Тракторпа качака
Трактор пырать урампа,
Хуплать хăлхана хулăн сасăпа.
Вăл иртнипе айри çĕр чĕтренет,
Кĕрлевĕ таçтанах илтĕнет.
— Чим! — терĕ Качака. — Чим, халăха
Çак Трактор мĕнпе юранă, калăр-ха?
Чарăнмасăр мухтать ăна пирĕн халăх,
Мĕн тунă вăл çын хăйне мухтамалăх?
Мĕнле чыс тăвĕç-ши тата малашне?
Калас пулсан тĕрĕсне —
Хапи кăна çак Тракторăн,
Кĕлеткинчен хăраса тармалла,
Курăр — епле пырать вăл çулпала:
Тимĕр шапа пек шăвать аран-аран.
Эп ăна пырса сĕкем те пур вăйран,
Таçталлах ыткăнтарса ярам, —
Качака çапла каласа —
Тракторĕ инçех кайиччен
Вăрăм сухалне сулласа
Чупа пачĕ унăн хыçĕнчен.
Ак вăл Трактора хуса çитет,
Виç хутчен хыçран пырса сĕкет.
Тракторĕ шăвать шав малалла, —
Пăрăнмарĕ вăл аяккалла.
— Тăхлачă! — тет Качакана ват Сурăх, —
Итлесемччĕ, Трактора ан çулăх,
Эс сĕкнипе хăнк та вăл тумарĕ,
Асту, хăй сана сиенлеме пултарĕ...
Çук! Качака кĕмерĕ ӳкĕте.
Ак вăл малалла чупса кайрĕ те
Икĕ уран тăрса мĕнпур вăйĕпе
Трактора пырса чышрĕ пуçĕпе.
Çак айван сĕкесшĕнччĕ татах,
Тракторĕ ăна çав самантрах
Лӳчĕркерĕ чикрĕ хăй айне,
Лапчăтрĕ те лартрĕ мĕскĕне.
Агрессорсем! Темле качакалансан та,
Совет халăхне çĕнтереймĕр нихăçан та.
Вăл-ку пулас пулсан, ан манăр,
Эсир çак Качака пекех таптанăр!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...