Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +5.3 °C
Самое большое счастье в жизни - это уверенность, что тебя любят.
(Гюго)
 

Адрес (ГД ИЧЯ)

    

I. Домашний адрес (кил адресĕ):

    бульвар (Эгер бульварĕ — Эгерский бульвар);
    индекс, корпус, общежити, площадь (Театр площачĕ — Театральная площадь);
    область (Мускав облаçĕ — Московская область);
    поселок (Кӳкеç поселокĕ — п. Кугеси);
    подъезд, проспект (Мир проспекчĕ);
    район, центр (район центрĕ);
    город — хула;
    деревня, село — ял;
    дом (в значении «здание») — çурт (10-мĕш çурт — дом № 10);
    дом (в значении «свое жилище») — кил (тăван килте — в родном доме);
    переулок — тăкăрлăк, пралук;
    столица — тĕп хула;
    улица — урам (Пирогов урамĕ, Энтузиастсен урамĕ);
    этаж — хут (5-мĕш хут — 5-й этаж).

II. Названия городов (хуласен ячĕсем):

    г. Алатырь — Улатăр хули
    г. Казань — Хусан хули
    г. Козловка — Куславкка хули
    г. Марпосад — Сĕнтĕрвăрри хули
    г. Москва — Мускав хули
    г. Новочебоксарск — Çĕнĕ Шупашкар хули
    г. Н. Новгород — Чулхула
    г. Уфа — Ĕпхӳ хули
    г. Цивильск — Çĕрпӳ хули
    г. Чебоксары — Шупашкар хули
    г. Шумерля — Çĕмĕрле хули
    г. Ядрин — Етĕрне хули

III. Названия районов ЧР (Чăваш Республикинчи районсен ячĕсем):

    Алатырский р-н — Улатăр р-нĕ,
    Аликовский р-н — Элĕк р-нĕ,
    Батыревский р-н — Патăрьел р-нĕ,
    Вурнарский р-н — Вăрнар р-нĕ,
    Ибресинский р-н — Йĕпреç р-нĕ,
    Канашский р-н — Канаш р-нĕ,
    Козловский р-н — Куславкка р-нĕ,
    Комсомольский р-н — Комсомольски р-нĕ,
    Красноармейскнй р-н — Красноармейски р-нĕ,
    Красночетайский р-н — Хĕрлĕ Чутай р-нĕ,
    Мариинско-Посадский р-н — Сĕнтĕрвăрри р-нĕ,
    Моргаушский р-н — Муркаш р-нĕ,
    Порецкий р-н — Пăрачкав р-нĕ,
    Урмарский р-н — Вăрмар р-нĕ,
    Цивильский р-н — Çĕрпӳ р-нĕ,
    Чебоксарский р-н — Шупашкар р-нĕ,
    Шемуршинский р-н — Шăмăршă р-нĕ,
    Шумерлинский р-н — Çĕмĕрле р-нĕ,
    Ядринский р-н — Етĕрне р-нĕ,
    Яльчикский р-н — Елчĕк р-нĕ,
    Янтиковскнй р-н — Тăвай р-нĕ.

IV.

    Шупашкар Атăл хĕрринче вырнаçнă. — Чебоксары расположены на берегу Волги.
    Эпĕ Çĕнĕ Шупашкарта Женя Крутова урамĕнче пурăнатăп. — Я живу в Новочебоксарске на улице Жени Крутовой.
    Манăн ăçта пымалла? — Куда я должен прийти?

Диалог (Калаçу)

    — Санăн адрес(у) мĕнле?
    — Шупашкар хули, Университет урамĕ, 5-мĕш çурт, 23-мĕш хваттер.
    — Шупашкарта миçе район?
    — Пирĕн хулара виçĕ район: Калинин районĕ, Ленин районĕ тата Мускав районĕ.
    — Эсĕ хăш районта пурăнатăн?
    — Мускав районĕнче.
    — Сирĕн çурт миçе хутлă?
    — Тăхăр хутлă.
    — Сирĕн хваттер миçемĕш хутра?
    — Пирĕн хваттер улттăмĕш хутра.

Юмор (шӳтсем)

    Виçĕ çулхи Кольăран ыйтаççĕ:
    — Эсĕ хăш урамра пурăнатăн?
    — Эпĕ килте пурăнатăп, урама выляма тухатăп.
     * * *
    Чăваш ялĕнче курак
    Вырăсла ыйтать:
    — Как? Как?
    Ларнă та йăмра çине
    Каçăртать хăй сăмсине.
    Чăвашла ыйтсан кăна
    Хурав парăп эп ăна.
    (Николай Симунов)

Пословицы (ваттисен сăмахĕ)

    Кив çуртна пăсиччен çĕннине ларт.
    Килти çӳп-çапа урама кăларма хушман.
    Çурт лартма йывăр мар, никĕсне хывма йывăр.
    Çывăх кӳршĕ аякри тăванран хаклă.

 
 
Ссылка статьи :: Версия для печати

Последние изменения внес Admin (2008-10-18 14:30:28). Просмотрено: 5302.
Orphus

Баннеры

Счетчики