Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +4.3 °C
Жизнь - череда выборов.
(Настрадамус)
 

Владимир Тимофеев: Вячеслав Оринова тӗп режиссёра лартсан Юхма Мишшишӗн чӑн-чӑн савӑнӑҫ пулӗ

Владимир Тимофеев18.01.2021 11:403967 просмотров

Редакцирен: Тимофеев Владимир Николаевич пирӗн пата хӑйӗн черетлӗ чӗнӗвне ярса пачӗ. Эпир сире унпа паллаштаратпӑр.

Валерий Николаевич Яковлев чи чалтанах халӑхӑмӑр ҫинчен шухӑшлать пулӗ! Унӑн «Нарспи», «Кушар», «Кай-кай Ивана» спектакльсене ХХII-мӗш ӗмӗрте те ҫӑпатасемпех вылямалла пултӑр-ҫке!!!

Ку спектакльсене выляма пирӗн шӑпах Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театр пур мар-и? Ак хайхи, В.Н. Яковлев, Ю.М. Владимиров тата Н.А. Сергеева режиссер Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театрне ӗҫлеме уттарӗҫ! Е.В. Николаева опернӑйне е вырӑс драма театрне директор пулма тухса кайӗ! К.В. Иванов ячӗллӗ театрӑн тӗп режиссёрӗ В.Н.Оринов пулса тӑрӗ!

М.Н. Юхмашӑн чӑн-чӑн савӑнӑҫ! Унӑн спектаклӗсене драма театрӗнче нихӑҫан та выляман!

Опернӑйӗнче ачашланса пурӑнакан В.Л. Клементьевне чӑваш театрӗн директорне лартас! Ҫамрӑксен театрӗнчен вырӑс чӗлхиллӗ спектакльсенче выляс кӑмӑллӑ артистсене вырӑс театрне куҫарас! Урӑх ҫул ҫук!

Чӑваш этемӗ вырӑс чӗлхиллӗ рольсене выляс тени ирсӗрлӗх! Чӑваш чӗлхине юратманнине пӗлтерет анчах! Сценӑна юратаҫҫӗ пурте, чӗлхемӗре пурте мар!

Пирӗн хисеплӗ Олег Алексеевич килӗшетех!

Тимофеев В.Н.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Асамат // 1623.3.9969
2021.01.18 12:28
Тӗрӗсех ҫырать Тимофеев.Анчах та Клементьева каялла Сарӑ ту еннех ямалла пуль.Унта чӑвашсен ертӳҫи шутланса халӑхшӑн нимӗн те тумарӗ.Эрхип Кени пулӑшнипе тӳрех шалу илмелле ЧНКана вырнӑҫрӗ.Каялла кайса,ӗҫӗпе кӑтартса,ҫылӑхӗсене каҫарттартӑр.Чӑвашлӑхшӑн ним туман этем.
Тимофеев -Ватти // 4261.03.7463
2021.01.18 16:51
Шаллам . тархасшан шухашламасар ан супелтет. Чаваш театресенче йерке тавасси санпа манран килмест--кана ес коллективесен хайсен татса памалла .Елекхи пурнаса санлакан спектакльсене сапата сырса вылянинче мен япаххи ? Яковлев киввине манмасар сенни патнелле туртанса еслет . саванпа ана ял сынни хисеплет те . Самраксен театрне те хурласа такмалла мар. Пултарулла сынсем еслессе унта . Артист пулма самал мар . унан сакарне ан амсан !
Варык // 1726.84.3785
2021.01.18 16:54
Епăрни театӑрӗн директорне кама лартатӑн, хисеплӗ Владимир Николайчӑ?.
Agabazar // 2388.45.9386
2021.01.18 18:13
Agabazar
Юхма Мишшин нихăш пьесине те К. Иванов ячĕллĕ театрта спектакль туса кăтартман тени тĕрĕс мар.

Эпĕ хам çеç пĕрне пĕлетĕп.
«Уйăх тулнă каç» текеннине лартнă. Чăн та, ун тĕлĕшпе пĕчĕк «скандал» пекки те пулнă (сюжета таçтан урăх тĕлтен илнĕ имĕш). Анчах та сюжетсем куçса çÿрени йĕркеллĕ япалах шутланать. Ĕç унта мар вĕт!

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики