Герман Николаевич Желтухин 1945 çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче Куславкка районĕнчи Туканаш ялĕнче çуралнă. 1963 çулта Тĕрлемесри вăтам шкула пĕтернĕ те И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. 1964-1967 çулсенче Совет Çарĕнче пулнă. 1971 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. «Коммунизм ялавĕ» (халĕ «Хыпар») хаçатра, Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçленĕ. 1981 çултанпа — «Тăван Атăл» журналта: литсотрудник, пай редакторĕ, яваплă секретарь, тĕп редактор, шеф-редактор. Çав вăхăтрах, 1995 çултанпа Чăваш патшалăх университенĕн журналистика факультечĕн доценчĕ.
1977 çултанпа Раççей журналисчĕсен союзĕн, 1989 çултанпа Раççей писателĕсен союзĕн членĕ. Малтанхи сăвви Куславкка районĕнчи «Ленин ялавĕпе» хаçатра 1958 çулта пичетленнĕ. Вунна яхăн кĕнеке кăларнă.
Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Виçĕ медале тивĕçнĕ. Журналистсен союзĕн Çемен Элкер премийĕн лауреачĕ.
Хайлавĕсем
Хушма каçăсем
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...