Ҫын укҫине шутлама хушмаҫҫӗ-ха. Ҫапах та ҫын укҫи пирки кӑштах калаҫса илер. Тӗрӗсрех, пуҫлӑхсен пирки. Тата тӗрӗсрех каласан, ҫавсем хӑйсем ертсе пыракан предприяти-организаци е муниципалитет мулне ӑҫта яни пирки.
«Правда ПФО» интернет-хаҫатра ҫак кунсенче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чӑвашхлебопродукт» акционерсен обществи 3 миллион тенкӗ тӑракан урапа (Toyota Land Cruiser Prado Ic 150) илнипе Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн регионти уйрӑмӗ кӑсӑкланнӑ.