
Гаврил Федорович Федоров 1878 çулхи пуш уйăхĕн 17(29)-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Шупашкар уесĕнчи (халĕ Шупашкар районĕ) Томаккасси ялĕнче çуралнă. 1888—1891 çулсенче вăл Толик Хураскинчи тиечук патĕнче, унтан Шуркассинчи шкулта вĕреннĕ. Ялта хресчен ĕçĕпе пурăннă: карçинккасем çыхнă, платникре çӳренĕ, Атăл çинче бурлакра ĕçленĕ т. ыт. Вăл хăйĕн асĕнче 750 юрă ытла тытнă, вĕсене тĕпчевçĕсене 1932, 1949—1950 çулсенче çыртарнă. Час-часах акатуйсенче, тĕрлĕ уявсенче, радиопа юрланă. Юрăçă хăй те сăвăсем хайланă, вĕсене тахçан илтнĕ кĕвĕсемпе юрланă. Паллăрах кĕнекисем: «146 песен, записанных от Гаврила Федорова С. Максимовым, Ф. Павловым, В. Воробьевым и Т. Парамоновым» (Чебоксары—Москва, 1934), «Чăваш халăх юррисем. Гаврил Федоровран çырса илнĕ 620 юрă-кĕвĕ» (Шупашкар, 1969).
1962 çулта çĕрĕ кĕнĕ.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Tired of low website traffic? This video...
Not getting enough leads for Chuvash Org...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...