Тинĕсри пурнăç


Çуллахи каникулта эпир çемьепе тинĕс хĕрринче кантăмăр. Пĕрре каçхине ман çывăрас килмест, пăчă. Эпĕ урама тухрăм, тинĕс хĕррине кайрăм. Каçĕ çутă, лăпкă. Шыв хĕрринче Никам та çук. Эпĕ пĕр утăм турăм та çунатсем тухрĕç. Тепĕр утăм турăм та ура вырăнне хӳре пулса тăчĕ. Виççĕмĕш утăм турăм та вутăш пулса тăтăм.

Шыв айĕнче шыв курăкĕ питĕ нумай. Раксем, шыв лаши, тинĕс çăлтăрĕ, медуза, тĕрлĕ тĕслĕ пулăсем, тимĕр шапа, дельфинсем пур. Эпĕ пĕрремĕшех хăрарăм, кайран вара пулăсемпе калаçма пуçларăм. Атте те унта вутăш, анне те. Вĕсем телевизор курса лараççĕ. Эпĕ унта тепĕр вутăшсене куртăм. Вĕсем шкула çӳреççĕ. Тинĕсре карап пур. Унта ылтăн тултарнă арча, мушкетёр рапири, сехет, тата ытти те пур. Тинĕсре тата лавка, тĕрлĕ çуртсем пур. Манăн пӳртре хамăн пӳлĕмре арчара резинка, браслет, лак, пилка, помада, пудра, тĕкĕр, çĕрĕ, духи нумай. Пӳлĕмре ман кровать, лампа, кĕнексем, тетрадьсем, сĕтел-пукан, тĕрлĕ тĕслĕ ручка пур. Урамра эпир футболла, лапталла, казахла вылятпăр. Тинĕсре кушаксем, йытăсем калаçаççĕ. Тинĕсрех клубсем, ресторансем, пур. Каçхине пытанакла вылятпăр. Киле кайнă чух хăрамалла.

Пĕррехинче вутăшсен кунĕ пулчĕ. Эпир пурте хитре тăхăнтăмăр. Ертӳçĕ вут хума каларĕ. Арçынсем часах кăвайт чĕртрĕç. Хĕрарăмсем апат — çимĕç пĕçерсе килчĕç. Кайран эпир клуба кайрăмăр. Клубра савăнтăмăр. Вун пĕр те эпир киле килтĕмĕр. Аннепе атте мана вăрçмарĕç. Ирхине тинĕс шăп пулчĕ. Шкула эпĕ часах çитрĕм пирĕн учитель — дельфин. Уроксем хыççăн эпĕ магазина кĕтĕм. Унта мĕн кăна çук пуль! Тулта эпĕ кушакпа вылярăм. Кайран вара дельфинпа ярăнма кайрăм. Дельфин мана çыран хĕрне леçсе хăварчĕ. Вăранса кайрăм та — эпĕ çыран хĕрринче ларатăп иккен. Киле кĕрсе вырăн çине выртрăм.

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-12-02 18:27:46):

Тинĕсĕ чăнах та асамлă. Шел, тĕлĕк кăна пулнă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: мухтамаллах   мар | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: