Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

СалампиПепке çуралсан...ТаркăнВӗре ҫӗленСӗве Атӑла юхса кӗрет. Пӗрремӗш кӗнекеЯл калавĕКулăшла калавсем

Чăваш Енре паян çуралнă кун


Ватă Атăл-хуна

В.Ахуна – асăнса

 

Чăваш Енре паян

çуралнă кун.

Пире çĕрле

салют курма сĕнеççĕ.

Çитет хыпар,

çук пулнă-мĕн Ахун.

Салют та мар халь –

çăлтăрсем сӳнеççĕ.

 

Мĕне сиссе

ытла ӳкеççĕ-ши?

Ку – халăха пӳрни,

кĕтен кун-çул-тăр…

Çине-çинех кайсан

Ахун йышши

Пуласлăхра чăвашлăхшăн

кам çунтăр?

 

Ват Атăл пăрахать

хум хыççăн хум,

авланайман яшсем

шыва кĕреççĕ.

… Паян Чăваш çĕр-шывĕн

тунăкун.

Çĕрле çĕр тупăран

вут-хĕм переççĕ.

 

24.06.2007

Гвардеец ӳкрĕ


Пулчĕ вăйлă çапăçу кунта.

Тупăсем чĕтретрĕç сăрт-тăва,

Ирĕлми пăра вата-вата

Çавăрчĕ шарлак юханшыва.

 

Тăшмансем арканчĕç чăл та пар.

Çук, тарма юлмарĕ пĕр сукмак.

Пур енчен çунтарчĕ вут-кăвар.

Пулчĕ хĕсĕк вар та çулăмрах.

 

Фашшистсен виллисене вара

Çăтрĕ тĕпсĕр, тарăн чул çыран.

Çĕнтерӳ çывхарнă вăхăтра

Пĕр гвардеец ӳкрĕ ураран.

 

Ĕмĕрлĕх куçне хупас чухне,

Пурнăçне суран сӳнтернĕ чух,

Ыталарĕ каччă çĕр питне —

Тăшмана нихçан та парас çук.

 

Савнă вăл хĕвеллĕ çĕршыва,

Ĕçлеме юратнă ачаран.

Телейне, тата юратăва

Вăл тăшманăн мăшкăлĕ туман.

 

Вилнĕ чух та вăл чĕри çинче

Тытрĕ хаклă сăнӳкерчĕке.

Пăхрĕ çивчĕн каччă куçĕнчен

Çав ӳкерчĕкри хитре пике.

Пушаннă килĕм-çуртăм, каçарсам, каçар...


Пушаннă килĕм-çуртăм, каçарсам, каçар,

сана кая юлса асилтĕм пулĕ.

Халь каччă мар эп ĕнтĕ, - кукшаланнă ар.

Пĕр çакăнта ман кăмăлăм йăлт тулĕ.

 

Сăваплă пӳртĕмпе асамлă вырăнсем,

кунта тăванăмсен тухайнă чунĕ,

кунти тавралăхра çӳреççĕ пуль вĕсем.

Çитсессĕн вăхăт ывăлне те чĕнĕç.

 

Пурнасчĕ-ха татах та, саншăнах, аннем.

Ху ватлăхна кĕричченех куç хупрăн,

леш тĕнчере кăна, тен, канăç тупрăн.

Ман саншăн та пурнасчĕ, пурнасах теем.

Кунта мунча ларатчĕ. Пĕр ирпе унта

Турри тăвансене çĕн кайăк панă,

тем сăлтавпа çав ачанне вăл çакăнтах

ури çине лартайнă пысăк паллă.

 

Лапки пулманччĕ те ытла çӳллех,

унтан ӳксен ураçăм мăкăлтаннă.

Ларасчĕ тĕк тесе вăрçап хама каллех.

Мана, тен, Турă чăн та сакăлтанă?

 

Элкер ентешĕме, унтан Хусанкая

чылай малтан туя тыттарнă Турă.

Чăвашлăх хирĕнче юлассăм çук кая,

çырса курманччĕ-ха хальччен халтура.

 

Састашĕ ăнăçсăр. Ыйтатăп каçарма.

Малалла

Пире кăштах синкерлĕх кирлĕ...


Пире кăштах синкерлĕх кирлĕ,

унпа кăна поэзи кĕрлĕ,

юну та пулĕ хĕп-хĕрлех…

Кирлех синкерлĕх кăшт, кирлех.

 

16.06.2007.

Хыçсăмах


Йышлă пулнă сумлă пикесем,

Пĕринчен тепри вĕсем сăваплă.

Мĕн тери илемлĕ ячĕсем!

Мĕн тери хăйсем мухтавлă, чаплă!

 

Тивĕç пулнă тĕрлĕ патшана,

Ят яман тĕнче умне тухсассăн.

Эй, тăванăм! Çĕклеме чуна

Тăтăшраххăн вĕсене эс асăн.

Çитеймен-тĕр шухăшăм çавăрса хума...


Çитеймен-тĕр шухăшăм çавăрса хума,

ватăлмасăр пурăнăп теттĕм пуль хама.

 

Пĕр ларса шутлатăп та паянхи куна –

юрату та, пурнăç та вăхăтлăх кăна.

 

Иртсе кайнă хыççăн тин çак кĕрет пуçа,

тĕлĕк курса пурăннăн халь уçап куçа.

