
Юхма Мишши — чăваш çыравçи, сăвăçи, драматургĕ. 1936 çулхи акан 10-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Сăкăтра çуралса ӳснĕ.
Патăрьелĕнчи вăтам шкулта, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлӳ пухнă. Шкулта ачасене вĕрентнĕ, пĕр хушă Чăваш кĕнеке издательствинче редакторта ĕçленĕ.
Паллăрах кĕнекисем: «Çăлтăрсем чĕнеççĕ» (1965), «Мускав çулĕ» (1966), «Эльпи чечекĕсем» (1969), «Кăвак çĕмрен» (1971), «Еткер» (1986), «Термен» (1990), «Анне çăкăрĕ» (1991), «Атте пахчи» (1992), «Авалхи чăвашсем» (1996).
Юлашки çулсенче çыравçă «Хуркайăк çулĕ» ятлă историллĕ романсен ярăмпа ĕçлет.
Шухăшсем
Attract additional leads for your chuvas...
I've been exploring terpene-based produc...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...