретĕп,
Ĕç çăри — савнăçра,
Вĕренӳре.
Халиччен аташрăм пулсассан
Пĕрре эп,
Тӳрленме пĕлетĕп
Тепĕре.
«Хирĕçрĕ» Мускавĕ1
«Ятларĕ» Самарĕ,
«Вăрçнине» —
Чĕрепех ыр сунап.
Каламăп нихçан та:
«Паймен ним памарĕ»,
Вĕрентнине
Юратсах йышăнап!..
* * *
Салам пурсăра та,
Салам «Вăтам Атăлăм»2,
Эс чĕнтĕн
Пурнăç çулĕ çине.
Вут чĕрем пĕлтерет:
Нихăçан та
Ватăлмăп;
Пальмăсем тăкмаççĕ
Çулçине.
Атăл, «Социализм» пăрахут.
Сентябрĕн 25-мĕшĕ, 1934 çул.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...