Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Чӑвашсем тӗрлӗ хулана хӑйсемлерех каланине пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ. Мускав, Чулхула, Хусан, Чӗмпӗр, Питӗр, Самар, Сӑвар... Кусем пурте пӗлекен ятсем. Сайрарах тӗл пулакан хула ячӗсем: Пирӗм — Пермь, Алапӳ — Елабуга, Артатту — Ардатов, Лайӑш — Лаишево.
Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче Шупашкарти кӳлмекре Петрпа Феврони ҫветтуйсен палӑкне уҫнӑ. Вӑл 4,6 метр ҫӳллӗш, 3 тонна таять.
Палӑка уҫнӑ ҫӗре ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата Чӑваш митрополийӗн пуҫлӑхӗ Варнава хутшӑннӑ. Варнава сӑмах илсен Михаил Игнатьева кӑштах критикленӗ те. Вӑл Чӑваш Ен культура тӗлӗшӗнчен ҫителӗклӗ аталанманнишӗн кӑмӑлсӑр.
— Палӑка тинех лартрӑмӑр. Эпир ҫакна тахҫанах кӗтнӗ, анчах укҫа пулманни ура хучӗ. Хамӑр вӑйпа 700 пин тенкӗ пухрӑмӑр, анчах ку сахал.
Ҫулла пулса иртнӗ ҫак калаҫу халӗ аса килчӗ. Ун чухне Шупашкар хула кунӗччӗ. Самолетсем вӗҫнине курма тесе кайнӑччӗ те шоу пуҫланиччен вӑхӑта ирттермелле кӗнеке вуласа ларнӑ вӑхӑтра сак ҫине манпа юнашар 45-сенчи арҫынпа хӗрарӑм пырса ларчӗҫ. Хӑйсем ӑшӑ вырӑнта канни пӑхсанах паллӑ: ӳчӗсем иккӗшӗн те самай пиҫӗхнӗ.
Ҫаксем сӑмах чӗнчӗҫ те калаҫса кайрӑмӑр. Чулхула облаҫӗнчен пулчӗҫ. Шупашкар хула кунне курма ятарласа килнӗ иккен. Ӑнланнӑ тӑрӑх, вӗсем – хӑйсен бизнесӗпе аппаланакан ҫынсем.