Agabazar // 3646.17.7826
2025.03.23 20:44 | |
![]() |
Марр академике Сталин юлташ пустуях пăрахаçа кăларнă тесе, В, В. Путин патне кайса шалăп пар-ха, эппин. |
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2025.03.24 18:34 | |
АГАБАЗАР: "(...)Антон Кириллович Салмин ăславсен докторĕ. Анчах та анкă-минкĕленсе каясси докторсем хушшинче те пулать тепĕр чухне".
Лайăх каланă, ăтнаккă!.. Тĕрĕсех-иç!.. Валери ТУРКАЙ. 24.03.25. | |
Agabazar // 1194.38.3233
2025.03.24 21:05 | |
![]() |
Кунта акă мĕн калас пулать чăн малтанах.
И. В. Сталин 1953-мĕш çулта вилнĕ. Тата темиçе çул иртсен çĕршывра Сталина хирĕçле кампани пуçланса кайнă. Çапла майпа, унччен Сталин хурланă япаласене каялла тавăрма май килсе тухнă. Эппин, халь тин Сталин авторитет мар тесе, Марр академика тыт та тÿрре кăлар! Анчах та ун пеккисем тупăнман. Никам та Марр академика тÿрре кăларма тăрăшман. Яхват теори тĕп пулнă. Паянхи кунчченех çапла тăсăлать. Самана хыççăн самана улшăнать, тамаша хыççан тамаша килет (саманисем — саккăр, тамашисем — тăххăр), анчах Сталин юлташ Марр академик пирки каланисем гранит çине касса кăларнă пек çирĕп тăраççĕ. Никам та çавна улăштарма пултараймасть. |
Вулакан // 1066.37.9482
2025.03.25 08:39 | |
Сталина наука ҫынни текен йӑнӑшать.Унӑн тӗллевӗсем пач урӑхла пулнӑ.Тарӑн пӗлӳ илмесӗр наукӑра ҫул ҫук,чӗлхе пирки пушшех.Сталин-суя авторитет,чунсӑр ҫын пулнӑ.Ырлама кирлӗ мар. | |
Agabazar // 1551.49.0342
2025.03.25 12:01 | |
![]() |
Вулакан юлташ,
тÿрех курăнать эс чуххăмла, ним шутламасăр калани. Сталинăн статйине вуласа тух-ха, вара калаçăпăр. Шăпах хайхине, хăй ăславçă маррине, чĕлхеçĕ маррине палăртнинчен пуçлать Сталин хайĕн статйине. Кунта сăмах Сталин чунлă е чунсăр пулни пирки мар, вăл Марр пирки мĕн калани çинчен пырать. Ну, сăмахран, Сталин Марр пирки йăнăш каланă пуль, тейĕпĕр. Анчах та унашкал йăнăш сăмаха тÿрлетме майсем пин хут ытла сике-сике тухнă 1953-мĕш çул хыççан. Анчах та çавăн пек майпа никам та усă курма шутламан халиччен те. Хайхи Антон Кириллович Салмин та нумаях пулмасть Марр академик пирки ятаралă статья çырнă (Салмин Антон Кириллович ЭТНОГЕНЕЗ И ЯЗЫК ЧУВАШЕЙ ПО Н. Я. МАРРУ // Томский журнал лингвистических и антропологических исследований (Tomsk Journal of Linguistics and Anthropology). 2021. Вып. 2 (32). С. 151-160. DOI:10.23951/2307-6119-2021-2-151-160). Анчах та Салмин та пулин Марр академика тÿреммĕн хăйĕн хÿттине илмест, çапла çырать: Сторонники Марра нанесли науке большой урон |
Вулакан // 1066.37.9482
2025.03.25 15:45 | |
Хисеплӗ Агабазар,ҫитет пуль пуш папраппан ҫапса.Пӑлхарлӑх та пустуй япала ҫеҫ.Никама та нимле вӑй та памасть.Хальхи монгола Чингисхан вӑй парать тенине ӗненместӗп,чӑваша пӑлхарлӑх мӗн парать вара.Паянхи чӑваш пирки калаҫар.Кам вӑл,мӗнле ӗмӗтпе пурӑнать,пӗлӳ шайӗ,мулӗ пур-и,сывлӑхӗ епле,ачине мӗнле ӳстереть,наци туйӑмӗ пур-и унӑн?Чӑваша ыран мӗн кӗтет?Пире Станьялсем ,Туркайсем юри таҫталла пӑрса яраҫҫӗ пулас.Марра вӑрҫиччен И.Андреева аса илӗр.Кам е мӗнле вӑйсем хушнипе чӗлхемӗре сиен кӳнӗ?Кам вӑл?Тӗпчев институчӗ чӑваш пуласлӑхӗ пирки мӗн шутлать-ши? | |
Agabazar // 1791.96.0114
2025.03.25 16:35 | |
![]() |
Антон Кириллович Салмин тĕлĕшпе пĕр нюанс пур. «Большой урон» тит-ха та, çапах хăй Марр академикĕн ĕлĕкхи суя çулĕпех чупасшăн.
