Сергей Павлович Юшков Чăваш Республикин Етĕрне районĕнчи Атăлкасси ялĕнче 1918 çулхи юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Палтайри вăтам шкулта, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ.
1941-1943 çулсенче Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă. Аманса таврăннă хыççăн аспирантурăра вĕреннĕ, диссертаци хӳтĕлесе филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕн ятне илет, 1987 çулччен Шупашкарти аслă шкулсенче ĕçлет.
Сергей Юшков кĕнекисем 1970-мĕш çулсенче пичетленме тытăнаççĕ. Сăвăсемпе поэмăсен пуххисем хушшинче «Çулăмлă çулсем» тата «Пурнăç тӳпинчен» кĕнекесем палăрса тăраççĕ.
Çыравçăн вăрçăри паттăрлăхне Тăван çĕршывăн аслă вăрçин 2-мĕш степеньлĕ орденĕпе тата медальсемпе палăртнă.
1991 çултанпа РФ писателĕсен союзĕн членĕ пулнă. С.П.Юшков 2006 çулхи çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче вилнĕ.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Get a complete overview of CaptainCooks ...
Discover everything you need to know abo...
Our website offers a complete guide to S...
We specialize in reviewing online casino...
Discover how our AI can skyrocket your C...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Discover everything you need about onlin...
Stay ahead in online casino Nederland...
1...
6...