Кашни кун ман кĕрешӳ теттĕм эпĕ те.

Ку мелпе пурнать чĕр чун, пурнĕ упăте.

 

Çитĕнтерĕ кайăк та чĕпĕ йăвара.

Çыншăн пурăннин пайти çакă-ши вара?

 

Йăвана чĕп таврăнмасть, çыншăн кил – тĕппи.

Пирĕн çĕр çинчи пайта урăхрах эппин.

Тăван кил, атте-анне паччăр пире пил,

халăхăмăрăн чĕлхи, эс нихçан ан вил.

 

Чăн чăваш, вут куçупа тĕнчене тĕлле –

Çеçпĕлтен çитен хĕлхем пултăр ман тĕллев.

Юрату та, пурнăç та хыçăма юлсан,

Халăхăмăр, эсĕ çеç вилĕмсĕр пулсам!

 

14.06.2007.

В.А. Мукина


Кун-çул сехечĕн йĕппине

шăп вăтăр çул калла куçартăм.

Мускав. Пухаттăм ăс. Яш-ар та, –

çук арăм. Вилнĕччĕ аннем.

 

Кун кунласа, çĕр çĕрлесе

чăваш сăввин çулне йĕрлеттĕм.

Кăштах канса илес тесе

ентеш-студентсемпе сĕрлеттĕм.

 

Сĕрлеттĕмĕр вĕллери пек,

кĕç-вĕç ярассăн вăйлă çăвăр.

Ăшра Мускав та пулнă тăвăр,

вĕçесшĕн пулнă тĕнчипех.

 

Чăваш аваллăхĕ, хальхи

çурхи чечек пек илĕртетчĕ.

Хăш-хăш пире йĕрлет те тетчĕ

йывăç пӳртре пурнан Айхи.

 

Йĕрлетчĕç паттăр Кашкăра,

Шупашкарта хытах шавлатчĕç.

«Алран кайми» унпа юрлатчĕ

студент таврашĕ Мускавра.

 

Любимов гобойçăпала

симфониçĕ Мих. Алексеев

кĕрекере пĕрле лексен-и? –

Упăтерен чăваш пулан.

 

Çу уйăхĕн ум вырсарни

пире пĕр вил тăпри пуçтарнă,

Унта аса илӳ юхтарнă,

пулман-тăр хыттăн калаçни.

 

Мăн кун чухнехи пек таса,

ăшра, чунра сăвап туятăп.

Хĕрес енне пуçа таятăп

Малалла

Хама нихçан поэт темен эп...


Хама нихçан поэт темен эп,

медаль-ятсем илмен, çакман.

Вĕрентекен тесен именĕп,

ун пек хевте пачах çук ман.

 

Калем кăна пулайтăр çивчĕ,

унпа хут тĕнчине чăмас…

Пуласчĕ ман ырми тĕпчевçĕ,

тата пуласчĕ ЧĂН ЧĂВАШ.

 

12.04.2007.

Г.И. Федорова


Тулта шатăртатмасть халь нарăс,

вĕçмест чакак хыпар туса.

Çапах пуçтарăнтăмăр харăс

саламламашкăн çак туса.

 

Кун таврăнсассăн юп илейĕ

ӳсен-тăран, мĕнпур чĕр-чун.

Пĕр вĕçĕм килчĕ юбилейĕ,

пĕрин, теприн… Ак халĕ ун.

 

Çак Çыннăн. Унăн çӳçĕ шурă,

Çапах хăйне хумасть мăнна.

Якур та, Герги те Жора

Тесе чĕнеççĕ мĕн ăна.

 

Хĕветĕр Уçăпĕ – ун ашшĕ –

Укçа министрĕ пулнăран

Якур та çитĕнмен мăран,

Курманнине çитсе курасшăн.

 

Килти ати-апай халалĕ

Ăна çитернĕ Канаша.

«Учитель мар, пулап филолог» -

Çакна хывайнă вăл ăша.

 

Филолог кăна мар. Философ

пулайрăн тăтăн эс паян.

Чăвашшăн эсĕ пултăн Лосев,

эс пуррипе эпир пуян.

 

Пулмасть ялан кĕсре те пĕтĕ -

хăçан çĕн шухăшу сан пĕтĕ?

Теорилле истори çыр,

ăна вĕçличченех ан ыр.

 

Тĕпчевçĕн тинĕсĕ пĕрре,

вăл çех кĕтет, чĕнет пире!

Тулта тăманлă, юрлă нарăс,

карнайтăр чĕрӳнте шур парăс.

Малалла

Тăван чĕлхемĕр


Анне сĕчĕ пек сĕтеклĕ

ачаран тăван сăмах.

Вăл пуртан эпир тĕреклĕ,

пурăнатпăр уншăнах.

 

Вăл пулсан кашнин çунат пур,

Çĕкленетпĕр тӳпене.

Уншăнах эпир çунатпăр,

хыптаратпăр чĕрене.

 

Эй, ăш пиллĕхлĕ чĕлхемĕр,

аннесемĕр сĕчĕпе

Юрнăскер, эс ĕмĕр-ĕмĕр

Янăра пур тĕнчипе.

■ Страницăсем: 1... 744 745 746 747 748 749 750 751 752 ... 796