Пасара кайсан
Вунă çухрăм утса килсе ĕшеннĕ хыççăн Ванюкăн сĕтел хушшинчех куçĕ хупăна пуçларĕ. Кукамăшĕ вара ăна васкаса кăмака хыçне вырăн сарса пачĕ. Пуçĕ минтер çумне перĕннĕ-перĕнменех çывăрса кайрĕ ача. Амăшĕпе кукамăшĕ тĕпелте «чĕпкуç» çутипе мĕн пуплесе ларнине те илтеймерĕ вăл. Лешсем пĕр-пĕрне харпăр хăй ялĕнчи, килти пурнăçĕсем çинчен каласа пачĕç. Савăнмалли хыпарсемех илтеймерĕ амăшĕ хĕрĕнчен. Вăрçăран аманса таврăннă кĕрӳшĕ унăн çаплах сывалса çитеймест иккен-ха, ку таранчченех ĕç патне пыраймасăр пурăнать.
— Мĕн каласси, — хаш сывларĕ кукамăшĕ юлашкинчен. — Хамăрăн Таркăнта та кĕрӳ нушине тӳсекенсем çук мар. Уйăх каялла Тимухха Павăлĕ вилсе кайрĕ, ав... Касса пăхнă та чĕри çумĕнчех тимĕр татки тупнă... Таврăнасса та пит сахаллăн таврăнчĕç. Каясса вăрçине икçĕр çынна яхăн тухса кайнăччĕ...
Пӳлĕмре пĕр хушă сас пулмарĕ. Кăшт ларсан, амăшĕпе хĕрĕ, ыран ир тăмалла тесе, çывăрма выртрĕç. Анчах пăртакран ватти каллех сăмах хушрĕ:
— Хĕрĕм, çав качака çăмне сутассишĕнех Шуршыва кайма тухрăр-и вара эсир? Пасарĕ пит инçе-çке: кунтан тата вунпилĕк çухрăм утас пулать.
— Йӳнеçтерме йывăртарахран ĕнтĕ, анне, — ассăн сывласа ячĕ Ванюк ăмăше.— Çăмĕпе пĕрле виç кĕрепенкке çу илтĕм тата, çавна сутса укçа тăваймăп-и терĕм. Ванюка шăлавар илсе парасшăн-çке-ха, атту пĕтĕмпех çĕтĕлсе пĕтрĕç унăн...
— Çапла çав ĕнтĕ, çапла... — каллех хаш сывларĕ кукамăшĕ.
Текех нихăшĕ те чĕнмерĕ, пӳртре вара шăп пулчĕ, стена çумĕнчи сехет шаккани кăна пĕр кĕвĕллĕн илтĕнсе тăма тытăнчĕ.
Ирхине Ванюк пӳлĕмре тахăшĕ мăкăртатнă сасăпа вăранса кайрĕ. Каллех «чĕпкуç» çунать, сăмавар юрлани илтĕнет. «Аннепе кукамай халь те çыварма выртман-ши вара?» — тĕлĕнсе шухăшларĕ ача, унтан, чаршава сирсе, кăмака хыçĕнчен пуçне кăларса пăхрĕ. Тул çутăлса килет иккен.
«Анне пĕр выртса канмасăрах мĕнле çитсе килĕ-ха Шуршыва? Кайма-килме вăтăр çухрăм-çке...» — амăшне шеллесе выртрĕ Ванюк. Хăй пирки шухăшламарĕ-ха вăл. Вăрман урлă каçнă чухне тем пекех ывăннине манса кайрĕ. Çитнĕ-çитменех кукамăшĕ ăна çăмарта пĕçерсе çитерчĕ, вара çывăрма вырттарччĕ... Халь, ак, тăрсан, пысăк кăна çăкăр чĕллине çу сĕрсе парĕ-ха. Улма нимĕрĕ пĕçерсе çитерĕ. Шуршыва тутă хырăмпа çитесси Ванюкшăн вăл ним те мар.
Ача, амăшĕ тăратасса кĕтсе, икĕ хĕрарăм мĕн калаçнине итлесе выртрĕ.
