Анатолий Александрович Цветков (Анат) 1923 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче хальхи Вӑрнар районӗнчи Чиркӳллӗ Хапӑсра ҫуралнӑ. Ялти шкул хыҫҫӑн 1938—1942 ҫулсенче Вӑрнарти зооветтехникумра ветеринари уйрӑмӗнче вӗреннӗ, экзаменсем вӗҫленнӗ-вӗҫленмен ҫар ретне тӑнӑ. Пулеметчик, танк механик-водителӗ, радист пулма хатӗрленнӗ. Ҫур ҫултан тӑшманпа Сталинград фронтӗнче ҫапӑҫнӑ. Вун тӑххӑрти стрелок-радист йывӑр аманса вунӑ уйах тӗрлӗ госпитальсенче сывалнӑ. 1943 ҫулхи октябрьте киле таврӑннӑ. Техникумра илнӗ пӗлӗвне кура кӳршӗллӗ икӗ колхозра ветеринар тата зоотехник пулса ӗҫленӗ. Пединститутра чӗлхесене тӗплӗ шӗкӗлченӗ. 1951 ҫултанпа мӗн пенсие тухичченех Хапӑсри вӑтам шкулта ачасене чӑваш тата вырӑс чӗлхисене вӗрентнӗ.
А. Анат сӑввисене чӑваш композиторӗсем юрра хывнӑ, вӗсем самай сумлӑ кӗнеке калӑпламалӑх пухӑннӑ. Цветков хушаматпа палӑртнӑ кулӑшсем, юптарусем журналсенче час-часах пичетленнӗ.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...