«Ан макăр, анне»
Мишша, тем аса илнĕ пек, сĕтел хушшинчен тухрĕ те алăк патне кайса пиншак кĕсйинчен хут кăларса илчĕ.
— Эпĕ мансах кайнă. Алексей Нилыч асăнмалăх мана хăй ячĕпе хут парса янăччĕ. Константин Васильевич Иванов çырнă сăвă. Вăл сăвва Чĕмпĕре кайсан Ивановран хăйĕнчен çырса илнĕ терĕ. «Хальхи самана» ятлă.
— Вуласа пар-ха, — терĕç пурте пĕр харăс.
Мишша сăвă вулама пуçларĕ:
Ачаш кăна ачам пур,
Пĕртте хăпа пĕлмерĕ.
Апат çисе ларнă чух
Аран çилĕ килмерĕ.
— Çыру пĕлме, çын пулма
Ялти шкула яр-ха, — тет. —
Çыру пĕлни мĕн тума
Кирлĕ çынна, атте? — тет.
— Ачам, ачам, ан йӳтет,
Илтес кунта ху илтĕн.
— Эпир ача чухне ялта шкул та пулман. Халĕ кунта та уçрĕç. Анчах чухăн пулни пĕтерет. Ну, Мишша, малалла вĕренес тетĕн-и? Чĕмпĕре чăваш шкулне каяс теместĕн-и? — ыйтрĕ аслашшĕ мăнукĕнчен.
— Эккей, ăçта унта? Мĕнпе яратпăр? Укçи ăçта? Ăçтан тупатпăр? — хăйне хăй ыйту пачĕ Укахви.
— Чăнах та, вĕренни аван, анчах инкекĕ те вăйлă килсе çапрĕ çав. Вĕрентесси пулмасть пулĕ, — вĕçлерĕ аслашшĕ.
— Майсем шырас пулать. Чĕмпĕре каймасан та, Шăхасанта та пулин вĕренесчĕ, — терĕ Мишша.
Аслашшĕ, амăшĕ, асламăшĕ, Мишша калаçса ларнă вăхăтра Кури шухăш авăрне путрĕ. Амăшĕн хĕн-хурлă пурнăçне аса илчĕ, ăна шеллесе каларĕ:
— Аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче çил-тăвăл çамрăк йывăçсене анчах мар, ват йывăçа та авса, хуçса пĕтерет... Пирĕншĕн анне нумай тӳснĕ, малашне те чăтма тивет ĕнтĕ...
Ун чухне Мишша шкула кайманччĕ-ха. Пĕррехинче, хĕлле юр çуса иртсен, Мишшапа Кури çырмана ярăнма тухнăччĕ. Асар-писер тăман хыççăн тарăн çырма сăрчĕсем çунатлă-çунатлă, хумлă-хумлă карнизсем пек пулаççĕ. Çак вырăнсенче çунапа сикме юратнă вĕсем.
Юр ашкаласа чăн пысăк та çӳллĕ юр хӳме патне çитнĕччĕ. Çунана сикме майласа лартрĕç ачасем: Кури кая ларнăччĕ, Мишша — çуна пуçĕнче. Сасартăк айра чăшăр! тунă сасă илтĕнчĕ. Çуна сикес вырăнне чикĕнсе тăрăнчĕ, чи тарăн вырăна кĕрсе выртрĕ. Унччен те пулмарĕ — карнизлă хӳме çинчен татăлса аннă юр купи хупласа хучĕ. Мишша аялта, Кури ун çинче. Тем пек чакалансан та юра сирсе тухаймаççĕ. Тĕрмĕшсе вăйĕ та пĕте пуçларĕ. Тем вăхăт иртсен юра шăтарса пуç тухмалăх тунăччĕ. Кури кăшкăрма тытăнчĕ.
Тепĕр çырмара ярăнакан ачасем çакна илтеççĕ те вĕсене пырса кăлараççĕ. Мишшан çăмачĕ тулли юр, ури-алли кăвакарса, кӳтсе кайнă. Ачасем пулăшнипе киле аран-аран çитрĕç. Мишша мĕн тĕслине курсан ашшĕпе амăшĕ хыпăнса ӳкрĕç, ăна имлеме тытăнчĕç. Пăртак лăплансан ашшĕ Кури умне тăчĕ те: «Ку ĕçре эсĕ, мошенник, айăплă, эсĕ хастарланса илсе тухса кайнă Мишшана» — тесе хăлхинчен тытса шатăр тутарчĕ. Хăлхинчен юн пĕрĕхсе тухрĕ. Куна курсан амăшĕ чупса пычĕ, ывăлне ыталаса тытрĕ, суранлă пуçне таса тутăрпа çыхрĕ.