— Пасартан таврăннă чух та пирĕн ял витĕр килĕр, — илтĕнет кукамăшĕн йăвашрах сасси. — Çĕр выртсах, кансах кайăр. Унсăрăн Ванюк ывăнĕ, утса çитеймĕ.
Кукамăшĕн сăмахĕсем ачана кăшт кӳрентернĕ пек туйăнчĕç: «Виççĕмĕш класа куçса та Шуршыва çитсе килеймесен! — мăнаçланса шухăшларĕ вăл. — Çарран вĕт эп, утма çăмăл. Анне пек, çулла та çăм чăлхапа çӳреместĕп. Çăпата та сырман».
— Утса çитет. Ачи маттур вăл ман. Пĕчĕклех пит харсăр.
— Маттурри маттур пуль те, Шуршывĕ те çывăх мар-çке.
Сăмавар сасси улшăнчĕ, чип-чипер юрлаканскерех йăвашрах та йăвашрах чашла пуçларĕ.
— Чей вĕресе тухрĕ, — терĕ кукамăшĕ кăмака умĕнчен. — Ванюка тăратас-и?
— Çутăларах патăр пуль, ĕлкĕрĕпĕр-ха. — Амăшĕ, чаршава хуллен сирсе, кăмака хыçне пăхрĕ. — Кăшт çывăртăр.
Амăшĕ пырса пăхнă вăхăтра Ванюк юриех куçне хупрĕ. Чаршав хупăнсан, каллех сывламасăр тенĕ пек итле пуçларĕ:
— Çуралнă чун ӳсет... Вăрçи кăна ан пултăрчче урăх...
— Çапла ĕнтĕ, хĕрем, ватлăхра хăвăра пăхма ывăлăр пур. Йывăр самана иртсе кайĕ. Тен, кĕрӳ те самайланĕ, çӳрекен пулĕ. Сывлăхăр пулсан, тур пулăшсан, мана та манмăр.
— Ывăлăма шанатăп-ха, паçăрах каларăм: пĕчĕкскерех паттăр вăл.
— Вăрçи час çитĕнтерчĕ пуль ĕнтĕ.
Вара амăшĕ, хăй пекех кăвак куçлă та сарă çӳçлĕ ывăлĕ маттур ӳссе пынипе мухтанса-ши, иккĕшĕ вăрман урлă епле каçнине каласа кăтартма тытăнчĕ. Амăшне ача халь пушшех тимлĕн итлерĕ, çĕркаç мĕн пулнине хăй те тепĕр хут хăвăрт аса илчĕ.
Амăшĕ колхоз ĕçĕнчен час таврăнайманнипе ялтан вĕсем каçпулттипе кăна тухрĕç, çавна пула, темле хăвăрт утсан та, вăрмана тĕттĕмлениччен пырса кĕреймерĕç. Çулĕ такăрччĕ, каснă вăрман çумĕпе пыма самаях аванччĕ. Хунавлăхран иртсен, шултралăх пуçланчĕ. Аташса каясран амăшĕ текех çул юпписене сăнаса пычĕ, тăтăшах сулахаялла пăрăна-пăрăна кĕчĕ. Пĕччен маррине систерес шутпа Ванюка вăл пĕрмай калаçтарать. Ывăлĕ, пĕрре хыçаларах юлса, тепре амăшĕнчен иртсе, хушăран-хушă хытă шăхăра-шăхăра ярать. Çулçăсене ухăлăх хуçнă çĕмĕрт патаккипе тата-тата ывăтать. Кĕçех акă урапа çулĕ пуçланмалла. Ун çумĕпе Тилĕ çырми иртет — упасарриллĕ, вĕлтренлĕ-мĕнлĕ Тилĕ çырми. Кунтан кăнтăрла та сехрене хăпартмасăр иртме май çук.
— Тĕрĕсех килетпĕр пулас, Ванюк, — терĕ амăшĕ, ывăлне хăй патнерех чĕнсе. — Акă Тилĕ çырмине те çитрĕмĕр. Халь ĕнтĕ кукамусен ялĕ инçех мар. — Вăл ачине аллинчен çавăтрĕ, ун-кун пăхкаласа, тем пăшăлтатса илчĕ. — Атя кăшт хытăрах утар.
