Чĕлхе уявĕн кĕрекинче
М.Р. Федотов профессора, 70 çул тултарнă ятпа чĕререн сума суса
Пин çăл пек — пин сăмах!
Чĕлхемĕр — Атăл евĕр.
Пиртех — хальччен — пурах
Ун ĕмĕрхи кĕрлевĕ.
Поэт, епле ӳсен
Çав кĕрлеве лексессĕн,
Хăш чух туятăн, тен,
Турра та çĕнтерессĕн!
Çаплах — кашни çынрах
Эп чĕр Сăмах кураттăм,
Иоанла Сăмах
Тесе сума сăваттăм.
Анчах ав самани
Çынпа та — çынсăрланчĕ,
Тен, Пăсăклăх тени
Чун вырăнне пуçланчĕ.
Чирленĕ Улăп пек
Халь Атăл та, туссемĕр!
Сăмах, чун пек, типет...
Ай, вил сăмахлă Ĕмĕр!
Çук, калам мар çаплах, —
Пурнатпăр-ха, пурнатпăр.
Çаплах, тăванлăхрах
Сăмах халне упратпăр.
Ăна ав Çеçпĕлле
Шăллăмăрсем чĕртеççĕ.
Поэзипе пĕрле
Ăна упрать — Чĕлхеçĕ;
Таçтан çитсе çумрах
Карлать пек Тинĕс шавĕ:
Вăл — Çак килти Сăмах,
Чĕлхеçĕмĕр Уявĕ;
Вучахĕнчи кăвар
Ан сӳнтĕр ĕçлĕ килĕн!
Пиччемĕре калар
Сума суса ăш пиллĕн:
Чăвашăн Сăмахне
Мĕн чул суйларăн, чĕртрĕн,
Этемлĕх Тинĕсне
Тирпейлĕн, ăслăн кĕртрĕн, —
Илтетпĕр — халăха,
Унра — сана тăнлатпăр,
Тавсси те Сывлăха! —
Чӳк тунă пек калатпăр:
Халь — йыш кĕрекинче
Аттелĕх — пил пек пултăр!
Чĕлхе кĕрлевĕнче
Çак тавăм — хум пек юлтăр, —
Карлать вăл — вĕçсĕр хум!
Ялтрать чун-чĕм ахахĕ.
Пиччемĕр, эсĕ ху —
Çĕршывăн чĕр Сăмахĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...