Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Ҫак виҫӗ сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ пӗрех, вӗсем ҫӗршыва, патшалӑха е эле тытса тӑракан ҫын тенине пӗлтереҫҫӗ. Анчах та вӗсенчен хӑш сӑмахӗ чӑвашсене уйрӑмах ҫывӑх пулнӑ-ши? Пирӗн шутпа, саманана кура, виҫӗ сӑмахӗ те пулнӑ пек туйӑнать. Анчах та «патша» сӑмах пуринчен те аслӑ пуль.