Ай, ывăлăм
Ай, ывăлăм, мĕн калам-ши...
Çын ачисем, сан тантăшсем —
Вербовкăпа кĕр кайнисем —
Илнĕ качча хитре майра.
Килчĕç илсе машшин тупра.
Костюмĕсем пĕр ялкăшаç,
Пушмакĕсем нăтăрт тăваç.
Сехечĕсем йăл ялтăрать, —
Ял тĕлĕнсе ял калаçать.
Ай, ывăлăм, мĕн калам-ши...
Эс те тухса кĕр кайрĕн-çке, —
Кĕтĕн килсе кайнă пекех.
Кĕпӳ умĕ çут ука мар,
Пушмаку та нăтăртатмасть;
Уй-уй урлах çуран утан,
Вăхăт ыйтма кӳрше чупан.
Савнă хĕрӳ качча тухать, —
Ял тĕлĕнсе ял калаçать.
Мĕнех илсе килейĕн-ши?
Ай, аннеçĕм, пит ан хурлан,
Пит ан хурлан, ан пăшăрхан.
Тупра пухма эпĕ кайман:
Кайсаттăм эп ăс пуçтарма,
Пурнăç курма, тĕнче курма.
Килтĕм илсе юрă чунра —
Телей çинчен калан юрра.
Юрлам-парам — ял-йыш юрлать,
Тĕлĕнми те — чунĕ канать.
Шухăшсем
En ny rebus til skarpe hjerner — https...
Prakticke triky do domacnosti — https:...
En losning uden besv?r — https://www.....
Descubra um novo truque para sua rotin...
Ideje za brže i bolje rezultate — http...
Attract high-quality visitors to your si...
Ever thought how chuvash...
Idei inteligente pentru via?a moderna ...
Poboljsaj svoju rutinu uz jednostavan ...
What if chuvash...