I. Автобус (автобуса лар — сесть в автобус, автобуспа кай — поехать автобусом, автобусран тух — выйти из автобуса);
багаж (чăматан «чемодан»);
билет (автобус билечĕ);
велосипед (или: утсăр урапа);
кабина (водитель кабини);
касса (билет касси);
кондуктор;
маршрут (автобус маршручĕ);
машина (çăмăл машина — «легковая машина>);
остановка (автобус остановки);
пассажир;
светофор;
такси (маршрут таксийĕ — «маршрутное такси»);
троллейбус;
тротуар;
шоссе;
шофер.
II. Быстро — хăвăрт; ср.: скорость — хăвăртлăх;
дорога — çул (шоссейная дорога — шоссе çулĕ);
дорожный знак — çул çинчи паллă;
место — вырăн (свободное место — пушă вырăн);
остановка — чарăну (или: остановка);
перекресток — тăваткăл (перекресток дорог — çул тăваткăлĕ);
пересесть (сделать пересадку) — куçса лар;
пешеход — çуран çын;
свет (желтый, зеленый, красный) — (сарă, симĕс, хĕрлĕ) çутă.
III.
1. Как доехать ...? (Как дойти ...?) — ... мĕнле çитмелле?
...до гостиницы — Гостиница патне... (Или: Хăна çурчĕ патне..)
...к Дому торговли — Суту-илӳ çурчĕ патне ...
2. Как проехать ...? (Как пройти...?) — ... мĕнле каймалла?
...к вокзалу — Вокзала...
...к площади Ленина — Ленин площадьне...
3. Можно ли туда дойти пешком? — Унта çуран çитме пулать-и?
4. Езжайте (идите) прямо. — Тӳррĕн кайăр.
Поверните налево — сулахая(лла) пăрăнăр;
поверните направо — сылтăма(лла) пăрăнăр.
5. На противоположной стороне улицы. — Урам(ăн) тепĕр енче.
6. Где мне нужно выходить? — Манăн ăçта тухмалла (или: анмалла)?
7. Вам надо выйти на следующей остановке. — Сирĕн тепĕр остановкăра тухмалла. (Или: Сирĕн çитес чарăнура тухмалла.)
8. Счастливого пути! — Чипер çитĕр! (Или: Çулăр телейлĕ пултăр!)
Диалог (калаçу)
— Калăр-ха, тархасшăн, «Чувашия» ресторана мĕнле çитмелле?
— Унта (туда) 4-мĕш троллейбуспа е 23-мĕш автобуспа каймалла.
— Унта маршруткăпа кайма пулать-и?
— Çапла, унта маршрут таксийĕпе те çитме пулать.
— Манăн хăш остановкăра тухмалла?
— Эсир «Гостнница» чарăнура тухăр. (Или: Сирĕн «Гостиницаэ остановкăра анмалла пулать.)
— Унта çитме инçе-и?
— Инçех мар. Пĕр (примерно) пилĕк остановка пулать.
— Тавтапуç сире.
— Чипер çитĕр!Юмор (шӳтсем)
— Эсир пĕчченех вĕт, мĕншĕн икĕ билет илетĕр?
— Пĕри çухалсан, тепри юлать.
— М-м... Иккĕшĕ те çухалсан вара?
— Е-е-е! Манăн тата «проездной» пур!
* * *
Пĕр çын машина айне лекнĕ те урине амантнă. Халĕ шофертан вунă миллион шыраса илесшĕн.
Шофер:
— Эпĕ миллионер мар-çке!
Аманни:
— Эпĕ тата, мĕн, осьминог-и?!
* * *
— Эсир мĕншĕн малти алăкран кĕретĕр?!
— Эпĕ ачапа... Вăл хыçалти алăкран кĕчĕ, авă тăрать.
* * *
Эрнекун. Шупашкар автовокзалĕнче.
— Шăнса та кайрăм, хырăм та выçса кайрĕ. Хăçан ларса каймалла-ши?Пословицы (Ваттисен сăмахĕ)
Начар урапа хытăрах шалтăртатать теççĕ.
Кивĕ çула пăрахса, çĕнĕ çул тума хушмаççĕ.
Çула тухсан, йĕп те пăт йывăрăш.
Урапа та яланах пĕр йĕрпе кусмасть.
Ссылка статьи ::
Версия для печати
Последние изменения внес Admin (2008-10-18 14:46:38). Просмотрено: 3802.