Хулара транспортпа ҫӳреме туса панӑ ПТК (Пӗрлехи транспорт карти; ЕТК) халӗ те йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратать. Юлашки вӑхӑтра, сӑмахран, ман хамӑн ун тӗлӗшӗпе темиҫе пӑтӑрмах пулса иртрӗ. Ҫавна май тепӗр хут ҫак системӑн кӑлтӑкӗсем тавра калаҫу пуҫлас терӗм.
Пӗрремӗшӗ К. Маркс урамӗнчи, 52/2 ҫуртӗнче («Первая площадка» офис комплексӗ) вырнаҫнӑ «Перекет банкӗн» уйрӑмӗнче пулса иртрӗ. Ун чухне чирлеттӗмччӗ, ҫавӑнпа та хама кӑшт япӑхрах туяттӑм. ПТК тултарас тесе кӗтӗм. Хайхи экран ҫинчи пускӑчсене пуса-пуса хамӑн укҫа карточкинчен хунӑ май пӑтӑрмах сиксе тухрӗ — укҫине карточкӑран тӑкакларӗ, ПТК ҫине вара хушаймарӗ.
Далее...
Тунтикун эп Альфа-банкра хам ӗҫпе пултӑм — ҫӗнӗ счет уҫмаллаччӗ. Унта пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫ пирки вара сире каласа парас терӗм. Тем тесен те унашкал хӗрсем мухтава тивӗҫ.
Чӳрече патне пырса тӑнӑ хыҫҫӑн хӗр манпа яланхи пекех калаҫӑва ҫепӗҫҫӗн те тараватлӑн пуҫларӗ. Ку — тӗлӗнмелле мар. Вӗсене тем тесен те клиентсемпе тараватлӑ пулма вӗрентеҫҫӗ. Ыйтаҫҫӗ те. Перекет банкӗнче вӑт чӑн та вӑрҫса тӑкма та пултараҫҫӗ (юлашки ҫулсенче унта та лару-тӑру улшӑнса пырать), кунта вара яланах сӑпайлӑ калаҫма тӑрӑшаҫҫӗ.