Тилĕпе суккăр лаша
Суккăр Лаша выльăх картине шыранă,
Аташса ялтан хиреллех тухса кайнă.
Ак суккăрскер ерипе
Пырать аслă хирĕн çулĕпе.
Ăнсăртран такăнса та ӳкет хăш тĕлте,
Ак вăл такăр çулне те çухатрĕ хирте.
Урипеле хайхи çула шыраса,
Пĕрре утать, тепре тăпах чарăнать,
Унтан, хăлхисене тăратса,
Ун-кун итлеме тытăнать.
— Кукка! Кукка! — терĕ кăшкăрса
Çывăхарах выртакан Тилĕ Лашана,
— Эс, чăнах та, кайнă иккен аташса!
Чунтан хĕрхенетĕп эп сана,
Эй, мĕскĕн! Ырă тĕнче çутине,
Курмасăр ирттертĕм ĕмĕрне
Эсĕ çапла суккăр пулнăран
Куççульпех йĕретĕп эп чунтан.
Кукка! Телейлĕ мар-çке эпĕ те:
Акă паян ир яла пырса çитрĕм те
Колхоз анкартине кĕрсенех
Урана хуçтартăм лĕштĕрех.
Ура хуçăлни вăл тарам, ман сана
Леçсе хăварас килет картана.
Итле-ха, Кукка, эпир çапла тăвăпăр:
Утланам та эпĕ сан çине,
Кăтартса кăна пырам хир çулне,
Вара часах яла çитсе тăрăпăр.
— Тавах сана, тавах ырă сăмахшăн,
Атя, утлан! — терĕ Лаши йăвашшăн.
Уксах Тилли аран-аран хăпарса
Лаши çине ларчĕ те утланса:
— Кукка! — тет. — Атя, ут малалла,
Ерипеле шăвăпăр ялалла,
Ак часах тухатпăр çул çине!..
Анчах яла каяс вырăнне
Çак чее Тилĕ Лашана
Тӳрех илсе кайрĕ вăрмана.
Чее çын йăпăлти иккенне пĕлсех тăр,
Вăл сана улталасса кĕтсех тăр.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...