Пирĕн вăй
Ĕлĕк асаттесем, вырăс таврашне курсан, кĕлет айĕсене тарса кĕнĕ, кистенсем хатĕрленĕ, тискер вырăссем çинчен хальхи ватăсем те час-часах каласа кăтартаççĕ. Халĕ те, ирĕк саманара, вырăссем, чăваша курсан: «Ха, чувашленок пырать», — тесе, пӳрнесемпе кăтартса мăшкăллаççĕ. Авалтан вĕреннĕскерсем, халĕ те пире пусмăрлас шухăша ирĕккĕн пăрахасшăн мар курăнать. Çĕнĕ йĕркепе вĕсем пирĕн çине чăваш тесе пăхни халиччен палăрмасть-ха. Ăçта килчĕ унта чăвашсене вырăссем «вĕлерес» тесе калаçаççĕ. Нумай пулмасть Елчĕкре (Тетĕш уесĕ) вырăс салтакĕсем виçĕ чăваша вĕлернĕ, вунпĕрĕшне амантнă. Вырăссем пирĕн чăваш нумĕрне хирĕç те нумай кăшкăрчĕç, вĕсен хаçачĕсем те пире хирĕç. Крыленко приказĕпе пирĕн чăваш пулкки тума та çук. Хусан кĕпĕрнинчи управри вырăссем «Хыпара» та укçан пулăшасшăн мар. Тин мар ĕнтĕ, вырăса авалтан пĕлетпĕр. Хура-шур нумай куртăмăр, нумайранпа вĕсенчен мăшкăл чăтатпăр. Чăвашсем, вăхăт çитет ĕнтĕ чĕлпĕрсене хамăр алла илме! Вăхăт çитет, куçсене уçас ĕнтĕ!
Кун пек кутсăр-пуçсăр саманара, пĕтĕм вырăс халăхĕ урса кайнă чух, пирĕн чăвашсен хамăр юратнă пуçлăхсенчен чăваш тӳре-шари тусан питĕ аван пулĕччĕ. Вырăс кăларнă йĕркепе мар, хамăра килĕшекен йĕркепе пурăнасчĕ. Вырăссем халь хамăр укçанах пире кирлĕ çĕре парасшăн мар пулса, пирĕн чăвашăн куланай укçине вырăс аллине ăсатас марччĕ те, хамăр пĕлнĕ пек, вырăссенчен ыйтмасăр, усăллă çĕре ярасчĕ. Чăваш пулкки тăвасчĕ. Çаплаччĕ те... анчах пирĕн вăй çук. Хальхи саманара пĕтĕм вăй укçара. Укçа пур — вăй пур, укçа çук — вăй та çук. Çавăнпа пирĕн вĕреннĕ çынсем, чăвашăн та вăй пултăр тесе, Чăваш Тĕп Хысни уçрĕç. Вăл Хысна епле укçасенчен пулассине эпир пĕлетпĕр. Чăвашра ырă çын нумай. Кăмăлпа панă укçасенчен тата ытти укçасенчен Чăваш Тĕп Хыснине тума пулать. Анчах Тĕп Хысна валли укçа тата çакă майпа тупсан, аван пулассăн туйăнать.
Чăваш Тĕп Хысни пысăк пултăр тесен, пирĕн те ытти халăхсенчен юлас мар тесен, Тĕп Хыснана кăмăлпа панă укçаран анчах мар тăвас пулать — епле пулсан та, пирĕн чăвашсен кашни ятран, хуть пĕрер тенкĕ те пулин, çулсерен куланай (хырăç) пекки — хăйне уйрăм Тĕп Хысна валли пуçтарас пулать. Чăваш Халăх Ушкăнин Канашĕн тата ытти ушкăнсен канашĕсен çакăн пек йĕрке кăларас пулать. Вара вăл йĕркене чăваш хушшинче часрах сарас пулать. Çапла пуçтармалла тунине кашни чăваш çулсерен Тĕп Хыснана, калăпăр, пĕрер тенкĕ тӳлесе тăмалла пултăр. Вăл йĕркене Хусан, Самар, Чĕмпĕр, Уфа чăвашĕсем хушшине сармалла тăвас пулать.
Çакăн пек тусан, Тĕп Хысна часах ӳссе кайĕ те, вăл чăн та чăвашăн пысăк чаплă мулĕ, савнă пахи пулĕ, Ун чух хамăр уйрăм, хамăра мĕнле пурăнма аван, çапла пурăнăпăр, хальхин пек çичĕ ютă сăмсаран çавăтса çухатса çӳремĕччĕ. Ун пек Чăваш Тӳре-шари те, Чăваш çарĕ те тума пулĕ. Пирĕн тĕттĕм пӳртсене те вĕренӳн çути кĕрсе çутатса ярĕ. Вырăс-мĕн мăшкăлласан, çĕлĕке пусса лартса, пуçа чиксе, чĕлхесĕр выльăх пек сăмахсăр пулмăпăр:
— Вырăс, сан ĕç çук, эпир хамăр хуçа! — тейĕпĕр вĕсене. Тĕп Чăваш пурнăçĕ пуçланса кайĕ, йĕри-тавра чăваш чĕлхи анчах илтĕнĕ. Чăваш хулисенче ирĕклĕ чăвашсем, кăткăсем пек тăрăшса, хăйсене епле аван çавăн пек, вырăссене хĕсĕрлеме памасăр, канлĕн ĕçлĕç. Чиркӳсенче хамăр чĕлхепе турра кĕлтуса савăнса юрлăпăр. Кирек ăçта тухсан та, чăваш тăлăххăн, мĕскĕн[н]ĕн хăраса çӳремĕ. Тин вара çунса, ялкăшса чăвашăн кĕтнĕ Хĕвелĕ тухĕ те Чăваш çĕрне, нумай асап курнă çĕре, хăй çуттипе ачашласа, çутатса ярĕ!..
[1918, кăрлач) [Теччĕ]
Вол (2012-01-24 15:44:01):
Вăт ку тăнлă шухăш. Путин па Медведев ку шухăша анчах тапратрĕç. Регионсене укçа нумайрах хăвармалла теççĕ-и.
Елена (2021-09-26 20:44:27):
Чан та, чи чан чаваш, хай халахне пит юратни, херхенни, патша юне чупать тейен ун ашанче, петем халахан ашше чуне пер щынта. Тав турра щапла чапла щын пулнишен пирен халахан.