Тупра
Ăсаннă ĕмĕр хыççăн ĕмĕр —
Чараймăн вăхăта чупма.
Çулсен тĕтри-чаршавĕ витĕр
Тухать ӳкерчĕк ман ума.
...Утать лаша пуçне ухмасăр,
Хуп сарнă пысăк урапа.
Тур ут ăçтан, епле чухлатăр —
Выртать çул Кăнтăр Урала.
Тавра — ем-ешĕл. Çул — тусансăр
Чечек те курăк витнĕрен.
Пырать лаша пуçне ухмасăр,
Каясшăн мар тăван çĕртен.
Кунта тиха чухне вăл чупнă
Ирпе, каçпа та кăнтăрла.
Сых ячĕшĕн хуçийĕ çакнă
Мăйне янравлă танкăрма.
Кайран ас тивнĕ: мĕн вăл хăмăт?
Мĕскер вăл вăрăм урапа?
Пăрлак çулпа та утнă хăвăрт
Хĕлле таканлă урапа...
Паян хистет пилеш хуллийĕ,
Çук канăç кăнтăрла, çĕрле:
Таçта васкать-çке ун хуçийĕ,
Тупасшăн тем таçти çĕрте.
Çул вăрăм пуль тиевлĕ лавăн,
Туятăп эпĕ мĕншĕнне:
Сĕм тĕттĕм каç пек тикĕт лакăм
Сулкаланать енчен енне.
Лавçин куçсем çиçеç кăваррăн,
Вăй пур ун, пур ун ĕмĕт те.
Ăна эп çийĕнчех палларăм:
Ку — манăн ватă асатте.
Хĕрарăмĕн пит пысăк терчĕ,
Пĕрмай пăхать вăл кай енне.
Чĕрем карт! турĕ те систерчĕ:
Ку — манăн ватă асанне.
Капмар ларать çăка çӳпçийĕ,
Çул урлă ӳкнĕ ун мĕлки.
Унта — хĕрарăмăн туприйĕ:
Тĕрри, хушпу та пир тĕрки...
Пурах унта ик-виçĕ калăп,
Чикнех çут вĕçлĕ шĕшлине...
Ăçта кайсассăн та, мĕн калăн,
Илес пулать чи кирлине.
Пĕрлех пулсассăн пурнăç çулĕ
Сăпка та кирлĕ-çке ара.
Тен, эпĕ хам та сикнĕ пулĕ
Шăпах çав сарă сăпкара...
Утать тур ут пуçне ухмасăр —
Каяс килмест таçти çĕре.
Пилеш хулли, канма памасăр,
Час-час вистет йĕпе тире.
Ак илтĕнсе тăрать пĕр хушă
Чĕрешĕн çывăх кĕвĕ те.
Эппин манман илмешкĕн юрă
Хăйпе пĕрле ман асатте.
Илтетĕп чĕвĕлти чĕкеçĕн
Ик çын чунтан калаçнине.
Тавах Турра пĕрле илнишĕн
Тăван сăмахăн çӳпçине.
...Паян та эп пуçа таятăп
Ват асаттемĕн тăприне —
Урал таран илсе килнишĕн
Чăвашăн пĕтĕм туприне.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...