Амăшĕпе ывăлĕ васкарах утма тытăнчĕç. Ванюк паçăртарах сиккипе çеç пыратчĕ, халĕ аран лĕпĕстетет, çул çине çиеле тухнă йывăç тымарĕсенчен такăнса, час-часах урине шăйăрттарать. Анчах ачашланса тăма вăхăт çук: амăшĕ аллинчен ямасть, малаллах туртать. Тепĕр аллинче унăн хайхи пасар çыххи. Ванюк айккинелле пăха-пăха илет. Вăрманта ăнсăртран турат хуçăлни те ăна шарт сиктерет. Амăшĕ шăв-шав тума хушсан, ача аллине вĕçертет те, ик пӳрнине çăварне чиксе, ши-и! шăхăрса ярать, вара каллех амăшĕн аллинчен пырса тытать.
— Вăт, вăт, çавăн пек, — текелет амăшĕ, ывăлĕн аллине хытăрах чăмăртаса. — Инçе юлмарĕ ĕнтĕ, Тилĕ çырминчен пăрăнатпăр та акă, вĕтлĕхрен иртсен, вăрман хĕррине тухатпăр, вара Таркăн та юнашарах.
Ванюк чĕнмест, кашни такăнмассеренех унталла-кунталла йăлт-ялт пăхса илет.
Кукамăшсен ялне патша саманинче влаçсенчен тарса çӳрекен пĕр çын пуçласа янă, тет. Çырма-çатраллă вырăнта çĕрпӳрт туса пурăннă имĕш вăл. Кайран çыннине йĕрлесе тупнă та таçта Çĕпĕре ăсатнă. Таркăн çырми хĕррине тата темиçе çын çурт лартнă, вара вăл Таркăн пулса юлнă. Çакăн çинчен Ванюк аслисем калаçнине пĕрре çеç мар илтнĕ. Кайран та ку таврара таркăнсем пытанса пурăннă пирки ялта халап-юмах çӳретчĕ. Вăрманпа иртекенсене çаратса юлни те пулкаланă имĕш. Çавăнпа каçхине кунтан çынсем ытлашшиех çӳремеççĕ, чылайăшĕ тавран кайса çаврăнать пулмалла. Ванюк амăшĕ ав тӳррĕнех кайма шутларĕ, тăвран кайсан, çĕрĕпех утмалла пулать тесе хăрарĕ...
Çапла шухăшлакаласа кăшт каярах юлнă Ванюк хăйĕн амăшĕ тăпах чарăнса тăнине асăрхаман та — пычĕ çапăнчĕ ăна. Амăшĕ малалла тинкернĕ те, чĕлхи çĕтнĕ евĕр, ним чĕнмесĕр тăрать, хăрах аллипе пуçран çупăрласа, ывăлне хăй çумнелле тĕршĕнтерет. Ача, амăшĕ çумне лăпчăннăскер, тинкеререх пăхрĕ те çул çинче инçех те мар темле мĕлке тăнине курах кайрĕ. Тăрук хăранипе амăшĕ хыçне пытанчĕ вăл, ăна пилĕкĕнчен икĕ аллипе явса илчĕ, вара ун çумне лăпчăнсах ларчĕ. Хăй çеç мар, амăшĕ те сиксе чĕтренине туйса илчĕ.
— Ванюк, ывăлăм, ах, турах, такам тăрать унта! — пăшăлтатрĕ амăшĕ.
Хăрани кăшт иртсен, Ванюк хыçалтан пуçне кăларса пăхрĕ — мĕлке малтанхи пекех, çул çинче тăрать-ха. Темле майпа çав вăхăтра вăл ашшĕ каласа панине аса илчĕ. Пĕррехинче ун ашшĕне икĕ фашист пĕр харăсах тапăннăччĕ, тет. Ашшĕ, хăраса ӳкменнине пула тата питĕ вăр-вар хăтланнипе, çав икĕ фашиста та тĕп туса хума пултарнăччĕ, тет. Акă çакна аса илчĕ те халь Ванюк, хăйĕн те унăн чĕтрени сасартăк иртсе кайнă пек туйăнчĕ.
