Тутарсем Кул Али калавӗпе киленнӗ вӑхӑтра. Хальхи чӑвашлӑх фарисейӗсем "Уҫӑп" текен Библи сӑнарӗ ҫинчен чӑвашсене Золотницкий ҫырса парать. Ку текст пирки пӗртте иккӗленӳ ҫук. Хӑй вӗрентнӗ пекех Николай тӳрӗ пулать, улталамасть, чӑн чӑвашла чӗлхепе кӗскен, питӗ уҫӑмлӑн ҫырса парать.
Иосиф Хитре Ҫын Порнӑҫӗ
Лайӑх ҫын порнчӗ ҫӗр ҫинче. Авраам ятлӑ. Вӑл йӑваш полчӗ, оншӑн Тор’ӑна йоратрӗ. Торӑ пачӗ ӑна пор ырхлӑха, пор поянне; ывӑлӗ полчӗ перех ҫех; йоратрӗ Авраам Торра, пор хӑйӗн поянӗнчен те ывӑлӗнчен те хакла шотларӗ Ӑна.
Ҫакӑн пек статья пурри питӗ лайӑх.
http://ru.chuvash.org/wiki/%D0%9A%D ... 20%D0%90%D0%BB%D0%B8
Кул Али - суя пулни куҫ умӗнчех. Тем те тетӗр Юхма Мишши, анчах...
"Нарспи" поэмӑна чӑнах та вулатпӑр, ун чӗлхи те паллӑ, историйӗ те пӗр иккӗленӳсӗр.
«Уҫӑппа Сӑхви» тексчӗн оригиналӗ ӑҫта вара.
"Оригиналы хранятся в Тбилиси, Петербурге, Берлине." - теҫҫӗ. Анчах пире вырӑсла вулаттараҫҫӗ, е куҫарса параҫҫӗ. Ҫав хушӑрах кун чӗлхи чӑваш чӗлхи пек пулнӑ теҫҫӗ.