Вĕçекен ручка
Таня аппана уяв ячĕпе ручка парнелеме шутларăм. Часрах лавккана кайса ручка туянтăм. Киле таврăннă чухне вăл кĕсьерен тухса ӳкрĕ. Илес тесе пĕшкĕнтĕм çеç — вăл вĕçме пуçларĕ, кĕçех куçран çухалчĕ. Питĕ тĕлĕнтĕм.
Каç та пулчĕ. Эпĕ çӳл тупери пĕлĕт çине улăхса лартăм.
— Мĕн тăватăн кунта? — тĕлĕнчĕ вăл.
— Ручка шыратăп-ха, — хуравларăм ăна.
— Эпĕ санăн ручка ăçтине пĕлетĕп, — терĕ уйăх. — Анчах малтан сана пĕр ĕç хушатăп. Кĕçĕр çăлтăрсем темшĕн пĕр енне пухăннă. Вĕсене сапаласа яр-ха.
Эпĕ ĕçе вĕçлесен каллех уйăх патне кайрăм.
— Санăн ручкуна хĕвел илсе хăпартнă, — ăнлантарчĕ вăл мана. Эпĕ хĕвел патне çул тытрăм. Вăл хăйĕн пĕр пайăркине çухатнă та ун вырăнне ручка чиксе лартнă иккен. Эпĕ мĕншĕн килнине пĕлсен хĕвел çапла хуравларĕ,
— Эсĕ мана валли пайăрка тупсан эпĕ сана ручка тавăрса парăп.
–Ман ăна ăçтан тупас-ха?
— Мана тимлĕ итле, эпĕ хушнă пек ту. Çитмĕл виççĕмĕш ту çинче кермен ларать, унта арча пур. Хĕвел пайăрки çав арчара выртать. Ăна илнĕ чух асăрхан, шăнкăрав янăраса кайсан хуралçăсем сана тытса каяççĕ.
Кĕçех эпĕ çитмĕл виççĕмĕш ту патне çитрĕм. Ун çумĕнче хыр ӳсет. Эпĕ йывăç çинчи кăвакарчăн çине лартăм та ту çине хăпартăм. Пысăк кермене кĕрсен арча куртăм. Ăна çăрапа питĕрнĕ. Арчана йăтсан шăнкăрав янăрарĕ. Хуралçăсем мана патша патне тытса кайрĕç.
— Эсĕ мĕн ятлă? Арча мĕн тума кирлĕ пулчĕ? — ыйтрĕ патша.
— Эпĕ — Галя. Арчари хĕвел пайăркине илме килтĕм.
— Эсĕ мана ылтăн туя тупса парсан эпĕ сана хĕвел пайăрки парса ярăп, — терĕ хуçа. — Çĕр иккĕмĕш вăрманта вупăр карчăк пурăнать. Вăл яланах ылтăн туя йăтса çӳрет. Çав туяна илсе килсе пар.
Патша хушнине итлесе эпĕ çĕр иккĕмĕш вăрмана çитрĕм. Пӳрте кĕтĕм. Унта вупăр карчăк çывăрать. Эпĕ ылтăн туяна илтĕм те алăк патне васкарăм.
Анчах çак самантра карчăк вăранчĕ.
— Кам эсĕ? Кунта мĕн туса çӳретĕн? — ыйтрĕ вăл.
Вупăр карчăк эпĕ ылтăн туя патне килнине пĕлсен мана çĕнĕ ĕç хушрĕ.
— Çĕр çиччĕмĕш тинĕсре тинĕс патши пурăнать. Унăн питĕ чипер хĕр пур. Çав пике аллинчи асамлă çĕрре ман валли илсе килсен эпĕ сана ылтăн туя парса ярăп.
Эпĕ çĕр çиччĕмĕш тинĕсе çитсен патшапа унăн Салампи ятлă илемлĕ хĕрне куртăм. Вăл 100 çул ытла ĕнтĕ çывăрмасăр пурăнать. Салампи мана юмах каласа пама хушрĕ. Эпĕ çак юмаха каласа панă чухне хĕр çывăрса кайрĕ. Эпĕ асамлă çĕрре илтĕм те вупăр карчăка патăм. Вăл мана ылтăн туя парнелерĕ. 102 вăрман витĕр тухсан патша патне çитрĕм. Ăна ылтăн туя патăм, вăл мана — хĕвел пайăрки. Эпĕ çак парнене хĕвеле патăм, вăл мана — ручка.
Киле çитсен аппана ручка парнелерĕм. Вăл питĕ савăнчĕ. Тепĕр кунне Таня шкулта «пиллĕксем» илчĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...