Сурăхури
Сурăхури кĕтнĕ чух
Яш-кĕрĕмсем, хĕрĕсем
Салат-хăмла пухаççĕ,
Кшарни сăри тăваççĕ.
Пускилтен те пускиле
Кĕрпе-çăва чĕреспе
Мĕн панине пуçтараç,
Кшарни пăтти пĕçереç.
Сурăхури çитсессĕн,
Тĕттĕм пулсан, каçпала,
Ачи-пăчи, савăнса,
Шӳнĕ пăрçа çиеççĕ.
Вĕт-шакăрсем урамра,
Лăстăк-лăстăк лăскаса:
«Сурăхури, сурăхури!
Пĕри путек, пĕр така!» —
Тесе, хытă кăшкăрса
Ырми-канми чупаççĕ.
Каччăсемпе хĕрĕсем
Кшарни сăри ĕçеççĕ.
Кшарни пӳртне яш-кĕрĕм
Кĕрсе тулнă туллиех...
«Тав сана та пыл сана —
Тĕппи курка, Веруççи!» —
Сăра лайăх тунăшăн
Курки тĕпне виç кĕмĕл
Анса выртать çуталса
Савнă Веруç кăмăльшĕн.
Ваня куçĕ Веруçа
Çитмĕл çиçет минутра.
Веруç куçĕ Ванюка
Ăшшăн пăхать вăтанса.
Ники-ники хут купăс —
Пĕве-сие çăмăллăх.
Лăстăк-лăстăк силленсе
Тăпăр-тăпăр тутарни —
Ура тупань туптани.
Вĕттĕн-вĕттĕн пусни те —
Çпата тĕпне якатни...
Иртет паян кăшарни
Аслă Кавал ялĕнче...
Ай ну, май ку! Çамрăксем
Ыран айтăр нартума
Спектакле кайăпăр!
«Лутра шĕшкĕ, сар мăйăр»
Хатĕрленĕ юрлама.
«Çула тăрăх анама»
Тутăр сулса юрлăпăр.
Ватăсем те яшăсем,
Каç пулсанах, хăй çутсан,
Клуба пурте пухăнăр.
Хальхи пурнăç çинчен те
Ик-виç сăмах илтĕпĕр.
Шухăшсем
Discover everything you need to know abo...
Get a complete overview of CaptainCooks ...
We specialize in reviewing online casino...
Our website offers a complete guide to S...
Get a complete overview of CaptainCooks ...
Discover everything you need to know abo...
Our website offers a complete guide to S...
We specialize in reviewing online casino...
Discover how our AI can skyrocket your C...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...