Декларацийĕ пĕр тĕрлĕ, чăн ĕçĕ пачах тепĕр майлă. ................................................................................. Аха тит çав, пурте пустуй тит. Никам та çурта тытса тăман тит. Куçа хупса уçмалла та — пурне те пĕтĕмпех манмалла. Пăлхарлăх вăй памасть те, сăварлăх вăй парать -им вара? А мĕн усси эс «вăй парса» тăнинчен? Параççĕ-и унта, е памаççĕ, — анчах та тĕрĕссине пĕл те ыттисене те пĕлтер. Ку тĕлĕшпе нихçан та ан суй! Сăмах май каласан, И. Андреев пирки. Орфографипе пунктуаци тĕлĕшпе сăтăр турĕ теме пулать. Анчах та ку сăтăр ытлашши пысăках мар. «Сиплĕ курăм» (здравый смысл) текенни сыхласа хăварчĕ. Çав вăхăтрах тепĕр Андреев (ку урăххи пулас, Урхи Наумĕ текенни) пăлхарлăх енĕпе хăйĕн йĕрне хăварнă — Андреев Н.А. Чувашские порядковые числительные в сравнении с порядковыми числительными булгарских намогильных надписей [Andreyev, Naum. Chuvash ordinal numerals as compared to those in the Bulghar epitaphs] — 1956. Çак статьяна çырнă чухне Урхи Наумĕн доктор дипломĕ мар, аслă пĕлÿ те пулман-ха. Çавăн пек астăвтăп. Аслă пĕлĕве вăл 1968-мĕш çулта çеç (77-ре чухне!) илнĕ. |
Вулакан // 1066.37.9482
2025.03.26 08:13 | |
Вырак юлташ,гени укҫа ҫумӗнчи япала мар.Вӑл икӗ ҫӗрте кӑна пулма пултарать:искусстӑра е наукӑра .Урӑх ҫӗрте ан шыра. | |
Вулакан // 1066.37.9482
2025.03.26 08:31 | |
Агабазар,эсир пурте пӗр шайккӑра иккен.Хальхи чӑваш пирки шутлас вырӑнне тахҫанхи пирки пакӑлтатма юрататӑр.Кала уҫҫӑн,чӑваш ҫулӗ ӑҫталла,ан пӑркалан.Кунта эсӗ темте пӗлни мар,паянхи чӑваша куҫран пӑхса калани кирлӗ. | |
Agabazar // 2413.87.9643
2025.03.26 13:39 | |
![]() |
Аха, шутласа çÿремеллле иккен.
"Шуккап-шуккап та — маккап, шуккап-шуккап та — маккап..." Мĕн тутарттарасшăн эс мана? Эп хам чăвашла калаçма, чăвашла калаçнине (е юрланине) итлеме, чăвашла вулама, чăвашла çырма пăрахман-ха. Кунсăр пуçне тата сирнешкел мухтавлă улăпсене мифла-халапла сувар тата чăн пăлхар пирки тăнлантарса паратăп. Тата мĕн тумалла? Ыттине, ачам, хăвăнах тума тивет. Акапасар çине шанса тăраймастăн. Чăмласа пани те çитет. Çăтса ярассине вара хăвах тăвăн. |