Акăш Ваçли
Василий Иванович Лебедев (Акăш Ваçли) 1813 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашра пуп кил-йышĕнче çуралнă. 1836 çулта Хусанти тĕн семинарийĕнчен вĕренсе тухнă. Питĕрти медицинăпа хирурги академине пĕтернĕ хыççăн çар врачĕ пулса тăнă, шалти ĕçсен министерствин учрежденийĕсенче вăй хунă. Чылай вăхăт В.Лебедев Питĕрте пурăннă. Вăл хăçан вилни паллă мар.
XIX ĕмĕр варринче В.Лебедев тĕрлĕрен журналта статьясемпе очерксем пичетлет: «Западный берег Каспийского моря при Петре Великом», «Поход Петра Великого в Персию», «Предания чуваш», «Симбирские чуваши», «Звериная ловля у симбирских чувашей», «0 чувашском языке» тата «Общественные гулянья и празденства г.Казани». Поэзире В.Лебедев «Чăваш эпир пултăмăр...» (иккĕмĕш ячĕ «Пирĕн телей») сăввипе палăрса юлнă. Ку сăвва автор хăех вырăсла куçарнă.
Хайлавĕсем
- Пирĕн телей | Сăвă | 1842 | 788
Шухăшсем
Когда речь идет о ремонте, выбор правил...
Tired of juggling social media without t...
Boost your Chuvash website’s traffic wit...
Наша компания - это ключ к вашему идеал...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...