Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томÇич çунатлă куракТутимĕрПурăнас килетХуркайăк çулĕЧакăл-туУй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ

Ютшӑннӑ юлташа


Тăван пек туслăн ӳснĕччĕ эпир,

Хутран çĕлен, хитре карап туса.

Каяттăмăр çулла хĕвеллĕ ир

Çырла татма, алла пурак тытса.

Ачалăх иртрĕ... Эс ялтан инçе.

Вуникĕ çул кунта пулмарăн эс.

Йĕрсем выртаççĕ пуль çамку çинче —

Паллаймĕ те сана тăван кĕтес.

Шăп ултă çул çырмастăн ман пата.

Ал султăн эс çуралнă вырăна.

Чылайăш манчĕç ят-шывна ялта —

Аса илет куллен пĕр çын кăна.

Вăл — сан аннӳ. Вăл, ырă чунлăскер,

Сан сăпкуна сиктернĕ, шеремет.

Ватăлнипе хăлхи хупланнăскер,

Туйипеле кăштăртатса çӳрет.

Вăл чарăнса тăрать, мана курсан,

Хуллен ыйтать салхуллă сасăпа:

«Хăть сан пата çырать-и ывăл ман?

Эп илменни тăватă çул шăпах...»

Шап-шурă пысăк тутăр кăларса,

Йĕпеннĕ куçсене шăлса илет...

Юлташ! Çак вăхăтра сана тупса

Аннӳ умне ман тăратас килет!

Вара мĕнле куçпа пăхайăн-ши

Хăвна ӳстернĕ кăмăллă çынна?

Юлташлăха чунпа эс туйнă-ши?

Тăван аннӳ каçарĕ-ши сана?

«Саркайӑкӑм, саркайӑк...»


Саркайăкăм, саркайăк,

Чипер-чипер саркайăк,

Садран сада вĕçсе,

Ан мухтансам, тархасшăн,

Пуçна ан йăт мăнаçлăн,

Хитре юрлап тесе.

Саркайăкăм, саркайăк,

Чипер-чипер саркайăк,

Асра тытсам ялан:

Юрлать-çке шăпчăк-кайăк,

Юрлать татах та лайăх,

Сасси каять ян-ян...

«Пире тахçан яланлăхах хăратнă...»


Пире тахçан яланлăхах хăратнă;

Нумай пăхтарнă вилĕм куçĕнчен.

Тен, çавăнпа эпир ытла та шăппăн,

Асăрханса пурнатпăр çĕр çинче?..

 

Вилме пултарнă, пурпĕр чĕрĕ юлнă...

Малах васканă, вилĕме çĕнсе...

Эпир, чăнах та, — вăйлă, аслă халăх!..

Анчах — ытла йăваш, сăпай çынсем.

 

Тăван çĕршывшăн пурнăçа паратпăр,

Пĕр тăхтаса тăмасăр, хаваспах.

Ĕçленĕ чух эпир канма пĕлместпĕр.

Тен, халĕ те пĕтместпĕр çавăнпах?..

 

Эпир, чăнах та, — вăйлă, аслă халăх,

Анчах — ытла йăваш, сăпай çынсем.

Çук, эпирех пурнатпăр питĕ тĕрĕс:

Малах васкатпăр, вилĕме çĕнсе!

Чап


«Марс» колхоз председателĕ Сергей Арсентьевичпа унăн бухгалтерĕ Данил Петрович, пирус мăкăрлантарса, чӳрече витĕр ферма енне пăхса лараççĕ. Лере, МТФ умĕнче, Анюк дояркăна ферма заведующийĕ Сантăр паян çупа сĕте бидонсем çине тултараççĕ.

— Май киле-ет! — тет Сергей Арсентьевич, тутине пĕçертсе илнĕ пирус тĕпне кĕтесри таз çине вăркăнтарса. — Пăхса тăр, эхер те леçме иккĕшĕ ларса каяççĕ пулсан, эпĕ калани тĕрес пулать. Вĕсем çураçнă! Çураçнă-тăк, çырăнмасăр таврăнмаççĕ. Эппин, ним хăрамалли те çук...