— Тискер кайăк эсĕ, ача-пăчана та хĕрхенместĕн, — терĕ.
Çав вăхăтра Куçма тирнĕ пушăтĕнчен тытрĕ те калăплă çăпатапа арăмне сулса çапрĕ. Калăп тивнĕ-тивменех Укахви йынăшса ярса урайне кукленсе ларчĕ, упăшки сиксе тăчĕ те ăна тапкă пама тытăнчĕ. Çав вăхăтра вырăн çинче выртакан Мишша сиксе тăчĕ те ашшĕ патне пычĕ. Аллинчен тытрĕ те куççульпе: «Ан тив аннене», — тесе йăлăнчĕ. Укахви йынăша-йынăша, куççуль юхтарса таçта тухса кайрĕ, каç пулас чух тин таврăнчĕ. Хăй аллине пирпе çыхса çакнă...
— Пирĕн хута кĕрсе мĕн чухлĕ патак çимен пулĕ анне. Çилпе хуçăлнă турат пекех силленĕ ăна атте, — ассăн сывласа ячĕ Мишша.
— Тĕрĕс калать Мишша. Хăйне симĕсленсе çитеймен хăрăк туратпа танлаштарать. Анне пурнăçĕпе Мишша пурнăçĕ пĕр пекех килсе тухмарĕç-ши? Вĕсен шăписем пĕр пекех мар-ши? Мĕнле тискерлĕх пĕр енче, çавăн пек асаплăх тепĕр енче. Тĕнче çакăнпа тытăнса тăрать-шим? Анне те тăлăх ӳснĕ, ăна хăйĕнчен ыйтмасăр тытса качча панă. Халĕ эпир те тăлăха юлтăмăр. Асатте те авă Мишшана тăм ӳкнĕ ир шăтнă чечек терĕ, — çитĕнсе çитнĕ çын пек хушса хучĕ Кури.
Калаçса ларнă май хĕвеланăç енчен тĕксĕм пĕлĕтсем капланса килнине пĕри те сисмен. Çумăр шапăр тăкса ячĕ, пурте чӳрече еннелле çаврăнса пăхрĕç.
— Çумăр çуманни нумай пулатчĕ-ха. Тусансене лăплантарать ĕнтĕ. Пахча çимĕçе те, тырри-пуллине те çумăр кирлĕ, вăхăтра пулчĕ, — терĕ аслашшĕ.
Тырри-пуллине те çумăр кирлĕ тени Мишшан чĕри варринех кĕрсе ларчĕ. Кăшт тăрсан ăна А.Н. Плещеевăн «Капля дождевая» сăвви аса килчĕ. Ку сăвва нумай пулмасть шкулта пăхмасăр вĕрентнĕччĕ.
Капля дождевая
Говорит другим:
«Что мы здесь в окошко
Громко так стучим?»
Савăннипе Мишша чăтаймасăр сасăпа каласа ячĕ. Пурте тимлесе итлесе пĕтерчĕç.
— Вăт мĕнле тĕрĕс калать сăвăç, — савăнăçне пытармарĕ аслашшĕ.
«Асаттепе Плещеев сăмахĕсем пĕр пек килеççĕ. Пурнăçран илсе çырнă сăвă», — шухăшларĕ Мишша.
— Кĕтӳ кĕчĕ, каяр пуль, карчăк, — чĕнчĕ аслашшĕ.
— Кĕтӳ кĕчĕ пулсан каяс пулать. Чылай лартăмăр, — тавăрчĕ карчăкĕ.
— Тавтапуç, Мишша, лайăх вĕренсе тухнăшăн. Савăнтартăн пире.
Пурте сĕтел хушшинчен тухса ура çине тăчĕç. Амăшĕпе Мишша кĕтĕве хирĕç тухмалла аслашшĕпе асламăшне ăсатма шутларĕç.
— Кин, вăхăт пулсан пирĕн пата пырса лар, — терĕ хуняшшĕ калинккерен тухсан.
— Пырса ларăп-ха, — тавăрчĕ Укахви.
Амăшĕпе Мишша выльăхсене кил картине кĕртрĕç. Таврана каç тĕттĕмĕ çапрĕ. Пурин те кăмăлĕ лайăх.
Анчах Мишша час тĕлĕрсе каяймарĕ. Иртнĕ пурнăçпа малашлăхĕ ăна çывăрма памарĕç. Чăтса ирттернĕ асап, куççуль, чуна ыраттарнă кунсем, йывăр шухăшсем пуçа кăшăлласа ашшĕсĕр пурăнса ирттернĕ тапхăра талăкăн-талăкăн тенĕ пек виçсе тухрĕç.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...