I. Мама — анне; аннӳ — твоя мать, амăшĕ — его (ее) мать;
мамочка — аннеçĕм;
(мой) отец — атте; аçу — твой отец; ашшĕ — его (ее) отец;
родители — атте-анне;
бабушка (со стороны матери) — кукамай (букв. «мать рода»); кукаму, кукамăшĕ;
бабушка (со стороны отца) — асанне (букв. «старшая мать»); асаннӳ, асламăшĕ;
дедушка (со стороны матери) — кукаçи (букв. «отец рода»); кукаçу, кукашшĕ;
дедушка (со стороны отца) — асатте (букв. «старший отец»); аслаçу, аслашшĕ;
брат (старший) — пичче (используется и как почтительное обращение к мужчине старше говорящего); пиччӳ, пиччĕшĕ;
брат (младший) — шăллăм; шăллу, шăллĕ;
сестра (старшая) — аппа (используется и как почтительное обращение к женшине старше говорящего); аппу, аппăшĕ;
сестра (младшая) — йăмăк, йăмăку, йăмăкĕ;
жена — арăм (ср.: хĕрарăм «женщина»);
муж — упăшка;
дочь — хĕр (используется и в значениях «девушка», «невеста»);
девочка — хĕрача;
сын — ывăл (ср.: каччă «юноша», «жених»);
мальчик — арçын ача (ср.: арçын «мужчина»);
внук, внучка — мăнук;
правнук — мăнук ачи (мăнук хĕрĕ, мăнук ывăлĕ);
родной, родственник — тăван.
II. Юрат — любить; юрату — любовь; мăшăр — пара, супруг(а); машăрлан — вступить в брак; мăшăрлану — бракосочетание, брак; авланнă — женат(ый); авланман — холост (он); качча тухнă — замужем; качча тухман (или: качча кайман) — не замужем;
уйрăлнă — разведен(а), разведенный(ая).
III. Эпĕ пысăк та туслă çемьере ӳссе çитĕнтĕм. — Я вырос(ла) в большой и дружной семье.
Халĕ эпĕ пĕчченех пурăнатăп. — Сейчас я живу один (одна).
Унăн икĕ ача: асли шкула çӳрет, кĕçĕнни вара — садике. — У него (у нее) двое детей: старший ходит в школу, а младшнй — в садик.
Вĕсен ачисем пĕчĕк-ха. — Их (у них) дети еще маленькие.
Диалог (Калаçу)
— Каçарăр, эсир качча тухнă-и?
— Çук-ха, качча тухман.
— Эсир пĕчченех пурăнатăр-и?
— Пĕччен мар, атте-аннепе пĕрле пурăнатăп.
— Сирĕн çемье пысăк-и?
— Пысăк мар: атте-анне те эпĕ. Пичче пур тата манăн.
— Пиччĕр сирĕнпе пĕрле пурăнмасть-и?
— Çук, вăл пирĕнтен уйрăм пурăнать. Унăн хăйĕн çемйи.
— Вĕсем миçен пурăнаççĕ?
— Тăваттăн. Хăйсем иккĕшĕ тата икĕ ачи.
— Ачисем пысăк-и, пĕчĕк-и?
— Асли виççĕмĕш класа çӳрет, кĕçĕнни — садике.Юмор (Шӳтсем)
— Ывăлăм, санăн дневнику ăçта?
— Ăна Серёжа килне алсе кайрĕ — ашшĕ-амăшне хăратма.
* * *
Техникумра чĕлхе урокĕ.
— Иванова, «юрататăп» глагола пулас вăхăтра мĕнле каламалла?
— Качча каятăп.
* * *
Ачасем калаçса тăраççĕ:
— Манăн сăмса аттен пек, куçсем — аннен.
— Манăн вара çамка — асаттен, хăлха — кукаçин.
— Манăн та кроссовки — пиччен...Пословицы (Ваттисен сăмахĕ)
Аçупа аннӳне хисепле, хăвнах ырă пулĕ.
Ачаш ача ашшĕ пуçне çухатать.
Виççĕри ывăл ашшĕне пулăштăр, виççĕри хĕрача амăшне пулăштăр.
Качча кайиччен — пĕр хуйхă, качча кайсан — çĕр хуйхă.
Ссылка статьи ::
Версия для печати
Последние изменения внес Admin (2008-10-18 17:37:30). Просмотрено: 7485.