Ырă ăмсану
Калаçура час-час çакна илтетпĕр:
пулать хура та шурă ăмсану.
Хура тĕсе мĕн ачаран сивлетпĕр,
шурри вара — тасалăх, вăтану.
Шур кĕпепе çӳрен çынра тасалăх
е кăмăллă тирпейлĕх çеç курса,
хисеплĕн пус тайса паратпăр алă —
анчах çӳрет леш вĕчĕ çеç хурса.
Кайран калатпăр: чунĕпе хура вăл!
Тус-йышĕ тахçанах çак çĕлене
асăрхаса хак панă: «Пилсĕр явăл!»
Кăтартнă пурнăç унăн чăн сăнне.
Апла пулсан, ăмсанăвĕ хура ун:
сăн-пичĕпе çеç капăр манекен!
Суя илемпеле куçа юраймăн —
çур пус тăман çынсен ретне лексен.
Шур ăмсану!.. Ку чăвашла та мар-тăр?
Тен, ырă ăмсану калас сăмах
тĕлне килет? Чĕлхеçĕ, ах, каçартăр:
чăваш хуранĕнче кун пек çăмах
çуккишĕн вăл пултарĕ хăтăрмашкăн.
Анчах калас тени-çке хĕтĕртет
хитре эпитет чечекне татмашкăн —
мана вăл хĕр кулли пек илĕртет.
Ыр ăмсану! Эс шурă-и е симĕс?
Хурасăр пуçсăр, пур тĕсе илсе,
чун пахчинче кайран пухатăн çимĕç:
астив ăна, тăван, тути килсен.
Хура ăмсанупа наркăмăшланнă
çынсем çеç вĕчĕхсе те тĕркĕшсе
çул юппинче юлаççĕ шăм кăшланăн,
эс, шухăш, кун пирки ан вĕркĕшсем!
Элек-челеклĕ, сĕлекеллĕ, путсĕр
чĕлхесенче чĕре сăмахĕ çук.
Хура тĕсе эп кураймастăп шутсăр:
ăшчикĕм, эс — ялан хĕвеллĕ çурт!
Ыр ăмсану — хирти чечек пек шурă,
ларать куллен пыл хурчĕ ун çине.
Мана, эппин, çакна пĕлсен те юрĕ
хавас куçпа пăхмашкăн тĕнчене.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...