— Ан хăра, анне, — терĕ вара вăл хăйсем çеç илтĕнмелле, — эпир иккĕн вĕт.
Амăшне те чун кĕчĕ пулмалла, хăраса шанк хытнăскер, тӳрленсерех тăчĕ вăл.
— Атя каялла, атя, — çапах та пăшăлтатса ӳкĕтлерĕ хăй. — Тен, пире асăрхаймарĕ те пуль-ха?
«Çитес çĕре çитиччен ик-виçĕ çухрăм çеç утмалла, — шухăшласа илчĕ ача. — Каялла каяс тесен, çичĕ çухрăма яхăн... Тата, çитменнине, атте мĕн тейĕ пире? Иккĕн вăрман витĕр тухма хăранă темĕ-и?» — Ванюк амăшĕн аллине ячĕ те, ухăлăх хуçнă çĕмĕрт туратне кăнтарса, пĕр-икĕ утăм малалла ярса пусрĕ.
— Мишша, эсĕ çул çинчине пер, эпĕ йывăç хыçĕнчине! — хăранине палăртмасăр хыттăн кăшкăрчĕ вăл юриех унтан амăшĕ патне каялла чакса тăчĕ. Çул çинчи мĕлке айккинелле кăшт куçрĕ те каллех чарăнчĕ.
— Пăши, — тинех лăш сывласа янă пек пулчĕ амăшĕ чĕтре пуçланă ывăлне хулпуççинчен çупăрласа. — Шăхăр пĕр-иккĕ хытă кăна, тен, пăрăнĕ çул çинчен.
Ванюк, ик пӳрнине çăварне чиксе, икĕ хутчен хытă шилеттерчĕ. Çул çинчи мĕлке туратсене хуçа-хуçа вăрманалла кĕрсе кайрĕ. Арçын ача хастарланса кăшкăрашма тапратсан, хытах тапса сикрĕ пулас вăл — ун хыçĕнчен хăрăк турат хуçăлни те çулçă чăштăртатни çеç илтĕнсе юлчĕ. Ванюкпа амăшĕ Таркăн еннелле епле сирпĕнтерсе тухнине хăйсем те сиссе юлаймарĕç. Вăрман хĕрринчен кăшт кайсан тин каялла çаврăнса пăхрĕç вĕсем. Ванюк халь тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ: мĕн хăрамалли пулнă-ши ку вăрманта?! Курăнма та ытла хăрушшăн курăнмасть-çке вăл, вăрман тăрринчи тӳпе те çап-çутах...
Амăшĕ çакăн çинчен каласа кăтартнă май, Ванюк хăй тĕллĕн йăл-йăл кулкаласа выртрĕ, унтан утиялне сирсе пăрахрĕ те ăшшăн карăнса илчĕ. «Ак, пирĕн ача хайхи хăех вăранчĕ пулас», — терĕ вара тĕпелти икĕ хĕрарăм.
Апатлансан, кукамăшĕ хĕрĕпе мăнукне Тĕпсĕр çăлтан иртиччен ăсатса ячĕ.
Амăшĕпе ывăлĕ çырма хĕрринчи çеремлĕ сукмакпа пыраççĕ. Ирхи сывлăм Ванюк урисене кăвакарчăн ури пек хĕретсе ячĕ. Шăлавар вĕçĕ те йĕп-йĕпех. Сиккелесе çеç утать ача, кайсан-кайсан, кукленсе ларса, урине аллипе чăмăрта-чăмăрта ăшăтать. Амăшĕ ăна кĕтсе тăрать. Çапла вĕсем çырма хĕрринчен хăпарчĕç те ыраш пуссине кĕчĕç. Кунти тăвăр сукмак курăксăр, анчах ырашĕ йĕпе. Икĕ енчен те пуçне уснă ешĕл пучахсем Ванюкран маларах пыракан амăшне кăшт кайсанах пилĕк таран йĕп-йĕпе турĕç. Такăр сукмак çинче ывăлĕн ури ăшăнмах пуçланăччĕ, анчах амăшĕ йĕпеннине курсан, ачана темле канăçсăр туйăм ярса илчĕ. Вăл вара мала чупса иртрĕ те йăл кулса: «Малтан хам утам-ха», — терĕ. Тырă хушшинче халь ĕнтĕ ывăлĕн сарă çӳçĕ çеç мĕлтлетсе пырать, ачи хыççăн ĕлкĕрсе пыма та амăшне çăмăл мар.