— Темĕн хăлаçланкаласа калаçаççĕ-çке-ха, — тет Данил Петрович.

— Тьфу! Авланни ултă çул иртрĕ те, хĕрпе каччă йăлисене манса та кайрăн-и-ха ĕнтĕ?! Юратура хăлаçланасси çеç пулать-и?!.

Лере, Анюкпа Сантăр хушшинче, дипломатилле калаçу пырать:

— Ан туртăшса тăр ĕнтĕ, Анюк, — тет Сантăр, бидон виттине хупса. — Кĕтерук инке суса илнине сан çине çыратпăр... Вара санăн виçĕ пин килоран иртет...

— Кĕтерук аппана вара мĕн... аннӳ сĕтне суса парас тетĕн-им?.. — ахăлтатать хĕр.

— Кĕтерук хамăр инке, тата, саншăн пулсан, ним те шарламĕ. Ара, путек-сурăх мар-çке вăл, ăнланать... Эсĕ унăн кинĕ пуласса чухламасть тетĕн-им? Мĕнрен хăратăн? Элле чап чиперкке сăн-сăпатна пăсать-и?

Малалла

Малтанхи ҫумӑр


Çумăр пĕлĕчĕсем кăнтăр енчен

Çывхарчĕç хăвăрттăн, кĕтмен çĕртен.

Куçа шартарчĕ çиçĕм йăлтăркки —

Шартлатрĕ, хуçăлчĕ тӳпе пĕкки.

Пĕрремĕш аслати авăтнине

Хавасланса итлерĕмĕр тинех.

Чашлатрĕ çумăр... Çутăр вăйлăрах! —

Сапса хăварччăр пĕлĕтсем ахах.

Парка çĕклентĕр пусăри калча,

Çемçе кавир пĕркентĕр укăлча.

Сĕткен васкатăр çулçăсем патне,

Тăри шăраттăр çепăç юррине.

Çĕн вăрçă мар çут тĕнчере,

Кĕрлетĕр аслати çӳл тӳпере,

Ан çутăр пуля ешĕл хирсене,

Шăвартăр лăпкă çумăр çĕр питне, —

Çак шухăшпа ăш çумăр çунă ир

Уй-хир ĕçне васкарăмăр эпир.

Йывӑҫсем


Пĕри тӳрех хăрать.

Тепри çаплах ӳсет.

Мĕн-ма ши ку çапла?..

Пĕлессĕм ман килет!

 

Пĕри çӳле каять.

Тепри лутра ӳсет.

Мĕн-ма ши ку çапла?..

Пĕлессĕм ман килет!

 

Пĕри çăва савать.

Тепри савать хĕле.

Мĕн-ма ши ку çапла?..

Пĕлессĕм ман килет!..

 

05.05.2021

12 сехет те 50 минут

Хӗвеллӗ май


Камăн Ман илемăшĕн

Кăмăлĕ çĕкленмĕ-ши,

Камăн пулас килмĕ урамра!

Чыслă-сумлă ватăлăх,

Пирĕн харсăр çамрăклăх

Юрă янратать йĕри-тавра.

 

Вĕлкĕш, çут ялавăмăр!

Яланах уявăмăр

Савнăçлă та ирĕклĕ

Юратнă çĕршывра.

 

Ĕç умне тăрсассăн,

Уява тухсассăн —

Çĕкленетпĕр пинĕ-пинĕпе.

Пурнăçăмăр тулăх, —

Савăнăçпа пурлăх

Ĕмĕрлĕх туслашрĕç пирĕнпе.

 

Вĕлкĕш, çут ялавăмăр!

Яланах уявăмăр

Савнăçлă та ирĕклĕ

Юратнă çĕршывра.

 

Ĕçлĕ çын телейĕшĕн,

Мирлĕ кун хĕвелĕшĕн,

Тӳпене çĕклетпĕр çут ялав.

Шурă кăвакарчăн пек

Вĕçтĕр пирĕн юрăмăр!

