Асран тухмастăн эс, Штанаш!
Умра — кив ял, пураллă шкул.
Чунрах-ха вăл, ялан асра,
Пире вăл пачĕ чиксĕр мул…
Пулса курам-ха çав касра.
Çул уçрăн эсĕ, Штанаш,
Çунат та патăн, вăштăрах,
Ир-каç чупатпăр вăш та ваш.
Çулсем ак вĕçрĕç шăкăрах.
Шутлатăп эп, пĕлмес миçен
Çак йăваран инçе вĕçейнĕ?
Ун пилĕпе ӳссе, çиçсе
Миçе ăру-никам виçеймĕ?
Умра кив ял, вĕреннĕ шкул.
Чунрах-ха вăл, ялан асра —
Мĕн-ма тесессĕн пачĕ мул…
Тепре пуласчĕ çав касра.
* * *
Мăн çут çинче кив шкул вырнаçнă.
Сăн -пичĕпе чуна туртать.
Вăхăт чуппи, манпа калаçнăн,
Историе яри уçать,
Класа учителĕмĕр кĕчĕ.
Тум-çумĕ тап-таса, хитре.
Садри улма пекех ун пичĕ,
Вылять йăл кулă çав питре.
«Сывах-и, тусăмсем-атьсемĕр,
Епле чупатăр?... Лайăх-и?
Пуçланчĕ сирĕншĕн çĕн ĕмĕр. —
Сире сунатăп чи пахи.
Сирĕн умра халь уçă алăк —
Юмах тĕнчи инçе чĕнет,
Унта çитмешкĕн йывăр, паллă,
Çитсессĕн ыр çăтмах кĕтет.
Вăл çăтмаха ПĔЛӲ тееççĕ.
Вăл ылтăнран та хаклăрах.
Унпа çӳл тӳпере вĕçеççĕ
Этем те пулĕ вăйлăрах.
Пĕлӳ илсен, хăвах сисетĕн,
Тĕнче те анлăн курăнать.
Ун вĕçĕ çук-таçта çитетĕн, —
Сан пурнăçу çăмăлланать…»
Мăн çут çинче çĕн шкул вырнаçнă.
Шур кирпĕчрен.Кăчăк туртать,
Ыр кăмăлпа, туспа калаçнăн.
Сар алăкне яри уçать.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...