Хальхи ачасем мӗнлине пӗлместӗп те анчах пирӗн вӑхӑтра шкулта вӗреннӗ чухне чӗлхе таврашӗнчи пӗр вӑйӑ пурччӗ — «сӑ»-пала калаҫасси». Мана хама апи (лит. чӗлхипе — анне :) ) вӗрентсеччӗ. Вӗсем вӗреннӗ чухне апла вылянӑ имӗш. Шкулта вара пӗрле вӗренекенсене вӗрентсеччӗ те пӗр хушӑ самай ҫапла калаҫса ҫӳреттӗмӗр: «Эснэсӗ паснян высныляма туснухатӑн-и?» (чӑвашла: Эсӗ паян выляма тухатӑн-и?). Шифрӗ кӑткӑс мар: пӗрремӗш уҫӑ саспалли хыҫҫӑн «сн» тата ҫав уҫӑ сасса хушмалла кӑна.