Ыраш пуссипе вĕсем икĕ ял хушшинчи аслă çул çине тухрĕç. Çулĕ тусанлă. Самаях çӳле хăпарна хĕвел ăна ăшăтма та ĕлкĕрнĕ-мĕн. Ванюк халь ĕнтĕ тусана тустарса сиккелесе çеç пырать. Тепрер сехетрен вĕсем Шуршыв пасарне те çитрĕç.
Пасарĕ ял хĕрринче, ăна йĕри-тавра карта тытнă. Ванюкпа амăшĕ вăхăтлă çитнĕ иккен: халăх кунта нумаях мар, тин пухăнать-ха. Шала кĕрсен, вĕсем хăяр сутакан чипер майра çумне пырса ларчĕç. Амăшĕ, çыххине салтса, хăй çумне качакан çурхи çăмĕпе çу чашăкне кăларса лартрĕ.
Пăхкаларĕ-пăхкаларĕ те Ванюк йĕри-тавралла, тĕрлĕ çынна курчĕ пасарта: гимнастерка тăхăннă уксах-чăлах арçынсем те килнĕ иккен кунта, хитре кĕпеллĕ хĕрарăмсем те сахал мар, çĕтĕк-çурăклисем те курăнкалаççĕ. Чылайăшĕ — пасарăн йăли çапла-ши — хĕвелçаврăнăш шĕкĕлчет. Хуппине ăçта сурнине те пăхмаççĕ хăйсем — Ванюксен çăвĕ çине темиçе хĕвелçаврăнăш хуппи ӳкрĕ. Ванюк амăшĕ çавнашкал тирпейсĕрсем еннелле тарăхса пăха-пăха илет, анчах шарлама темшĕн хăяймасть.
Акă вĕсем патне хĕрлĕ тутăр çыхнă пĕр йăкăлти хĕрарăм пырса тăчĕ. Сăнĕпе вăл чăн чăваш. Анчах вăл чăвашла пуплешесшĕн пулмарĕ.
— Что это? — ыйтрĕ вăл, качака çăмне пӳрнипе тĕллесе.
— Это шерç, — терĕ ăна Ванюк амăшĕ.— Пери хороший.
Майра качака çăмне çавăркаласа пăхрĕ.
— Козлиная?
— Ехĕ, кослина.
Хĕрарăм тутăрне тӳрлеткелесе пăрăнсă утрĕ. Çав вăхăтра ун вырăнне тепри пырса тăчĕ. Тутине те, чĕрнине те хĕретнĕ хăй. Тайăла-тайăла услам çу çине йĕрĕнерех пăхса илет. Те хĕвелçаврăнăш хупписене илсе пăрахнă чухне пӳрне йĕрĕ юлни килĕшмерĕ ăнă — пăрăнса кайрĕ. Çак майра кăшт леререх кайсан, Ванюк амăшне хăлхинчен тем каларĕ. Амăшĕ вара чашăкри çу чăмăрккине сиктеркелесе тепĕр май çавăрса хучĕ. Халĕ якарах, хитререх курăнать ĕнтĕ çăвĕ.
