Васкавлă пулăшу
Вера-Вероникăна чирлĕ тесе никам та калас çук. Килтине те чупса çӳресе тăвать, хирте кăшман ĕçне те ăнтарать. Анчах çак вăй питти хĕрарăма ĕçленĕ çĕртех тем амакĕ килсе тытать, ураран ӳкерет, юн пусăмне каппăл хăпартса ярать. Ним тума та çук, медпункт хĕрне чĕнсе илме тивет. Тĕрĕссипе вара Вера-Вероникăна сыватма нимле тухтăр та кирлĕ мар. Упăшки çапла шутлать. Пилĕк çул пĕрле пурăнни Алюша çапла шутлама ирĕк парать кăна мар, çапла тума хушать те, хистет те. Арăмĕн хăйне майлă аллерги пур тесе шутлать вăл. Пĕр-пĕр апата е эмеле килĕштерменни мар, савса качча тухнă упăшкине чăтма пултарайманни. Ăна ырласа та мухтаса калаçнине шутсăр килĕштермест.
Паян Вероника иртенпех килти пахчара тăрмашрĕ. Пĕр аллипе çум курăксене тăпăлтарчĕ, тепĕр аллинчен катмакне ямарĕ. Çумласа та, кăпкалатса та пычĕ. Упăшки те ура явса лармарĕ. Иртнĕ кĕркунне пĕтерсе кĕнĕ çĕнĕ çуртра тумалли, çапмалли, хĕсмелли чылай-ха. Ăмăртмалла тенĕ пекех тăрăшрĕç арăмĕпе упăшки. Апата чарăнсан Алюш почтальон ещĕке хурса хăварнă пĕртен-пĕр хаçата илчĕ, пĕрремĕш страницăрах хăйĕн пысăк сăнне çапса кăларнине асăрхарĕ. Хулĕ урлă уртнă хăю çине «Чи лайăх осеменатор» тесе çырнине те асăрхарĕ.
— Вероника, кур-ха: кунта ман сăна çапса кăларнă...
Хăй йăнăш тунине çийĕнчех ăнланса илчĕ вăл, анчах кая юлчĕ. Мăшăрĕ аллинчи хаçата вăшт çеç туртса илчĕ. Тăруках чĕлхесĕр пулса тăнă пек пĕр сăмах та чĕнеймерĕ, пĕрре ӳкерчĕк, тепре Алюш çине сиввĕн пăха-пăха илчĕ, вара тин ӳкерчĕк айне мĕн çырнине сасăпах вуларĕ: «Алексей Куприянов осеменатор хăйĕн ĕçне тӳрĕ кăмăлпа туса пырать, ĕнесем чупасшăн пулнине вăхăтра палăртать, вĕсене пĕр тăхтамасăр пĕтĕлентерет. Вăл тăрăшнипех иртнĕ çул 100 ĕнерен 98 пăру илнĕ»...
— Вăкăр! — терĕ Вероника ним калама аптраса, — ферма вăкăрĕ! Фермăри миçе хĕрарăма пĕтĕлентернине ма çырман? Каламарăн-им?
Алюш чĕнмерĕ. Мăшăрне пăлхантарас килмерĕ ун. Лăпланĕ-ха. Хаçата кăтартмалла марччĕ. Хайхи аллерги текенни пуçланчĕ ĕнтĕ. Аллергиех çав. Хаçатра упăшкине ырлани чирлетсех ячĕ ăна. Сăнĕ вара питĕ лайăх çапăннă. Ав еплерех çиçсе ларать çамрăк арçын! Хĕлле ăмăртура малта пыракансен районти слетне чĕннĕччĕ. Сăнне çавăн чухне çапса илнĕ пулас.
— Мĕн туса ларан, осеменатор?! Чуп тухтăр патне! Пăхса тăрсах вĕлерес тетĕн-им мана?
— Вырт, ан тăр. Эп — тухтăр патне, — терĕ те Алюш пӳртрен тухса та çухалчĕ. Питĕ вăхăтлă пулчĕ ку: шăпах вĕсен тĕлĕнчен ялти пур-çук хыпара пухса çӳрекен Пĕччен Хĕветĕр иртсе пырать. Пĕчченне пĕччен пурăнмасть-ха вăл, хушамачĕ Одинцов пулнăран çапла чĕнеççĕ.
— Хĕветĕр пичче, тăхта-ха. Пит васкатăн-и?
— Мĕн васкамалли пур манăн, пенсионерăн.
— Апла пулсан пӳрте кĕрсе кăшт калаçса ларар-ха. Çĕнĕ çурта куçнăранпа пирĕн патра пулман-ха эс. Ĕмĕрӳнте сахал мар çурт çĕкленĕ. Сан аллуна мухтаççĕ. Хакла ман ĕçе те.
— Пенсие тухнăранпа пуртă тытман. Ачасем хушмаççĕ.
— Эп сана пуртă тыттарасшăн мар. Ман ĕçе платник куçĕпе пăхса хакла. Мĕн килĕшменнине тӳрех кала. Асăрхаттарсах хурам: мана ырласа пĕр сăмах та ан тухтăр. Мухтакан капла та нумай. Юратмастăп хама мухтанине. Ятламалла мана, вăрçмалла. Ăнлантăн-и?
