Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Акар йытти ашса пырать, аякки витӗр хӗвел пӑхать. Ҫара ҫунана ҫапла ытарлӑн каланине чылайӑшӗ пӗлет ӗнтӗ. Мӗн-ха вӑл акар йытти? Ашмарин хӑй словарӗнче ӑна, ахӑртнех, вӗшле йытта пӗлтерет пуль, тет. Апла, вӗшлен авалхи ячӗ-ши вӑл?