Сехет-сехет çурă тăчĕç Ванюкпа амăшĕ пасарта — япалисене вара çаплах сутаймарĕç-ха. Чарăнса, ячĕшĕн тенĕ пек, хакне ыйткалăсçĕ те пăрăнса утăççĕ çынсем. Амăшĕ, пуçне усса, чĕнмесĕр ларать, хушăран хушă хаш! та хаш! сывласа илет. Ванюк çеç шанчăкне çухатмасть-ха. Кам та пулин вĕсем патне пынине курсанах çĕкленет те вăл тавар хакĕсене калама хатĕрленсе тăрать. Анчах çынсем темшĕн çу хакне те, качака çăмĕ мĕн чухлĕ тăнине те пĕлме тăрăшмаççĕ, кăшт-кашт пăхкалаççĕ те пĕр чĕнмесĕрех пăрахса каяççĕ.
Юлашкинчен çапла лара-лара кăнтăрла та çитрĕ, пасар салана пуçларĕ. Çакна курса тăракан Ванюк хуйха ӳкрĕ. «Вăрман урлă хăра-хăра каçни, урана сывлăмпа шăнта-шăнта килни ахалех пулчĕ-ши?» — пăлханса шухăшларĕ вăл. Амăшĕ качака çăмне пуçтаркаласа çыхнине курсан, ывăлĕ те çу чашăкне хăй еннелле туртрĕ.
— Кайăпăр-и? — ыйтрĕ вăл, каяссине пĕле тăркачах.
— Каяс пулать, ахаллĕн каçа юлăпăр, — тавăрчĕ амăшĕ.
— Паян та кукамайсем патĕнче çĕр выртатпăр-и?
— Унтан ытла каяймастпăр пуль.
«Эй, унта утса çитесси пире пĕрре сурмалăх çеç-ха», — тесшĕнччĕ Ванюк, анчах çавăнтах выçă хырăмĕ чăрлама пуçланине туйса илчĕ те нимех те шарламарĕ.
Ванюкпа амăшĕ пасартан тухрĕç те кунтах, инçех те мар, халăх кĕпĕрленсе тăнине асархарĕç.
— Анне, мĕн пулнă? — ыйтрĕ ывăлĕ, шавлă ушкăн еннелле кăтартса.
— Çапăçаççĕ-тĕр, — терĕ амăшĕ, ним пулман пекех аллине сулса.— Вăйĕсем нумай-тăр, çапăçчăрах.
— Атя кайса куратпăр! — амăшне аллинчен тытса, халăх пухăнса тăнă çĕрелле туртăнчĕ Ванюк.
Вĕсем çитнĕ çĕре ушкăн саланмарĕ-ха. Пăхрĕç те варринче салтак гимнастеркипе галифе тăхăннă пĕр арçын тăнине курчĕç; ун умĕнче тутине сăрланă темле хĕрарăм тилĕрсе кайса çухрашать.
— Сысна пек кӳпсе тултарнă! — çĕре лачлаттарса сурчĕ арçынни.— Хĕрарăм пуçупа ӳсĕр сĕтĕрĕнсе çӳретен.
— Сан ĕç çук манпа, — терĕ те хĕрарăм хайхи салтака айккинелле хытах тĕртсе ячĕ. Салтакĕ, хăрах ури уксахран туя тытнăскер, тусанлă çул çине тĕшĕрĕлсе анчĕ, сылтăм аллин пушă çанни пиçиххи хушшинчен тухса кайрĕ. Ванюк амăшĕ, çакна курсан, ахлатсах ячĕ, ушкăн варрине тухса тăчĕ.
— Мĕнле намăс мар сана! — терĕ вăл хĕрарăма хыттăн. — Чунсăр этем!
— Сана тата мĕн кирлĕ кунта! — кăтăрса кайрĕ хĕрлĕ тута. Ун-кун шутласа та тăмарĕ, Ванюк амăшне те тĕртсе ячĕ. Лешĕ сулăнса илчĕ, аллинчи çыххи тусан çине лаплатса ӳкрĕ, Ванюк, килĕнчи сусăрланнă ашшĕне аса илнипе çул çинчи инвалида пулăшасшăн ăшталанаканскер, çу чашки тусан ăшне кĕрсе ӳкнине тӳрех асăрхамарĕ, асăрхасан, хурланнипе кăштах йĕрсе ямарĕ. Чунĕ кӳтсе килнипе, çынсем ан курччăр тесе, айккинелле пăрăнчĕ. Çапах та тӳсеймерĕ, куçне çаннипе шăла-шăла илчĕ.
