Мĕтри Юман
Мĕтри Юман (Дмитрий Петрович Петров) 1885 çулхи юпа уйăхĕн 13 (25)-мĕшĕнче Тăхăрьял тăрăхĕнчи Пӳркел салинче (хальхи Тутар Республикинчи Пăва районĕ) çуралнă. Ялти шкулта, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче (1899—1905) вĕреннĕ, Кăнна Кушки шкулĕнче ĕçленĕ. Социал-революционерсен (эсерсен) партине кĕрсе çĕрпе ирĕклĕхшĕн кĕрешекен хресчен союзне йĕркелеме тытăннă. 1906 çулта ăна шкултан кăларса янă. Тӳре-шара йĕрлесех тăнă пирки унăн ĕç вырăнне пĕрмай улăштарма тивнĕ.
1913 çулта Мĕтри Юман экстерн йĕркипе гимназире экзамен тытса аттестат илнĕ, Мускав университечĕн историпе филологи факультетне философи уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Çак вăхăталлах юриспруденцие те вĕреннĕ, нимĕç, француз, грек, латин, тĕрĕк чĕлхисене ăса илнĕ, акăлчанла калаçма хăнăхнă. Вĕренӳ çулĕсенче тĕрлĕ хаçатсене çырса тăнă. Анчах пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçланнипе университета вĕренсе пĕтерме май килмен: ăна патша çарĕн поручикĕ туса хунă.
1921 çулта Чăваш облаçĕн ревкомĕ чĕннипе Д. П. Юман Шупашкара, Чăваш автономилле облаçне, ĕçлеме куçса килнĕ. «Чăваш календарĕ» кăларнă, «Ĕмĕрне паллă çул» повесть, «Укăлча касси» драма, «Колхоз новеллисем» çырнă. Çыравçă 1939 çулхи нарăсăн 18-мĕшĕнче Çĕпĕрте вилнĕ.
Мĕтри Юман 1936 çултанпа СССР Писателĕсен союзĕн членĕ пулнă. 1997 çулта унăн «Суйласа илнисем» кĕнеки тулли кăларăмпа пичетленсе тухнă.
Хайлавĕсем
- Атăл калавĕ | Повесть | 1933 | 94 834
- Пӳлĕх йăмри | Калав | 26 660
Шухăшсем
Tired of low website traffic? This video...
Which keywords and locations matter most...
Watch this if you are struggling to get ...
Get increased leads for your chuvash...
Struggling to get targeted leads to your...
Discover the beauty waiting just for you...
Which keywords and locations matter most...
Which keywords and locations convert bes...
Which keywords and locations convert bes...
Which keywords and locations do you need...