Максим Ястран (Максим Григорьевич Григорьев) 1916 çулхи çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Вăрманкас Юнтапара чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Ассакассинчи колхоз çамрăкĕсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн 1932-1935 çулсенче Шупашкарти медицина рабфакĕнче вĕреннĕ. 1936-1939 çулсенче поэт «Пионер сассипе» «Çамрăк большевик» хаçатсен тата «Хатĕр пул» журнал редакцийĕсенче, 1940-1941 çулсенче республикăри Халăх пултарулăх çуртĕнче ĕçленĕ. Çав вăхăтрах Мускаври А.М.Горький ячĕллĕ Литература институтĕнче вĕреннĕ.
Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçлансан М.Ястран «Чăваш коммуни» хаçат редакцийĕн районсене тухса çӳрекен корреспонденчĕ пулнă. 1942 çул пуçламăшĕнче фронта кайнă. Çав çулах Сталинград патĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.
Поэт çырнисене халиччен виçĕ кĕнеке туса кăларнă: «Хĕрлĕ çăлтăр» (сăвăсем, 1940), «Çĕнтерӳ ялавĕ» (сăвăсем, 1941), «Лирика» (1964).
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Get esports predictions backed by data, ...
Get esports predictions, CS2 predictions...
Get esports predictions, CS2 predictions...
Get esports predictions backed by data, ...
1...
6...
6...
1...
Think of Vantovo as a scout working your...
Why keep throwing money at paid ads that...