Кăтăрса кайнă хĕрарăм вăрçă инвалидне çав вăхăтра пушмакĕпе тапрĕ. Халь ĕнтĕ Ванюк та чăтаймарĕ, çил пек вирхĕнсе чупса пычĕ те пĕррех çыртса илчĕ хĕрарăма аллинчен, вара, хăвăрт тарса, амăшĕ хыçне пытанчĕ. Хĕрарăмăн куçпуçĕ алчăраса кайрĕ. Ун-кун пăхкалать, арçын ачана шырать, ыраттарнă аллине ĕме-ĕме илет. Ним тăвайман енне Ванюкăн амăшĕ çине сиксе ӳкрĕ вăл юлашкинчен.
— Халь те кайман-и-ха эс? — кăшкăрчĕ малтан урмăш сасăпа, унтан хăйне чарма хăтланнă хĕрарăмăн тутăрне сӳсе ывăтрĕ, ăна çӳçĕнчен явса илме хăтланчĕ. Çав вăхăтра ывăлĕ амăшĕ хыçĕнчен тепре сиксе тухрĕ те урса кайнă хĕрарăма хыçалтан чĕпĕтсе илчĕ.
— Ах, эсрел, ку шăпани те унăнах-çке! — каллех çухăрса ячĕ сăрланă тута. — Милици-и! Хĕнеççĕ-ĕ! Караул!
Ванюк аяккалла тапса сикрĕ, хĕрарăм ун хыççăн вирхĕнчĕ.
— Вăрă! Тытăр! Вăрă! — кăшкăрать хăй. Тутăрĕ хулпуççи çине шуса аннă, куçĕ тискеррĕн йăлкăшать. Ачана тытас пулсан, тем туса тăкĕччĕ вăл халь. Лешĕ те ниçта кайса кĕме пĕлмест, пухăннă халăх хушшинче чупкаласа кăна çӳрет. Ванюк амăшĕ тусанлă çыххине аллинче çавăркаласа тăрать. Кĕпи арки те, чĕнтĕрлĕ шурă чĕрçиттийĕ те тусанланса пĕтнĕ хăйĕн. Леш хĕрарăм Ванюка ак-ак ярса тытас чухне вăл вĕсĕм еннелле темиçе утăм ярса пусрĕ.
— Тискер хĕрарăм, чарăнмасан çак чашăка пуçна тăхăнтартса ярап, — терĕ вăл, лешĕн çине шăтарасла пăхса. Чăнахах тăхăнтартатчĕ-ши — пĕлме çук, сасартăк вĕсем патне милиционер çитсе тăчĕ.
— Тăхăнтартас мар, — терĕ вăл лăпкăн кăна, Ванюк амăшĕн аллинчен тытса. — Ăна эпир унсăрах чарăпăр...
Милиционер хĕрарăм еннелле çаврăнчĕ.
— Мĕншĕн алхасатăр, гражданка? — терĕ сиввĕн.
— Эпĕ алхасмастăп, — тăнк хытса, хăйне йĕркеллĕрех тытма тăрăшрĕ халь хĕрарăм. Вара Ванюкпа амăшĕ çине пăхрĕ те:
— Ак çаксем çапăçаççĕ, — тесе хучĕ.
— Куртăм-ха, куртăм кам çапăçнине.
Сăрланнă хĕрарăм çӳçне-пуçне тирпейлерĕ те йăл-йăл çиçсе илчĕ, милиционер хăйне ĕненчĕ терĕ пулас, вара такам çĕклесе тăратнă салтак çине пӳрнипе тĕллесе кăтартрĕ:
— Тата çак этем çапăçать.
Милиционера инвалид патне ямарĕç. Ун çулне ик-виçĕ хĕрарăм пӳлсе хучĕ:
— Вăл мар, вăл çапăçмасть... Çак ӳсер Груша пынă çĕртех сулăнса кайрĕ те уксах çынна кăшт çеç ураран ӳкермерĕ. Лешĕ уншăн Грушăна çивĕч сăмахсемпе хытă питлесе илчĕ. Вăт вара пуçланчĕ шăв-шав...
