Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Сомневаться в боге значит верить в него.
(Бальзак)
 

Статьи

Васильевсем хӑйсен хушамачӗсенчен «тараҫҫӗ»

  19.05.2018 13:23 | 10907 просмотров

Пӗрре пӑхсан, Васильев хушамат пӗрре те япӑх мар пек. Вӑл хушаматпа пурӑнакансем чӑвашсем хушшинче сахал мар. Паллах, Ивановсем тата та ытларах. Ак, сӑмахран, нумай пулмасть Иванова министра лартрӗҫ тесе пӗлтерсен ман ыйту ҫуралчӗ: киввине е урӑххине? Чулхулара ӗҫленӗ чухне пӗрре пай ертӳҫи те манран ыйтсаччӗ: «Сирӗн унта пурте Иванов хушаматлӑ-им?» Мӗншӗн? Ара, Шупашкарти пирӗн уйрӑмра ӗҫлекенсен йышне курнӑ та... Унта вара пӗр пилӗк хушамат Иванов пулнӑччӗ пулас.

Ҫакнашкал лару-тӑрӑва пулах ӗнтӗ пирӗн ҫыравҫӑсем чылай чухне псевдоним йышӑнаҫҫӗ.

Далее...

 

Илемпи, Пинерпи, Пинеслу, Алман та ҫуралать

  01.11.2015 21:37 | 5753 просмотров

Чӑваш Енре демографи лару-тарӑвӗ япӑх темелле мар. Ку енӗпе пӗлтӗр республикӑра хӑйне евӗр ҫитӗнӳ те пулнӑ: ҫуралнисен йышӗ вилнисенчен нумайрах пулнӑ. Ача ҫуралсан ашшӗ-амӑшӗ ун валли ят шырать. Халӗ паллӑ ӗнтӗ мӗнлерех ятсем анлӑ сарӑлни: Анастасия, Мария, София, Елизавета, Виктория… Арҫын ачасене ытларахӑшӗ Максим, Кирилл, Роман, Егор ят хурать. Республикӑра ачасене тӗне кӗмен чӑвашсен ятне паракансем те пур. Ку хутран-ситрен ҫеҫ тӗл пулать. Ҫапах ку та темӗн пекех…

Чӑваш Енре 2013 ҫул уйрӑмах интереслӗ пулнӑ темелле.

Далее...

 

Чӑваш ячӗсене сивлекенсене

  24.09.2015 14:20 | 5633 просмотров

Ку ҫырӑва эп «Контактри» «Чӑваш ячӗсем» ушкӑнра куртӑм. Автор ӑна вырӑсла ҫырнӑран чӑвашла та куҫарса паллаштарас кӑмӑл ҫуралчӗ. Аяларах вырнаҫни — куҫару, автор шухӑшӗ (ахӑртнех, ушкӑн ертӳҫин пуль).

Сире чӑвашсен ячӗсем килӗшмеҫҫӗ пулсан эсир чӑн та питӗ тӗлӗнтермӗш ҫынсем. Сирӗн шутӑрпа вӗсен пӗлтерӗшӗсене ӑнланса илме май ҫук, чӑвашсен ячӗсем хитре мар, вӗсем сайра хутра ҫеҫ тӗл пулаҫҫӗ тата ытти те. Сирӗн грексемпе еврейсен (вырӑссен) ячӗсем вӑл енчен лайӑх-ши?

Далее...

 
Orphus

Баннеры

Счетчики

0 Флудильня (чат)