— Хурлама-ятлама ăс нумай кирлĕ мар. Атя, эппин, кĕрсе курар. Пӳрте кĕрсен Пĕччен Хĕветĕр чи малтан урлă та тăрăх уткаласа çӳрерĕ, хăмасен çирĕллĕхне тĕрĕсленĕ пек, хăйĕн йывăр кĕлеткипе тĕллĕн-тĕллĕн силлененçи пек турĕ.
— Тӳрех калам, — пĕшкĕнсе ларчĕ Пёччен Хĕветĕр, — урай хăмисене тĕл-тĕл хĕссе çитермен эсĕ. Çакăнта пӳрне кĕрет вĕт. Алă пăчкипе хут-хут иртсе çĕнĕрен çыпăçтармалла — урайĕнчи уçăрах вырăна тĕллесех кăтартрĕ платник.
— Хăмасем типех марччĕ, — тӳрре тухма хăтлананçи пулчĕ çурт хуçи. — Тепре хĕсĕп тесе эп хăмисене пăталаман.
— Хĕс çав. Алă пăчкипе хăма хушшипе ирт, хыççăн савăл çапса хĕссе çыпăçтар. Вара пăталама та юрать. Хăмисем типнĕ. Тек уçăлас çук. Çак алăк та хупăнса çитмест сан. Çӳлтине пăртак савапа илмелле. Чӳрече рамисене кам турĕ?
— Çынна тутарман.
— Ху туни курăнсах тăрать. Эх! Рама кĕтессине кам тимĕр пăта çапни пур? Эсĕ тăватă кĕтесне те тимĕр пăта ярăнтарнă. Çинçе пăрапа пăраласа йывăç пăта çапаканччĕ эпĕр.
— Пĕрне кăна пăта çапнă. Васканипе пулчĕ ку.
— Алăк хăлăпне вара çĕрлĕ пăтапах ярăнтарнă. Шуруп кирлĕччĕ унта. Пĕлмесен хамран ыйтмалла пулнă.
— Ал айĕнче кирлĕ пек шуруп пулманнипе çапла пулчĕ.
— Эс ĕçе çиелтен шăйăрттарса кайнипе çырлахма вĕреннĕ иккен. Ха, эп сана тĕплĕ ача тесе, — шалтан шала кĕрсе пырать ватти. — Тултан хĕр арчи пек чипер курăнакан пӳрте шалтан та кирлĕ пек туса çитермелле пулнă. Паянхи хаçатра сана ĕçе тĕплĕ тăвать тесе ырланă-ха. Сăнна та пичетленĕ. Тĕплĕ тунине курсах каймастăп. Çĕнĕрен çанă тавăрса ĕçлемелле-ха сан кунта...
Çак сăмахсем хыççăн диван çинче ахлатса выртакан Вероника та йăпăр-япăр тăрса ларчĕ.
— Аллинчен пĕр ĕç те килмест ун, — упăшки çине тĕллесе кăтартса янратрĕ «чирлĕ» хĕрарăм. — Пĕтĕлентерме кăна ăста вăл. Ĕнесене кăна та мар...
— Ĕне сăваканнисене те тиркемест тени ман хăлхана кĕнĕ-ха. Çеçке пек арăму пур çинче çапла аскăнланни пĕрре те килĕшмест, Элекçей шăллăм. Ятна яни кăна.
— Ячĕ кайнă ĕнтĕ унăн, — хальхинче ваштах ура çине сиксе тăчĕ Вероника.
— Лавкка хыçĕнче аллине кĕленче тытса тăнине те пĕрре мар курнă, — çаплах кил хуçине тапăнать ватти. — Эп фермăпа юнашрах пурăнатăп та ун таврашĕнче мĕн-мĕн пулса иртнине курсах тăратăп. Ирсерен ялан-ялан скотниксем ферма пӳрчĕ умне пуçтарăнаççĕ. Выльăх çăварне кĕмелли фуражпа е силоспа улăштарса илнĕ сăмакун кĕленчи алăран алла куçни кинори пек курăнать. Осеменатор та çавăнтах. Скотниксене чарас чухне хăй те тытать кĕленчене.
Чĕнмест осеменатор. Ларать пуçне усса. Ăшĕнче савăнăç палкать. Палăртмасть кăна. Ара, арăмĕ ураланчĕ-çке.
— Юрĕ, эп каям-ха. Арăм çухатĕ тата. Сана, Алюш, калассине веçех каларăм. Тепре те хытарсах калам: лавкка хыçĕнче эрех ĕçекенсемпе ан çыхлан, фермăри кашни хĕрарăм хыççăн ан сĕтĕрĕн. Сана пирус та туртмасть теççĕ-ха, анчах эп пĕрре мар аллунта пирус пачки курнă. Шкул ачи пек вăрттăн-вăрттăн ан мăкăрлантар. Ĕнесене вăхăтра пĕтĕлентернине ырлатăп, — пӳрнипе сĕтел çинчи хаçата тĕллерĕ платник, — ĕне сăваканнисене пĕтĕлентерме ан тăрăш. Ак сан пукане пек арăму пур. Çак çурта вăл тытса пырать, — çилĕллĕ çын пек алăка шалт! хупса тухса кайрĕ Пĕччен Хĕветĕр.
«Тавтапуç, Хĕветĕр пичче, арăма сыватнăшăн. Малашне те васкавлă пулăшу кирлĕ чухне сан патна чупăп. Тухтăр патне мар», — чĕререн тав турĕ çамрăк упăшка.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...