— Ан шавлăр, ан шавлăр, юлташсем, — терĕ милиционер, хĕрарăмсене хуллен кăна айккинелле сирсе. — Иртме парăр мана.
Вăл хăй умĕнче уксах çын аран-аран тĕренкелесе тăнине курчĕ.
— Салтака килне ăсатса ярăр, — хушрĕ тепĕр самантран юнашар тăракансене, вара каллех хĕрарăм патне пычĕ.
— Ăçта вăрру? — ыйтрĕ вăл унран йĕплесе. Хĕрарăмĕ те парăмра юласшăнах пулмарĕ, каллех Ванюк амăшĕ çине тĕллесе кăтартрĕ:
— Амăше — йĕксĕк, ывăлĕ — шăпана.
Çакна илтсен, Ванюк чăтса тăраймарĕ, милиционер умне пырса тăчĕ те:
— Милици тете, — терĕ çирĕппĕн, — вăл хăй пурне те хĕнет. Салтак тетене те шĕвĕр пушмакĕпе тапрĕ... Ман кĕпене те çурчĕ... Çу чашăкне тусан ăшне çапса ӳкерчĕ.
Амăшĕ ывăлне хăй патнелле туртрĕ, айккинелле пăрма шутларĕ, анчах ăна милиционер тытса чарчĕ.
— Ывăл ачу тĕрĕсех калать-и? — ыйтрĕ вăл унран. Ванюк амăшĕ пуçне сулчĕ:
— Ачасене çитермесĕр упранăччĕ, сутса çак ывăла шăлавар илсе парасшăнччĕ, — кĕç-вĕç йĕрсе ярасла каларĕ вăл, — йăлтах сая кайрĕ.
Вĕсем патне каллех темиçе хĕрарăм пырса тăчĕ. Пурте Ванюкпа амăшĕ хутне кĕрсе пуплеме тапратрĕç.
— Çу чашăкне çак якăлти сирпĕнтерсе янине хамах куртăм, — терĕ пĕри, питне-куçне хитрелетсе тăракан ӳсĕр хĕрарăм çине çиллессĕн пăхса. — Çу хакне тӳлеттермелле ăна. Чим-ха, салтса пăхар-ха, хытах вараласа пĕтернĕ-и?
Тутăрпа чĕркенĕ чашăка хăпăл-хапăл салтса пăхрĕç те çу çиелтен кăна тусанпа кăшт вараланнине курчĕç.
— Мĕн хакпа сутасшăнччĕ? — ыйтрĕ шлепке тăхăннă ватах мар арçын.
— Çынсенчен хаклă мар ĕнтĕ, — терĕ те Ванюк амăшĕ çу хакне каларĕ. Шлепкеллĕ арçын вара Ванюк амăшне сутлашса тăмасăрах укçа кăларса пачĕ, чашăкри çăва, хаçатпа чĕркесе, хăй сумкине чикрĕ.
Урасăр салтака кӳрентернĕ хĕрарăм ним шарламасăр айккинелле пăрăнма хăтланчĕ, анчах çакна милиционер çийĕнчех асăрхарĕ.
— Гражданка! Ан васкăр. Вăррине тытман-ха эпир, — терĕ вăл ытарлăн. — Милицие кайма тивет сирĕн.
— У-у, намăса пĕлменскер, кĕрт йытти! Инвалид салтака хĕрхенмест! — хĕрлĕ туталлă хĕрарăм çине йĕрĕнсе пăхрĕç çынсем.
Милицире ĕç пĕтерсен, Ванюкпа амăшĕ магазина кĕрсе пĕр шăлаварлăх пусма туянчĕç те килелле утрĕç. Чылайччен чĕнмесĕр пычĕç вĕсем. Шуршывран тухсан тин пĕр-пĕрин çине пăхрĕç те йăвашшăн, ăшшăн кулса илчĕç.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...