Хумма Çеменĕ
Хумма Çеменĕ (Семен Фомич Фомин) Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕнче 1903 çулхи авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш, Шăхасанти икĕ класлă, унтан ялти икĕ сыпăклă шкулсенче вĕреннĕ. 1920 çулта Хусанта тухса тăракан «Канаш» хаçат редакцине тăлмачă ĕçне вырнаçнă, ĕçленĕ вăхăтрах çĕр йĕркелӳ техникумĕн каçхи уйрăмĕнче вĕреннĕ. Хаçатăн литература сотрудникĕ, пай заведующийĕ, ответлă секретарĕ тата редактор çумĕ пулса ĕçленĕ. 1926 çулта Вăтам Азипе Кавказри çĕршывсене çитсе курнă. Пĕр вăхăт Ашхабадра тухса тăракан «Туркменская искра» хаçат редакцийĕнче вăй хунă. 1927–1932 çулсенче Шупашкарти типографире корректор ĕçĕсене туса пынă. 1932–1936 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствинче илемлĕ литература кĕнекисене редакциленĕ. Йывăр чирлесе пурăннă хыççăн вăл 1936 çулхи авăн уйăхĕн 25-мешĕнче вилнĕ.
Хумма Çеменĕ калавсемпе сăвăсем, повеçсем, роман, очерксемпе статьясем çырнă, вырăсларан чăвашла Н.Некрасов, А.Кольцов, А.Фет, Ян Райнис, Г.Тукай, У.Уитмен, В.Гюго, Д.Рид тата ытти çыравçăсен хайлавĕсене куçарнă. «Выçлăх çул» ятлă пĕрремĕш калавĕ 1923 çулта пичетленсе тухнă.
Хумма Çеменĕ 1934 çултанпа СССР Писателĕсен союзĕн членĕ пулнă. Паллăрах кĕнекисем: «Юрă-сăвăсем» (1922), «Выçлăх çулсем» (1924), «Ача чухнехи» (1931), «Суйласа илнисем» (1960), «Штрум» (1975), «Пирĕн вăй» (1982); вырăсла — «Воскресение Орфея» (1987).
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...