Çиттĕр вăл кашни хула-яла.

 

Вĕлкĕш, çут ялавăмăр!

Яланах уявăмăр

Савнăçлă та ирĕклĕ

Юратнă çĕршывра.

Леонид Сергеев профессорпа уйрăлни


Санăн аннӳ пулман, Манăн атте юлман,

Пире шăпа кастарнă ачаран.

Эс лăпкăччĕ ялан. Пăлхавлă чунччĕ ман.

Пĕрех юлташлă пăхрăн ку таран.

 

Çутă тĕнче хыçра. Каятăн эс паян.

Хыçран юлать эпир ĕçленĕ ĕç.

Яту Шупашкартан Муркаш-Турай таран

Тĕксĕмленмесĕр курăнтăрччĕ çеç!

 

2021 çул, кăрлачăн 31-мĕшĕ

Асси


Пĕр ирхине эпĕ килкартине тухрăм та пăлтăр айĕнче тем нăйкăшнă сасă илтрĕм. Хăма хушăкĕ витĕр пăхрăм, унта пирĕн Улайкка выртать иккен. Улайкка çурланă çурисене ĕмĕртет. Виçĕ çура хăйĕн, — вĕсем ытла пĕчĕккĕ-ха, ура çине те тăраймаççĕ.

Эпĕ, йытă çурисене пăхса, кунĕпех урама тухмарăм. Вĕсем валли ăшă та çемçе вырăн хатĕрлерĕм, сĕт илсе тухса патăм, Улайккине çăкăр çитертĕм.

Йытă çурисем амăшĕ пекех ула. Вĕсенчен пĕри, чи пĕчĕкки, мана ыттисенчен те ытла килĕшрĕ. Унăн мăйĕ тавра, кăшăл тăхăнтартнă пек, шурă, куçĕсенчен çӳлерех икĕ хура пăнчă пекки пур.

Анне ĕçрен таврăнсан, эпĕ ăна йытă çурисем курма чĕнтĕм. Вăл, манпа юнашар чĕркуçленсе ларса, йытă çурисене пăхса илчĕ.

— Чипер-çке вĕсем, — терĕ вара, — анчах пĕри асси пулмалла, вăл ыттисенчен начар та пĕчĕкçĕ. Унран пурпĕрех лайăх йытă пулас çук. Куçĕ уçăличчен ăна ăçта та пулин кайса пăрахмалла. Иккĕшĕ пурăнччăр.

— Анне, — терĕм эпĕ, — манăн пĕчĕккине те пăрахас килмест. Пурăнтăрах вăл амăшĕпе пĕрле.

— Кам ăна пăхса аппалантăр? — килĕшмерĕ манпа анне. — Ăна ӳстерсе лайăх йытă тăвас пулсан, нушине пайтах чăтмалла.

Малалла

Укăлчара


Хĕвел анчĕ, уйăх тухрĕ

Янкăр тăрă тӳпене.

Клуб патне хут купăс пухрĕ

Колхозри çамрăксене,

Янкăс юрă уççăн юхрĕ

Укăлча хапхи енне.

 

Лăпкă çилĕ лăштăр-лăштăр

Хускатать йăмрасене.

Икĕ çамрăк, ик юлташ-тăр,

Тухрĕç укăлча патне,

Именсе тăмарĕç кăшт та —

Алă пачĕç пĕр-пĕрне.

 

Тулăх тырă кассăн-кассăн

Хумханать çил вĕрнипе.

Пит аван-çке каç пулсассăн,

Тĕл пулмашкăн савнипе,

Пит аван пĕрле утсассăн

Хамăр акнă уй-хирпе.

 

Уйăх анчĕ. Ташă-юрă

Янрамасть текех клубра.

Шурăмпуç килсен чуптурĕç

Икĕ тус укăлчара, —

Ирхине каллех саттуррăн

Вĕсем ĕçлĕç колхозра!

■ Страницăсем: 1... 65 66 67 68 69 70 71 72 73 ... 796